Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаЧапшăн пурăнмастпăрТутимĕрКăвайт çутисемПолк ывӑлӗХĕн-хур айĕнчеВатă чĕре — çамрăк чун

Вилӗмрен ҫӑлчӗ


Пĕррехинче урамра уяр çанталăк тăратчĕ, кайăксем чĕвĕлтететчĕç. Çав кун Ульккан кăмăлĕ питех те хаваслăччĕ, вăл хăвăртрах урама тухса тусĕсемпе тĕл пуласшăн пулчĕ.. Хĕвел татах та ытларах çунтарма тытăнчĕ, кун пек çанталăкра шыва кĕрес килет. Ашшĕпе амăшĕнчен ирĕк ыйтсан вĕсем ăна: Эсĕ хальлĕхе пĕчĕк-ха, пĕччен шыв хĕррине кайма юрамасть, — терĕç.

— Пиччепе пĕрле кайма юрать-и?

— Каясси кай та асăрханарах çӳре, — терĕ амăшĕ.

Хĕрача васкаса пиччĕшне шыраса тупрĕ: «Айта шыва кĕме каятпăр!» — тет.

— Анне ирĕк пачĕ-и?

— Каях, — терĕ. — Халех!

Çула май вĕсем тус-тантăшне те чĕнсе тухрĕç, виççĕшĕ пĕрле кӳлĕ хĕрринелле утрĕç.

Кĕçех ачасем кӳлĕ хĕррине çитрĕç. Кӳлĕре хур-кăвакал ишни те ытлах курăнмасть, сулхăна пытанса ларнă пулас. Малтанах шыв хĕрне пырса еплерех-ши шывĕ, ăшă-ши е сивĕрех-ши тесе Улькка аллине шыва чиксе пăхрĕ. Ăшă иккен, хĕрача хĕпĕртесе кайрĕ! Таньăпа Улькка васкаса хывăнчĕç те шыв ăшне кĕрсе кайрĕç. Пиччĕшĕ: «Эпĕ кăштах тăхтам-ха, тарласах кайрăм, тарланă хыççăн шыва кĕме юрамасть теççĕ», — текелесе çыран хĕрне ларса юлчĕ. Таньăпа Улькка часах пĕрне-пĕри шывпа сирпĕтмелле выляма пуçларĕç.

Малалла

Хам вăйăма анчах шанатăп


Хам вăйăма анчах шанатăп:

Ăна туйсассăн çеç канатăп,

Кăмăл пулсан — ăсра вĕçетĕп,

Пулман çĕре кĕçех çитетĕп…

 

Хам вăйăма анчах шанатăп:

Çӳл тӳперен çĕре анатăп,

Тăван, юлташ патне каятăп,

Кĕлленнĕ пуçăма таятăп…

 

Хам вăйăма анчах шанатăп:

Умри йывăрлăха манатăп,

Ун пек чух пурăнма пулать,

Çут тĕнчере ыр ят юлать…

Çурта евĕр çунса кайрĕ


Юрату, шел, йăнăш пулчĕ.

(Шăпамăр, тен, пиртен кулчĕ?)

Чунсенче халь сӳннĕ кăвар,

Амаланмĕ сапсан тăвар.

 

Çурта евĕр çунса кайрĕ,

Хăй хыççăн ним хăвармарĕ.

Йăлт арканчĕ хăйăр кермен, —

Пире пĕрле пулма пӳрмен.

 

Пулнă. Иртнĕ. Эп тунмастăп.

Никама начар сунмастăп.

Ырăпа усал çӳреççĕ

Юнашар, витĕм кӳреççĕ.

Мăнуксем патне янă салам


Мĕн пĕчĕкрен тăлăхра

Ӳсрĕм эпĕ кукампа.

Анне сасси хăлхара

Юлчĕ манăн асăмра.

 

Килчĕç хурлăхлă кунсем

Атте тепре авлансан.

Шывланатчĕç куçăмсем:

Çĕнĕ анне ĕнтĕ ман.

 

Çурма тăлăх ачана

Шута хума пăрахрĕç,

Ĕçпе хуçнă шăмшака,

Пач та канлĕх памарĕç:

 

Ирех тăрса вут çурнă,

Хыпаланса шыв йăтнă,

Ирхи сакăр сехете

Шкула чупнă сиккипе.

 

Шкултан кайма вăхăтчĕ —

Кайăк сасси пахчара.

Ун чух çĕртме уйăхчĕ…

Эх! Кĕрлерĕ çут тĕнче!

 

Эпир, çамрăк яш-кĕрĕм,

Хавас ташă картинче.

Хĕрсен йăлтăр куллипе

Ирĕлетчĕ яш чĕре.

