Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанЮрату ҫӑлкуҫӗВатă чĕре — çамрăк чунТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемСана ҫырма сӑмах ҫитетСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеИлем

Утмăлта сана тин тупрăм...


Светланăна

 

Утмăлта сана тин тупрăм.

Куççуль витĕр тупа турăм.

Эс пĕчченччĕ, эп пĕчченччĕ:

Пĕр-пĕрне эпир çитменччĕ.

Алă патăн, — пит аван!

Пĕрле пулăпăр ялан.

 

Халь пĕр юрă, халь пĕр кĕвĕ,

Пурнăç турĕ çирĕп тĕвĕ.

Çав тĕвве никам салтаймĕ,

Кунпа çĕр арканса каймĕ.

Ма тесессĕн юрату —

Ман хăват, сан çунату.

 

Курнă савнăç, курнă хурлăх,

Телейпе хĕнне те курнă.

Пурпĕр пуçсене усмасăр

Ĕçелле уттарнă харсăр.

Тен, ĕçре туссем пире

Вăй-хал панă ĕмĕре.

 

Юр та çăвĕ, çумăр çăвĕ —

Халь пĕр юрă, халь пĕр кĕвĕ,

Вăрăм пултăр çеçчĕ ĕмĕр,

Çунтăр çеçчĕ чĕре хĕмĕ.

Вара утăпăр пĕрле

Каччăпа чипер хĕрле.

Эп чăваш...


Эп — чăваш. Хамăн халăх ятне

Куç пек сыхлăп, вăл — ман вăй-хăват

Ăсансассăн та Турă патне,

Чăвашлах шăрантарăп сăвва.

 

Эп — чăваш. Çавăнпа чĕлхене

Çӳпĕлемĕп, — вăл пултăр таса.

Упрăп Яковлевăн халалне,

Кĕçтенттин умра пырĕ утса.

 

Эп — чăваш. Мĕн тума пытарас?

Ытти халăхсемпе пĕр танах.

Çӳрĕп-и Мускавра, Парижра —

Чухăн темĕн пуçри ăс-тăна.

 

Эп — чăваш. Юрату чĕрере

Кĕл чечек пек сарсан çеçкине.

Пĕрре савăп та сарă хĕре,

Сыхлăп ĕмĕрлĕх çуртăм чысне.

 

Эп — чăваш. Çавăнпа кил-йыша

Нихăçан аркатма шутламан.

Ваттисен пилне хывнă ăша.

Пуррине çук туман, салатман.

 

Эп — чăваш. Çавала, Атăла

Яланах курса тăрăп умра.

Çук, пăтратмăп ĕçес тăр çăла, —

Тăван çĕр пулăхне вăл упрать.

 

Эп — чăваш. Вăрмансем, улăхсем

Ларччăр лăпкăн кăна хумханса.

Эп — чăваш. Малаша ĕненсе

Халь утатăп хастаррăн пусса.

Чăх кулли


Урампа хитре тумланнă, чипер сăнлă яштака хĕрарăм утать. Ун хыççăн вăтам пӳллĕ, вăтам сăн-питлĕ хĕрарăм янăрашса пырать.

— Ха-а, авкаланать, ăма-ан. Чисти ăман вĕт эс, ăма-ан. Чăх та çиет сана, кайăк та çиет сана, пулă та çиет сана, ăма-ан.

— Мĕн çухăрса çӳрен ман хыççăн? Сан хӳресĕр автану-и унта, сан хура кураку-и унта, сан çăрттану-и унта, мана кирлĕ мар. Ту-упнă ăман, ман малта та, хыçалта та кăпăшка...

— Ы-ых, сана-а! Симĕс шăна-а, вăрăм туна-а, нăйăлти ӳпре-е. Пи-и-йавка... в-во! — тата, а-а-а, пăва-ан. Точно, пăван пек çыпăçан...

— Уйди-ка, сан хăрăк лашу-и унта, сан лӳппер вăкăру-и унта, мана кирлĕ мар. Нечево нăриклетме! Илтрĕн-и? Ирсерен хăлха тасатас пулать. Тепĕр хут калатăп, ва-ащ-ще, акă, чĕрне хури тăршшĕ те кирлĕ мар.

— Кирлĕ мар тăк мĕн авкаланатăн, мĕн нăйăлтататăн ман Çеруш тавра?

— Çеру-уш? Ман Çеруш тетĕн-и? Кирлĕ мар мана сан Çерушу. Кирлĕ пулсан, кушак пек йăпăлтатăттăм, çĕлен пек явакланăттăм...

— Чарăн-ха, чарăн. Сана кирли ман Çеруш мар-и?

— Эс ху чарăн чакак пек чакăлтатма.

— Чарăнса тăр халĕ, чарăнса тăр тетĕп.

Малалла

Шур юр çинчи пилеш


Пилеш çырли тутлă теççĕ,

Пит çиекен пĕри çук.

(Салтак юрринчен)

 

Кам юратмасть сана

Чипер сăнна пăхса?

Кам киленмест, чăнах,

Илемлĕхе савса?

 

Шур юр çинчи пилеш,

Чунтан эп калаçам.

Тăванăмçăм, пĕл эс:

Санпа пĕр пек шăпам.

 

Кам татрĕ çырлуна

Хитре тĕсе курса?

Ма ывăтрĕ сана

Шур юр çине сурса?

 

Пилеш, ан шикленсем,

Пĕрле эп санпалан.

Эс юр çинчи илем —

Çынна савăнтаран.

 

Шур юр çинчи пилеш,

Пăхма хитре-çке эс.

Шур юр çинчи пилеш,

Çиме пит йӳçĕ эс.

