Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеТĕлĕнтермĕш юмахсемТаркăнĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томХум пӑшӑлтатӑвӗ

Ĕçлĕ калаçу


Интервью-пароди

 

«Тулли уй-хир» хаçат корреспонденчĕ Вахитов районта малта пыракан «Алга» колхоз председателĕпе Сабитовпа сĕтел хушшинче ĕçлĕ калаçу тапратса янă.

КОРРЕСПОНДЕНТ: Рашит Рахимович, сирĕн хуçалăх иртнĕ çул калама çук пысăк ӳсĕмсем турĕ, районта мала тухрĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, хисеплĕ Рашит Рахимович, эсир кашни гектартан хĕрĕх центнер ытла тĕш-тырă, икçĕр утмăл центнер çĕрулми, виççĕр центнер сахăр кăшманĕ пухса кĕртрĕр. Тĕлĕнмелле çитĕнӳ ку! Тыр-пул çеç-и! Аш-пăшпа сĕт-çу илесси те сирĕн хуçалăхра çулсеренех ӳссе пырать. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, «Алга» колхоз кашни ĕнерен виçĕ пин те çичçĕр килограмм сĕт, кашни çĕр сурăхран çĕр утмăл путек илни те шутсăр пархатарлă, мухтава тивĕçлĕ ĕç пулса тăрать. Умра — Çĕнĕ çул. Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă Рашит Рахимович, сире эпир «Тулли уй-хир» хаçата вулакансем ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу хыççан ăнăçу тума çирĕп сывлăх сунатпар.

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Тавтапуç...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Хисеплĕ Рашит Рахимович! Эсир хăвăр такăрлатса хытарнă çулпа çирĕппĕн утни «тавтапуç» сăмаха пĕр иккĕленмесĕр, пĕр такăнмасăр каланинченех аван сисĕнет. Эппин, хаклă Рашит Рахимович, сирĕн хуçалăхăр малалла тата та анлăраххăн ярса пусĕ. Çĕнĕ çул, каламасăрах паллă, кашнин умнех çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем кăларса тăратать. Çавăнпа та эпир, хисеплĕ Рашит Рахимович, сирĕнтен хăвăр ĕмĕт-тĕллевсем çинчен кăштах та пулин ыйтса пĕлесшĕн, сирĕнтен пысăках мар интервью илесшĕн. Пĕр çур сехет каялла кăна эпир сирĕн колхозри мастерскойне кĕрсе куртăмăр. Механизаторсем карах сырса илчĕç пире. «Техникăна лайăхрах хатĕрлессипе ăмăрту пуçарса ятăмăр», — теççĕ вĕсем.

Малалла

Палан


Вăрманта, пĕр вĕтлĕхре,

лапсăркка çĕмĕртлĕхре

ӳсрĕ пĕр палан.

Ир-ирех вăл юсанать,

сывлăмран шăрçа çакать —

тем кĕтет ялан.

 

Симĕс тутăр çыхнăскер,

пĕчĕкскер те хӳхĕмскер,

питĕ вăтанса:

— Ма иртетĕн эс кичем?

Кур-ха, эпĕ те пĕччен, —

тет мана вăлтса.

Пилеш


Кăтра пилеш сапакисем кăваррăн

йăлкăшнăран куçа ӳкет хĕлхем.

Хитри—хитре! Анчах çынсем вăр-варрăн

ăна татасшăн хыпăнмаççĕ тем.

 

Ытла та йӳçĕ сан çырлу, пилешĕм!

Мăнаçлăху сăлтавсăр — ӳкĕнсем.

Çапла хитре çынна та куç илешĕ,

чун сивĕнĕ, йӳç кăмăлне пĕлсен.

Шӳт


Кăвакаратчĕ хир инçечĕ

сĕт пек шур пĕлĕт юххинче.

Садран панулмипе хĕр печĕ

Маттур качча пĕррехинче.

Йăл кулчĕ леш:

— Тунмастăп, — терĕ, —

ку маншăн ырă япала.

Сан улмуна çисе, чиперĕм,

эппин, уçам-ха кăмăла.

Анчах та

пĕр «улма» турачĕ

ытла çӳлте çав — ал çитмест.

Мĕнле пусма тупас? Калаччĕ!

Эх, куç курать те... шăл витмест.

Тĕллев


Сăнран эпир шур ӳтлĕ-и е хăмăр —

Кăвак тӳпе пуриншĕн те пĕр пек.

Тăванлатать пире пĕр шухăш-кăмăл:

— Мир пултăр! — тетпĕр тĕрлĕ чĕлхепе.

 

Эпир хăмла е виноград чĕртетпĕр,

Шавлаççĕ шыв пек тулăх уй-хирсем.

Паха кавир, хитре сатин тĕртетпĕр,

Çĕн самана тĕррисене илсе.

 

Эпир çĕршыв чĕнсен хăюлланатпăр,

Кăвак тӳпен сенкер уçлăхĕнче

Ун хăватне, чысне вăй-хал хушатпăр,

Пире савса сăнать мĕнпур тĕнче.

 

Пуçра пĕрин сомбреро, теприн — тутăр,

Ĕмĕтсенче пурин те пĕр тĕллев:

Тĕнче хĕн-хурлă, вăрçăллă ан пултăр,

Упрантăр çынлăх, туслăхпа телей.

Плансене планларăмăр


Çук, ăнмарĕç пирĕн комбинат директорĕсем. Юлашки тăватă-пилĕк çул хушшинче кăна вĕсем улттăн-çиччĕн улшăнчĕç, пурпĕр нихăш çулĕнче те плансене тултарса кураймарăмăр эпир. Çапла, пуçлăхĕсем улшăнсах тăраççĕ, плана епле тултарнине кăтартакан хисепсем кăна ялан пĕр пекрех: е çитмĕл пилĕк процент, е сакăрвуннă. Плана тултармасан — директор улшăнать, директора улăштарсан — планĕ тулмасть.

