Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

АсаттесемАсамат кӗперӗ сӳничченĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томТантăшсемТĕлĕнтермĕш юмахсемЧипер АннаЫлтăн вăчăра

Берлинри çапăçу


Ман мăн асаттене Павлов Трофим Павлович тесе чĕнетчĕç. Вăл Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ пулнă. Шел пулин те, паянхи кун вăл пирĕнпе мар ĕнтĕ — пурнăçран уйрăлнă. Анчах хăй паттăрлăхĕ çинчен мана каласа пани куç умĕнчех тăрать, хăлхарах янăрать, асрах упранать.

…Ку çапăçу Берлин урамĕсенче пĕринче пулса иртрĕ. Кашни çуртшăн, çуртри кашни хутшăн çапăçма тивет. Урам хĕресленнĕ вырăнта çичĕ хутлă çурт ларатчĕ. Пирĕн салтаксем çав çурта çапăçса кĕрсе кайрĕç. Çуртăн пĕрремĕш хучĕ пирĕн ĕнтĕ. Ак иккĕмĕшне хăпарма пуçларĕç пирĕннисем. Нимĕçсем кунта вăйлă çирĕпленсе ларнă иккен. Хаяррăн çапăçаççĕ фашист мурĕсем! Хăйсем ку тискер вăрçа выляса янине сисеççĕ пулмалла. Çĕнтерӳ пирĕн енче пулнине эпир пĕлетпĕр, сисетпĕр. Çавăнпа паттăррăн çапăçатпăр. Хĕстертĕмĕр эпир вĕсене, хамăран мĕн пур хĕç-пăшалтан çунтартăмăр кăна. Халь эпир вилĕмрен те хăрамастпăр — тăват çул хушшинче çапăçма хăнăхрăмăр. Иккĕмĕш хута илтĕмĕрех. Тăшмансем виççĕмĕш хута куçрĕç. Тăшман парăнмасть. Халь пирĕн виççĕмĕш хута илмелле.

Ытла хĕрӳленсе кайнипе сисмен те — пĕрремĕш хута нимĕçсен тепĕр отрячĕ вирхĕнсе кĕрсе йышăнчĕ. Ак тамаша! Эпир икĕ вут хушшине лекрĕмĕр иккен: аялти хутра та, çӳлти хутра та фашистсем! Ак мĕн сиксе тухрĕ… Çуртшăн, унăн кашни хучĕшĕн çапăçу хĕрсе пырать…

Малалла

«Каçарнă çылăх пек сана савни...»


Каçарнă çылăх пек сана савни.

Сывпуллашма манни нимех те мар-тăр.

Çурхи тăман йывăçсене авни

Ан курăнтăр тесе эп карă картăм.

 

Каçарнă çылăх пек сана савни.

Лăплантăм, кĕтмĕп тек, саваймăп ӳлĕм...

Мĕнне пĕлмесĕрех теме шанни

Йăлт манăçрĕ çак уйăхсăр каçкӳлĕм.

 

Каçарнă çылăх пек сана савни.

Хам тӳснĕ асапран хамах кулам-и?

Эс ман çинчен аса илме манни —

Савман пекех — ахаллĕхе ăсанĕ.

 

Каçарнă çылăх пек сана савни...

«Тӳсмелле мар шăпăрт шăплăх...»


Тӳсмелле мар шăпăрт шăплăх.

Урамра — çав çуркуннех.

Эс кайсан çухалнă хăтлăх

Ĕнтĕ таврăнмĕ тинех.

 

Каррăма çу çилĕ картăр,

Уйăх тартăр кантăкран.

Эп кăна телейсĕр мар-тăр,

Каç телейсĕр, тен, манран.

 

Кĕтнипе ĕшеннĕ кăмăл...

Ырнă ыйхăллă тумлам...

Эс тултах пĕчченçĕ тăнăн

Чӳрече умне хутлам.

 

Куç хупса тăрам пĕр авăк,

Сан сăнна манса тăрам.

Пĕр хавассăр иртнĕ талăк

Ĕнере юлать аран.

Хĕл илемĕ — хăй кĕтрет


Ялăм тĕтрепе хупланнă.

Пас тытнă йывăçсене.

Çут çанталăк тема панă

Канăçсăр сăвăçсене.

 

Хайлама кăна ан ӳркен,

Пăх художник куçĕпе.

Хĕлĕн тумĕ питĕ ĕлккен,

Ĕçе парăн пуçĕпех!

 

Мерчен шăрçа çакнă чăрăш,

Асам çăлтăр тăрринче.

Ун çумне тăма эс тăрăш,

Туйăн пике çумĕнче.

 

Хĕвел тавра — çутă ункă,

Вăл та кăшăл тăхăннă.

Урамра кĕртсем пит чăнкă —

Пурте хĕле пăхăннă.

 

Тӳпенелле юпаланать

Тĕтĕм шурă мăрьерен.

Сарă хĕр шыв ăсма анать

Çăла, утать ерипен.

 

Качăртатать утнă майăн

Шур юр ура айĕнче.

Юрлас-ташлас килет манăн,

Савнать хĕллехи тĕнче!

 

Кунĕ кĕске. Тĕттĕмленет.

Çĕр çине анать тĕтре.

Ялăм каçа хатĕрленет.

Хĕл илемĕ — хăй кĕтрет.

Çывăх çынсем


Çывăх çынсем — юлташ, тус-тантăш…

Вĕсемсĕр пурнăç тулли мар.

Хутшăнăва кĕретпĕр тăтăш —

Хӳтлĕх пур чух эс курмăн шар.

 

Çывăх çынсем — шăллăм та йăмăк,

Пичче, аппа та хурăнташ…

Пĕччен юлсан — пурнăç чĕр тамăк,

Çамрăклах пĕр-пĕринпе паллаш.

