Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ирпе тăтăм, пăхрăм кантăкран:
Çĕнĕ юр пĕр чарăнми çăвать,
Кăпăк евĕр кăпăш пулнăран
Те манпа вăл, те санпа вылять.
Кăшт салху пек, кăшт тата хавас пек,
Тĕрлĕ шухăш çавăрать пуçа.
Юратсассăн, шанчăк çук пулсан та —
Шухăш вăл хăех пулать хуçа.
Çак самант эп юр пĕрчи пулас тăк,
Эс çулта тăк — анăттăм умна,
Ларăттăм, вĕл-вĕл вĕçсе, сасартăк
Сĕртĕнсе кăвар пек тутуна.
Шăпăртататчĕ ăшă çумăр,
Пилеш пиçетчĕ хĕмленсе.
Ун айĕнче эпир тĕл пулнă
Сăмах хушма та именсе.
Çыр хĕррипе утма аванччĕ,
Тăкатчĕ çирĕк çулçине.
Çыр хĕрринче ура шăватчĕ —
Кăштах тĕрентĕм сан çине.
Сан аллусем ӳкме памарĕç.
«Каçарăр, — терĕм, — юри мар...»
Сасартăк çиçĕм ялтăрарĕ,
Чуна та хыпрĕ шĕл кăвар.
Ăнлантăм эпĕ: пурнăçра та
Инкек е йывăрлăх пулсан,
Ал парăн шанчăклăн. Нихçан та
Хăвармăн пĕччене тусна.
Н.И.Ашмарина асăнса
Хăрпан амăшĕ — Хăт,
Хăт амăшĕ - Юсав.
Халăх каларăшĕ
Илемĕн ылтăн тӳпинче,
Хăтлавăн сарă çутинче
Ан пултăр сĕмлĕхĕн мĕлки,
Ун илеме пăсас екки!..
Этемĕн чунĕ сасăран,
Тĕсрен, асран та туйăмран
Тăвать çав ылтăн тӳпене,
Карать ăна çĕршыв тĕлне.
Чĕресенчи çав ыр çутта,
Ас-хакăлти нĕре-хăта
Гармони теççĕ пĕрисем.
Эпир калар: тавах, Юсав,
Чунсен мулне пухнишĕн — тав!
Санра — телей, Саву çумми,
Чун тăнăçлăхĕ, чун çемми, —
Савун пехетлĕ парнисем...
Санра — Килĕшӳпе Илем.
Çырас килни-и? Кирлĕ пултăр
Вăл Блокшăн кирлĕ пулнă пек.
Блок — хапрăкри болта та куртăр,
вăл — Блок. Хăрамăп Блокшăн эп.
Çук, вăл пĕр япала ятне те
ас илмĕ укçалла сутма.
Вăл — çыртăр вăйĕ çук чухне те, —
вăл — Блок. Çук, хăй вăйне çеç мар —
сутман вăл хăй вăйсăрлăхне те.
Сив пӳлĕм тăрăх çӳресе
хальччен курман ялав тĕсне те
вăл курнă — вилессе пĕлсе.
Чун çӳллĕшне ялан сыхланă
вăл çын сăнарĕ ячĕпе,
пĕччен чухне — пĕччен упранă,
çынсем килсессĕн — çынсемпе.
 Çап-çаврака питлĕ, пĕчĕкçеç сăмсаллă Камиле — ял-хуçалăх техникин механикне — пĕлетер-и эсир? Çук-и? Çук-тăр çав. Мĕншĕн тесен, вăл ĕнер кăна авланчĕ-ха. Ĕнертен çеç вăл авланнă арçынсен ретĕнче çӳреме пуçларĕ. Кама качча илчĕ тетĕр-и? Ишали ялĕн дояркине, Дильбарана, илчĕ. Хăй вăхăтĕнче ку хĕрĕн ячĕ хаçатсен страницисенчен тухмастчĕ. Халĕ хулара пурăнать ĕнтĕ — слобода кинĕ.
Камиль хăй мĕнле-и? Лайăх йĕкĕтех темелле ăна. Ĕçессе йĕркине, виçине пĕлсе ĕçет; туртасса та кунне пĕр пачка пирусран ытла туртмасть. Чăнах та ĕçре ытлашши мухтамаççĕ ăна, çав вăхăтрах юлса пыракансен шутĕнче те мар вăл, хушнă ĕçсене пурне те тăвать.
Пĕркун çапла Ишали ялне пырса çитрĕ вăл — ĕне сумалли çĕнĕ аппарата йĕркелеме янăччĕ ăна. Çав аппарата майлаштарса, эрне хушши аппаланчĕ Камиль. Ку вăхăтра аппаратпа пĕрлех Дильбара дояркăн кăмăлне çавăрассине те майлаштарнă иккен, çĕр çăтасшĕ.
Çав кунсенчен пĕринче фермăна колхоз председателĕ Сабир Хикметович пырса тухрĕ. Каччă тăрăшса, чунне парса ĕçленине курса, мухтаса илчĕ.
— Ой, пит лайăх каччă-çке эс, Камиль. Маттур каччă!..
— Мĕншĕн вăл таранах?
Малалла
 Чăшăл-чăшăл саслă хула сачĕ,
ярăм-ярăм ешерен чечек...
Çакăнта каç-каç эпир тухсаччĕ,
асăмрах вăл сиçĕм йĕрĕ пек.