 

Пуçра çутă ĕмĕтчĕ —

Малаш чечек çуратчĕ.

Анчах пирĕн ĕмĕте

Тискер вăрçă таптарĕ.

 

Улшăнчĕ çав самана

Мĕнле килте лармалла?

Тăван çĕре упрама

Алла пăшал тытмалла!

 

Военкомат ян! янрать —

Куçа хуплать куççулĕ.

Салтак юрри чарăнать —

Камăн мĕнле телейĕ.

Малалла

Амăшĕпе ывăлĕ


Вырсарни кун ирхине

Аçа çапрĕ тĕнчене.

Шарт! сиктерчĕ чĕрине:

«Вăрçă!» сăмах çынсенне.

 

Тăнăç пурнăç татăлчĕ,

Савăк пурнăç пăсăлчĕ.

Шухăш ӳкрĕ пуç çине,

Инкек кайрĕ ял çине.

 

Амăшĕ тата Кирук

Пурăнатчĕç — сăмах çук!

Ывăлĕ вун саккăрта,

Амăш вăтăр тăххăрта.

 

Вăрçă пуçланнă кунне

Пĕртен пĕрех ывăлне

Илсе кайрĕç Кирука

Тата пилĕк çамрăка.

 

Ывăлне вăл ыр сунса,

Пиллесе, ыталаса,

Саппунпа куçне шăлса

Ячĕ ăна ăсатса.

 

Кунсерен йĕре-йĕре,

Пĕр-пĕччен килти ĕçре

Кĕтрĕ хăй тĕпренчĕкне

Çĕнтерӳпе килессе.

 

Пĕрле кайнă çамрăксем,

Кирукăн тантăшĕсем:

Иккĕш килчĕç аманса,

Орден-медальсем çакса.

 

Тепĕр виççĕшĕ вара

Пуçне хунă вăрçăра.

«Ман Кирук мĕнле-ши?» — тет.

Амăш ывăлне кĕтет.

 

Пĕррехинче каçхине

Хăй çуралнă кил-çуртне

Яш салтак кĕрсе тăрать,

Амăш чĕри лăш пулать.

Малалла

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать


Çулла. Урамра хĕртсе хĕвел пăхать. Çыран хĕрринче пĕр каччă ларать. Вăл хĕвел çутинче симĕсĕн-кавакăн курăнакан шыв çине куç илмесĕр пăхать. Питĕ чипер каччă хăй: кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă. Сасартăк хĕрарăм сасси илтĕнсе каять: «Микулай, часрах киле кил, апат сивĕнсе каять!» Кольăна амăшĕ чĕнет иккен. Ăна ялта Верук аппа та, Вера Петровна та тесе чĕнеççĕ.

Коля нумай кĕттермерĕ, тăчĕ те килнелле уттарчĕ. Вĕсем амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Ашшĕ çук. Амăшĕ, сĕт-çу заводĕнче ĕçлекенскер, укçа нумаях илеймест. Çавăнпа та пурнăçĕ те пуянах мар вĕсен. Вун пĕрмĕш класра вĕренекен каччăран тăрăхлама та пăхаççĕ тантăшĕсем. Игорь çеç вĕсем пек мар, вăл чăн-чăн çывăх тус. Игорь пуян çемьерен пулсан та — Кольăран ютшăнман, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен иккĕшĕ те пĕр аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Анчах та… «Пурнăç тикĕс килмест», — тенĕ пек, шăпа урăхларах килсе тухать.

Микулай шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, ĕçчен те сăпайлă ача пулнă. Тен, çавăнпах хăш-пĕр кĕвĕç чунлă ачасене çакă килĕшмен. «Мĕнле-ха капла? Чухăн çемьере амăшĕпе кăна пурăнакан ача пиртен лайăхрах вĕренме, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăма пултарать?» — тесе шутланă вĕсем. Ăна кураймасăр пĕр усал ĕç тума шутланă. Биологи вĕрентекен Надежда Ивановнăн учитель сĕтелĕ çинче выртакан кĕсье телефонне илнĕ те Кольăн сумкине чиксе хунă. Телефона шырама пуçласан — ăна Коля вăрланă пек пулса тухнă. Шкул директорĕ Верук аппана шкула чĕнтернĕ, пулса иртнĕ пăтăрмах синчен каласа панă. Çакăн хыççăн Вера Петровна чĕре чирĕпе аптрама пуçланă. Малалла вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ Микулай шкул пĕтерсенех ĕçлеме вырнаçнă: амăшĕ валли эмелсем илмелле пулнă. Виçĕ çул хушши амăшне сыватас тесе тăрăшнă ывăлĕ. Шалкăм çапнă хыççăн вырăн çинчен те тăрайман амăшĕ.