Кăçалхи пуçлăх ĕçе питĕ хĕрӳ тытăнчĕ. Ытти директорсем пек, комбинатăн халиччен усă курман резервĕсем пирки пуплесе нушалантармарĕ, темле «механизаци, химизаци, реконструкци» йышши сăмахсемпе тăна илмерĕ, ĕçе вырнаçса çитнĕ-çитмен кăкăрне çат тутарчĕ: «Мана эсир план парăр!» — тет ĕнтĕ.

Комбинатăн ĕç хучĕсемпе, планĕсемпе-мĕнсемпе паллашсан, вăл, ĕнсине хыçкаласа: «Мда-а, — терĕ. — Плансене тепĕр хут планласа тухмалла иккен кунта. Унсăрăн май çук. Мда-а...»

Çак сăмахсем хыççăн тĕрлĕрен пайсемпе цехсен пуçлăхĕсене, мастерсемпе прорабсене, механиксемпе инженерсене пуçтарчĕ те тивĕçлĕ кăтартусем пачĕ:

— Çитес виçĕ кун хушшинче, — терĕ татăклăн, — кашни пайăн, кашни цехăн хăйĕн татăклă план пултăрччĕ. Плансене çĕнĕрен пăхса тухни пире пулас плансене лайăхрах планлама май парать, — çапла каласан, директор пире хăй унчченех тукаласа хатĕрленĕ пĕтĕмĕшле плайсен хучĕсене тыттарса тухрĕ. — Ку вăл, эпĕ çырса палăртни, упщи направлени çеç, ытти-хыттине пĕтĕмпех сирĕн вĕçне çитермелле.

Малалла

Аннесем хире тухсан


Шур кĕпеллĕ аннемĕрсем пирĕн

Сар ыраш пуссине тухсанах,

Кăмăлланчĕ тинех сулхăн ирĕ,

Илем кĕчĕ мĕнпур таврана.

 

Кайăксем те сиксе хĕпĕртеççĕ,

Тăлăх сас илтĕнмест уй-хирте.

Тăрисем çӳлерех çĕкленеççĕ,

Савăнаççĕ-çке ĕçлĕ ирпе.

 

Илĕртет юрăри çывăх сасă,

Пуçтарать хăй тавра туссене.

Вăрманти хурăнсем чăтаймасăр

Чупнă-тухнă ыраш пуссине.

 

Уй-хирсем, аннесем пит илемлĕ

Пĕр-пĕрне сăн парса тăнăран.

Вĕсене сар хĕвел те иленнĕ

Хăй пекех ырă кăмăллăран.

 

Ачашлать хумлă ăшă мерченĕ

Аннесен йăрăс пĕвĕсене.

Çĕр çинче кам чĕри хĕпĕртемĕ

Пурнăç ирĕ килсен вĕсемпе.

Кĕрхи хурăн


Шăпăрланнă хурăн

Çил лăсканăран.

Кил карти те хурлă,

Савăк мар урам.

Уйăхлă кĕр каçĕ

Тарăн курăнать.

Урăхла сăн пачĕ

Шурă хурăна.

Тухйине вăл хывнă,

Ылтăн тенкине

Сапаланă хунă

Кĕр арки çине.

Çил ачи пуçтарĕ,

Кустарса, ирпе.

Сиккипе вăл тарĕ,

Шăхăрса, хирпе.

Чĕтренет-и уçăм —

Хурăншăн пĕрех.

Маншăн çара пуçăн

Вăл илемлĕрех.

Мухтав юрри


Пăлхарсенчен хунанă пирĕн халăх

Чăваш ятпа ян кайрĕ тĕнчере.

Пурнать илем, йĕркелĕх, пархатарлăх

Çĕр пин сăмахлă пирĕн чĕлхере.

 

Атте-анне ялан ăсра пурнайтăр,

Асли ан пултăр çăкăр-тăвартан.

Аки-сухи пирте алран ан кайтăр,

Ан уйрăлтăр тус-йыш çĕртен-шывран.

 

Ваттисем пек пĕрле пурнар-и ĕмĕр,

Пирте этем ют пулмĕ этеме.

Эпир пилленĕ çамрăк ăрусемĕр —

Пĕр кил, пĕр туртăм, пĕр хастар ниме.

 

Пĕтми тирпейлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх

Чăваш Ене кӳрсе тăрать илем.

Йыша упратăр иксĕлми тăванлăх,

Пĕр кĕреке пек пулччăр чăвашсем.

Пăлансем


Пуçларĕ юр та тин каймашкăн,

Хĕвел куллен пăхать хĕртсе.

Хăй кил-йышне кăшт уçăлмашкăн

Пăлан аçи тухать ертсе.

Мăйракипе сирсе уçать вăл

Армак-чармак туратсене.

Уçланкă сукмакне тухсассăн,

Тăп чарăнать çыран хĕрне.

Пăхать вăл часовой пек тимлĕн,

Пуçне мăнаçлăн каçăртса:

Ни курăка тӳрех астивмĕ,

Ни шыв вăл ĕçмĕ антăхса...

Тин шăтнă курăка кăшлаççĕ

Пăрушĕ, амăшĕ — пĕрле.

Сас-чӳсĕр шăплăха саваççĕ

Вĕсем те этемпе пĕрех.

Сунарçă вĕсене пемесĕр

Тĕм хыççăн сисĕнми иртет:

— Çӳреччĕр ирĕкре, ĕрчеччĕр!

Çак вăрмантан ан писчĕр, — тет.

■ Страницăсем: 1... 556 557 558 559 560 561 562 563 564 ... 796