 

Çывăх çынсем — атте-аннемĕр,

Чĕре çумĕнчи тăвансем.

Вĕсен пехилĕ — çутă ĕмĕр,

Сывă пулăр, чи çывăх çынсем!

Чĕре ыйтнипе


Римма Сергеевна ĕç хыççăн яланхиллех кухньăра кăштăртатать. Плита çинчи чукун çатмара ывăлĕ юратакан техĕмлĕ катлет хатĕр ун. Хĕрарăм васкаса çĕр улми нимĕрне тĕвет. Кĕçех пĕртен-пĕр ачи ĕçрен таврăнмалла.

Алăкран утса мар, вĕçсе кĕчĕ кĕтнĕ çын. Хĕвел пек ялтăраса тăракан сăн-питĕнчен кулă каймасть. Таçта-такама ыталаса илсе çавăрĕччĕ. Мăрлатса хирĕç тухнă кушак çурине ача евĕр çӳлелле ывăтса ячĕ вăл. Лешĕ чутах маччана çитсе перĕнетчĕ. Хуçи килнипе савăнса мăрлатакан «çăмхана» çемçе пукан çине хучĕ те каллех алхасса илчĕ. Радиона хытăрах ячĕ. Унтан лăпланса пырса амăшне саламларĕ — çĕр çинчи чи хаклă та юратнă хĕрарăмне çепĕççĕн ыталарĕ Олег.

Тахçантанпах кун пек хаваслине курман ăна асли. Çавăнпа хальхинче те шанмасăртарах пăхрĕ ывăлĕ çине. Лешĕ тем каласшăн пулса пуçне усрĕ. Вара апата çиме лариччен чунне уçмаллах тесе-ши кăкăрĕнчи сывлăшне хаш сывласа кăларчĕ.

— Анне, ман сана каламалли пĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ хыпар пур. Лар-ха эс ак çакăнта. Хăвна аванах туятăн-и? Юн пусăмĕ хăпарни аптăратмарĕ-и? — пуканне патнерех куçарчĕ арçын, аслин сывлăхне тĕпчесе пĕлчĕ. — Паян маншăн питех те савăнăçлă кун, анне, илтетĕн-и, тӳсме çук савăнăçлă — эп авлантăм!

Малалла

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки...


Ан ĕмĕтлен эс ун пирки.

Вăл телей мар, асап курки.

Куçна, тен, курăнать шерпет.

Анчах вăл нăркăмĕш сĕнет.

 

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки,

Ансат ун шухăшĕн йĕрки.

Ют уншăн ырăлăх, сипет,

Каллех эк шурлăха чĕнет.

 

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки.

Çитес кунсен шур ĕмĕлки

Сана мĕн кĕтессе пĕлет,

Ачаш чун урлă систерет.

 

Ан ĕмĕтлен эс ун пирки...

Халь ятланийĕн мĕн усси?

Çын сăмахне мĕн çĕнеет?

Ят кайнă, сарăлать элек...

Ӳкĕнӳ


Каçар, юлташ, савни темерĕм,

Сана савма эп пĕлеймерĕм.

Хăвартăм пулĕ кăмăлна

Хуравламасăр çырăвна.

 

Каçар, сана пач ĕненмерĕм,

Яш чĕрӳне те хĕрхенмерĕм.

Ахăлтатса, йăрт-ярт пусса

Ун чух тараттăм хыпăнса.

 

Кая пулсан та — ӳкĕнетĕп,

Телей курма чунтан пиллетĕп.

Юрат ăна, вăл ман пек мар —

Вăл тармă, пулĕ юнашар.

Мăн Атăл


Чĕмпĕр Ен сар пикисем тухаççĕ

Анлă Атăл çырĕ хĕррине.

Ах, епле илемлĕ çурхи каçĕ,

Парнелет асамлă тĕррине.

 

Хумханать мăн Атăл илĕртӳллĕн,

Ытамне илесшĕн туйăнать.

Çамрăксем юрлаççĕ пит хĕрӳллĕн,

Тулли уйăх тӳперен сăнать.

 

Юмахри пек çуталать тавралăх,

Чĕмпĕр Ен — ун хăтлă сăпкинче.

Çамрăклăх çинче çав, савăнмалăх,

Тытăнса тăрать йăлттам тĕнче.

Амăшсем кĕтеççĕ макăрса…


Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине

Ăсатнă амăшсем ачисене.

Çак кунччен ӳстернĕ ывăлне

Парса янă тăшман аллине.

 

Питĕ йывăр килнĕ халăха

Сыхламашкăн мирлĕ пурнăçа:

Тăшманпа хастаррăн çапăçса

Çамрăксем вилеççĕ вăрçăра.

 

Тăван ывăлĕ таврăнасса

Амăшсем кĕтеççĕ макăрса,

Ял хапхи патне тухса тăрса,

Чарăнмасăр куççуль юхтарса…

 

Таврăнаççĕ акă аманса

Тукасри Лисук ывăлĕсем.

Уншăн хĕпĕртет Лисук аппа:

«Пуçĕсем çеç сывă пулччăр», — тет.

 

Кĕтерук аппа куллен кĕтет,

Сăн ӳкерчĕкне пăхса илет.

Акă почтальон килсе тăрать,

Виç кĕтеслĕ çыру тыттарать.

 

Унăн ывăлĕ сывах иккен,

Таврăнатăп тет вăл кĕркунне.

Амăшĕн чĕри кăлт-кăлт тапать —

Ывăлĕ чĕрришĕн савăнать.

■ Страницăсем: 1... 89 90 91 92 93 94 95 96 97 ... 796