Малалла

«Çак тĕнчерех такамăн терчĕ...»


Çак тĕнчерех такамăн терчĕ,

Такам — хаваслă, ахăртне,

Улмалăх тăкрĕ те пĕтерчĕ —

Хĕле кĕрес чух — улмине.

 

Каллех туятăп — кĕвĕç евĕр,

Варли шанман пек варлине —

Кĕр кунĕн кăмăлсăр пуплевĕ

Пĕр маншăн çеç те маррине.

 

Ешентĕн пуль, кĕр, каçăн-ирĕн

Ман кăмăла сыхла-сыхла.

Пăхар та иккĕн хире-хирĕç

Сĕм кантăк витĕр — тунсăхлар.

 

Йĕрсен-йĕрсен, куççуль те типĕ,

Кулсассăн, кулă типĕ... Кул!

Таçта пĕрремĕш юр пĕрчи пек

Çуралчĕ çĕнĕ юрату.

Юратăвах пулман юрату


Чĕрĕк ĕмĕр пурăнтăмăр ĕнтĕ,

Çемьере ик ывăл та пĕр хĕр.

Çын çинче çын пултăмăр пулсан та

Темшĕн иртерех пуçланчĕ кĕр.

 

Юратăвах пулман юрату

Вăхăтсăр шуратрĕ пуçсене.

Чире куçнă вăхăт — ырату,

Сăлтавсăрах хуçрĕ атьсене.

 

Юратăвах пулман юрату

Çурмалла çурăлнă савăт пек.

Саншăн, маншăн пысăк çухату.

Пысăках-ши? Калаçмăпăр тек…

 

Айăпне писменпеле виçеймĕн,

Эп те, эс те çакна туйман мар.

Йывăр, хуçăлнă кĕсмен лексессĕн

Тинĕсре ишмешкĕн юнашар.

 

Ачасем ӳссен ăнланса илĕç,

Эпир вĕсенне яман ятне.

Ним пулман пекех хăнана килĕç

Ют килти ашшĕ-амăш патне.

 

2004 çулхи çĕртме уйăхĕ.

Кăйкăрăм


Салтака ăсатрăм. Тутăр парнелерĕм.

Кăйкăрăм сыхлатăр çĕршыв чиккине.

Чунăма йăпатрăм. «Турăпа пул, — терĕм,

— Ан парăнччĕ эсĕ пурнăç сиккине».

 

Кăйкăрăм, ăçта вĕçетĕн, кăйкăрăм?

Тен, сунарта амантрăн çунатна?

Кăйкăрăм, пулах телейлĕ, кăйкăрăм,

Ямастăнах, пĕлетĕп, хăв ятна.

 

Çурма тăлăх ӳсрĕн. Нушине те куртăн.

Ленчешке пулмарăн чĕрĕ вăй туйса.

Кăкăр сĕчĕ витĕм панă çирĕп ăс-тăн

Кунсерен пырайрĕ вăй илсе, пуйса.

 

Вĕç çӳлтен çӳле эс, чунăм кĕтнĕ кăйкăр,

Таврăнччĕ киле эс сывă та чипер.

Аннӳне кӳр савнăç, тӳпери çут çăлтăр,

Малашлăха хывччĕ шанчăклă кĕпер.

Чӑваш каччи


Пушкăрт тавралăхĕнче,

Слакпуç ялĕн çĕрĕнче,

Пăртта йăхĕн килĕнче —

Халь пĕлет ăна тĕнче!

 

Çуралнă чăваш каччи.

Ашшĕ-амăш савăннă,

Ăна чунтан юратнă,

Кĕçтенкки ят çыртарнă.

 

Çулсем шăваç малалла,

Ак шкула та каймалла,

Çитнĕ сакăр çулалла,

Утнă каччă шкулалла.

 

Юратнă вăл вулама,

Сăвă-калавсем çырма,

Вырăсларан куçарма,

Ӳкерчĕксем сăнлама.

 

Чăваш халăх шăпишĕн,

Ун пуласлăх кун-çулшăн

Тăрăшнă-çке вăл нумай,

Çырнă сăвăсем чылай.

 

Юлташăмсем-тусăмсем,

Асра тытар çăлтăра.

Кун пек чаплă çăлтарсем

Нумай мар-çке çĕр шывра.

 

Кĕçтенккипе мухтанар,

Ăна малалла вулар!

Чăваш ятне ярар мар,

Чăвашлăха манар мар!

■ Страницăсем: 1... 93 94 95 96 97 98 99 100 101 ... 796