Ăçта эс, юрату çулĕ?


Çуркунне çитсессĕнех анатăп

Ешĕл тумлă хӳхĕм улăха.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем пухатăп

Е пулать-ши тетĕп кăлăхах?

 

Иртнĕ каç та эс вăййа тухмарăн,

Хуйхă пусрĕ çамрăк чĕрене.

Çуркуннеçĕм, эс мана, тархасшăн,

Кăтартсамччĕ юрату çулне?..

Пуш уйăхĕнче...


Пуш уйăхĕнче

Аслати авăтсан,

Пĕлнĕ пул — садсенче

Пурте пулĕ ăнса.

 

Çырла пиçĕ хитрен

Çулçăсем айĕнче.

Хĕрлĕ тĕс сăн-питре

Вылĕ çу кунĕнче.

 

Панулми, панулми

Ачашланĕ çилпе,

Туратсем йăтайми

Тулĕç тек сĕткенпе.

 

Çарăкпа кишĕре

Ма манса хăварас?

Уявра — Илемре —

Çĕрулми кăларас.

 

Ай, çав пуш уйăхне

Тав тăватăп ялан.

Аслати сассине

Юрă евĕр тăнлан.

Мăн кунăн ыр кĕвви...


Мăн кунăн ыр кĕвви

Мăнаçлăн илтĕнет,

Тыр-пул, кун-çул тĕвви

Кĕресшĕн çĕр айне.

 

Илемлĕ чан сасси

Янрать

Тавралăхра,

Хĕвеллĕ çил касси

Унпа юрлать юрра.

 

Вăрман та чĕрĕлет,

Ешĕллĕхне илет.

Сенкер кăвак тӳпе,

Вăл — лăпкă тинĕс пек.

 

Хĕретнĕ çăмарта

Килтен-киле çӳрет,

Пике мăйăр катать, —

Йăл кулă парнелет.

 

Каччи ун чăтаймасть,

Пике патне пырать.

Сăлтав пур чуп тума, —

Хуллен кăна калать:

«Христос чĕрĕлнипе»...

«Чăн чĕрĕлнĕ ара»...

Ялан та çакăн пек

Пуласчĕ пурнăçра.

 

Таса уçланкăра

Пĕр çеçпĕл илĕртет.

Ун çийĕнче, куран,

Сар лĕпĕш вĕлкĕшет.

 

Мăн кун — чăн чĕрĕлӳ,

Чĕнет тĕнче ырра.

Эс хăвăн хĕвелӳн

Çути айне тăран.

Ăнланмалла


— Ăçта пултăн? Ма кая юлса çӳретĕн?

— Кам хыççăн кая юлса килтĕм вара?

— Ан лĕпĕртет. Ыйтăва хуравла.

— Ан та ыйт, каламастăп.

— Мĕншĕн?

— Мĕн тума кирлĕ сана?

— Манăн эс ăçта çӳренине пĕлмелле пу-уль...

— Мĕн тума?

— Мĕнле мĕн тума, эпĕ сан арăму пуль...

— Эпĕ сан упăшку, аха-и? Атту пĕлместĕп...

— Мĕн эс мана ухмахла ыйтусем паратăн?

— Сан ыйтусем ăслăрах-им? (Айккинелле пăхса кулать.)

— Намăссăр, намăса çухатнă этем эс...

— В-во! Э-тем, тĕп-тĕрĕс. Эпĕ — этем. Намăслă-и, намăссăр-и, понима-аешь, э-тем.

— Вара мĕн?

— Этем — ирĕклĕ, ăслă чĕрчун. Чĕ-рĕ чун! Чун ăçталла туртăнать, ури те çавăнталлах утать. Тап-тап-тап тутарать, непонятно?

— Ăçталла таплаттарса кайса мĕскер туртса килтĕн вара?

— Сан веçех пĕлме юрамасть.

— Мĕншĕн?

— Мĕншĕнне калас-и, калас мар-и? Тем тăвас? (Унталла-кунталла утать, пăшăрханнă-куляннă пек кăтартать, юлашки сăмахне арăмĕ çине пăха-пăха темиçе хут та калать.)

— Ай, тур-тур, мĕскер тата, кала ĕнтĕ, кала-а...

— Ну, юрать, калатăп. Шĕпĕншĕн.

Малалла

Ан кулян, савни!


Аса килчĕ паллашу сукмакĕ,

Санпа тухнă унта каçсерен.

Çап-çут Атăл... Юрату сăмсахĕ,

Халь сире куратăп инçетрен.

 

Ак паян та юнашар утатпăр,

Куç хыватпăр шухă хумсене.

Хамăр уйрăм пуласран хăратпăр,

Мĕн шиклентерет чĕресене?

 

Кулянма кирлех-ши, савнă тусăм?

Пуласси йăлт хамăр алăра.

Эпир иккĕн пуснă çирĕп утăм

Кӳретех телей пурăнăçра.

Икĕ хĕре юратрăм


Ик пикене юратрăм мар-и,

Ах, иккĕшĕ те епле чечен,

Анчах телей эп кураймарăм,

Çӳретĕп халь те пĕр-пĕччен.

 

Пĕрне сыв пул тесе хăвартăм

Анат Кушар урамĕнче.

Иккĕмĕшне... Унран хам тартăм, —

Пуш-пушă маншăн çут тĕнче.

 

Ик мулкача йĕрлерĕм мар-и,

Пĕри те çук-çке халь çумра,

Тен, вĕсене ăнланаймарăм

Айван яш пулнине кура?..

■ Страницăсем: 1... 600 601 602 603 604 605 606 607 608 ... 796

Шухăшсем