Иксĕлми çăлкуç пек çутă кăмăл
сарнăçемĕн ĕмĕт çунатне,
пурăнма та, юратма та çăмăл —
туртăнатъ чĕре телей патне.
Халь çакна куллен асаилӳçĕн,
эп илтетĕп инçетри кĕвве:
кăкăрта паян та çамрăк ӳсĕм,
тӳпере — вун çиччĕри хĕвел!
Ешĕл сăрт — çыран леш енĕ...
Çитĕнет унта вăрман.
Çавăнта эпир ĕçленĕ, —
Астăвать-ши тусăм ман!
Унтанпа нумай çул иртрĕ.
Хамăр лартнă йывăçсем
Йăлăма йăлт илемлетрĕç —
Пӳ çитми те халь вĕсем!
«Эс мана манан пуль, — теттĕн, —
Кĕç каятăн хулана...»
Куларах сана итлеттĕм,
Ĕненместĕнччĕ мана.
Савăнса халь таврăнатăп
Хамăн савнă ялăма.
Кăмăлтан пăхса сăнатăп
Ешĕл тумлă йăлăма.
Пуç тайса кĕтсе илеççĕ
Куç пек ырă чечексем.
Чĕрене çĕклентереççĕ
Сан куçу пекех вĕсем.
Çил тухать, çил тухать, çил тухать,
Йăпшăнса чи ачаш кăмăлпа.
Вăл чечен пилеше ал парать,
Кăтрине вĕçтерет, сапалать.
Тем калать, тем калать, тем калать,
Хăйĕн уçă, хавас чĕлхипе.
Çупăрлать те çинçе пилĕкне,
Йăлкăшса, выляса кулкалать.
Илĕртет, илĕртет, илĕртет,
Çинçе пилĕк ăна пăхăнмасть.
Тайăлать, тӳрленет, йĕкĕлтет,
Именсе, чуп тума хăяймасть.
Çил каять, çил каять, çил каять,
Кӳренсе пит салху лăпланать.
Çинçе пилĕк кăна тунсăхлать,
Тен, вăл хăй те çилех кăмăллать...
А.Е. Алкана
Çуталать ман умра çавра кулĕ,
Кĕмĕл тĕслĕн çиçсе ялтăрать.
Эп сăнатăп: ун çийĕ каç кӳлĕм
Тĕкĕр евĕр тип-тикĕс выртать.
Тăрă шывĕ çине тинкерсессĕн,
Курăн тĕпсĕр кăвар тӳпене.
Хĕвеланăç енчен çил килсессĕн,
Çыранти ешĕл сад чӳхенет.
Вăл сада çамрăксем çитĕнтернĕ,
Çулсерен çамрăк йывăç лартса.
Çеçкесем шăпчăка илентернĕ,
Вăл юрлать чĕрене вăратса.
Юрататăп тухса уçăлмашкăн
Çак çыран хĕррине каçхине.
Çӳçĕмпе, сулхăн çил, эс ан ашкăн,
Эп итлем шăпчăксен сассине!..
Ĕç пĕтсен каçсерен савăнаççĕ
Çамрăксем çакăнти айлăмра.
Ах, ытла та тӳлек-çке çу каçĕ,
Кăмăлтан пуç таять ват йăмра!
Çуталать тĕкĕр пек çĕнĕ кӳлĕ,
Кĕмĕл тĕслĕн çиçсе ялтăрать.
Ташă-юрă янрать-и каç кӳлĕм, —
Çав-çавах кӳлĕ лăпкă тăрать.
 Пĕррехинче пахчана тухрăм та хурăн патне çывхартăм. Вăл темшĕн хурлăхлăччĕ. Сывлăх сунтăм ăна, анчах вăл нимĕн те чĕнмерĕ.
— Мĕн пулнă сана? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Мана ачасем кӳрентереççĕ, — терĕ те мана хăй вырăнĕнче пулса курма сĕнчĕ.
— Апла тума май пур-и?
— Паллах, — килĕшрĕ вăл. — Эсĕ çак тĕмрен туртса пăх, вара самантрах хурăн пулса тăрăн. Эпĕ уçăлса çӳрем-ха.
Ăна-кăна нимĕн те шутламарăм, тĕмрен туртрăм та хурăн ăшне кĕрсе лартăм. Унччен те пулмарĕ, пĕр арçын ача мана туртса çапрĕ. Ыратнăран йынăшса ятăм.
— Ха-ха-ха, чеескер, мана уталасшăн. Хĕр ача пек кăшкăрать, — кулать арçын ача. Эпĕ сасăпах йĕретĕп: «Ан тив мана. Эпĕ санăн кӳршӳ Наташа».
Вăл мана сасăран палласа илчĕ те тĕлĕннипе: «Эсĕ унта епле кĕрсе ларнă? Хурăнĕ хăй ăçта?» — терĕ.
Пĕр кайăк килсе ларчĕ. «Уçăлса çӳренĕ чухне хурăнăн чунне тухатмăш вăрласа кайрĕ те çĕр айне вун икĕ çăрапа питĕрсе илчĕ, уççине вун икĕ алăк айне пытарса хучĕ. Ăна çăлас тесен пĕр алăкне ылтăн йĕппе тирмелле, вăл хăех уçăлса кайĕ. Ылтăн йĕп утă купи ăшĕнче. Санăн ăна тупас пулать. Ытти алăкне эсĕ тусусем пулăшнипе уçăн», — тесе ăнлантарчĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 558 559 560 561 562 563 564 565 566 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...