Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперСинкерКăвак çĕмренТаркăнТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЕркӗнАтăл шывĕ юха тăрать

Тавах сана, вĕрентекен!


Анлă коридорсем, шавлă класс, çывăх юлташсем, хаклă учительсем…

Çулсем иртĕç, эпир çитĕнĕпĕр, тĕнче улшăнĕ, анчах та шкул яланлăхах пирĕн асра юлĕ.

Çĕр çинче шкул пурнăçĕ çинчен начарпа аса илекен çук та пулĕ. Кашни çын шкул витĕр тухнă. Вĕсене пурне те вĕрентекен пурнăç çулĕ çине тăратнă: вулама, çырма, шутлама тирпейлĕ те сăпайлă пулма. Унсăр чаплă профессорсем те, ăста тухтăрсем те, паллă сăвăçсемпе артистсем те, космонавтсемпе Президентсем те ӳсеймен пулĕччĕç.

Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне-сăнлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухса тăрать. Унра йăлт пур тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе ăшă сапса тăракан савăклăх та, ырă кăмăллă тараватлăх та, юратнă вĕренекенсем кунсерен ăса çирĕп те тарăн пĕлӳ хывччăр тесе çунса тăни, таса çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх та, ачаш та çепĕç тĕссен асамлă ялтăравĕ те…

Эпĕ Алешкин-Саплăкри вăтам шкулта вĕренетĕп. Çак шкулти пур вĕрентекен те мана килĕшеççĕ. Шкул та вĕсене пула районта пысăк шайра тăрать. Çавăнпа та шухăш тĕввине тав сăмахĕсемпе пуçлас килет.Тав тăвас çынсем вĕсем — мана ăспа пĕлӳ паракансем: пĕрремĕш учитель, класс ертӳçи, аслă класра тĕрлĕ предметсене вĕрентекенсем тата çав учитель, камран эпĕ пурнăçра тĕслĕх илетĕп.

Малалла

Ҫумӑр


Çумăр çурĕ чарăнмасăр,

Сунчăк айĕнче хула.

Пĕр сăлтавсăр, васкамасăр

Чĕрĕ чун тухмасть тула.

 

Асфальт, тĕкĕр пек, çап-çутă,

Тавра çаптарса ташлать.

Аслати кĕрлерĕ хыттăн,

Çилĕ чарăнми кашлать.

 

Çурçĕр иртрĕ. Ыйăх вĕçрĕ.

Çывăрмасть каçхи тĕнче.

Çĕлен евĕр çиçĕм, çиçрĕ,

Эп — çут кĕтес тĕлĕнче.

 

Турăран хӳтлĕх ыйтатпăр

Пăлхануллă вăхăтра.

Васкаса çурта çутатпăр,

Çунтăр тетпĕр ку хутра.

 

Çумăр çурĕ чарăнмасăр,

Ислетсе çĕре вăрах.

Хăрататчĕ пире паçăр,

Халь, куратпăр, йăвашрах…

Кӑвакарчӑн


Шурăмпуçĕ кăвакарчĕ,

Кун пуçланчĕ пит хитре.

Вĕç, вĕç, шурă кăвакарчăн

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпере.

 

Ыр хыпар элчи, вĕç, ыткăн,

Вирхĕн сывлăша касса.

Хумханать хирте сар ылтăн

Çын кăмăлне тултарса.

 

Эс çакна пĕлсе тăр лайăх,

Хĕсĕр мар йăлтах тĕнче.

Вĕç, вĕç эс, ман шурă кайăк,

Тăван ялăн тĕлĕнче.

Ан калаҫ


Ан калаç пачах

юрату пирки —

тикĕс мар шăвать

шухăшсен йĕрки.

Ан калаç вуçех

пĕлменни çинчен.

Саккунĕ пĕрре

пин тĕслĕ тĕнчен.

Ан калаç пустуй,

яваплăха пĕл.

Сăмах — çулçă мар,

вĕçсен те вĕл-вĕл.

Ан калаç, эс мар —

савни пуласси.

Малашлăхра ман —

телей курасси.

Икĕ чĕре


Ан хăнăхтар хăвна, тархасшăн,

Ыр сăмахсем те ан кала.

Куç курмиех санран тарасшăн,

Пач çаврăнмасăр каялла.

 

Пĕлетĕп, эсĕ тĕл пуласшăн.

Чĕрӳ тапать, тен, пăлханса.

Ирччен çӳресшĕн, калаçасшăн

Чунна уçса та савăнса.

 

Сана курсан эп те хаваслăн

Чĕвĕлтететĕп вăтанса.

Хумханнипе сывлатăп ассăн,

Сыв пуллашатăп васкаса.

 

«Ку, ахăртнех, манран куласшăн», —

Çапла шутлатăн шăплăхра.

Куласшăн мар, пĕрле пуласшăн

Ăнăçура та хурлăхра!..

 

Эп тем пекех сана шанасшăн,

Уçасшăн пур вăрттăнлăха.

Анчах мана мансан, сутсассăн,

Çук, пултараймăп пурăнма...

 

Хурлăх кайтăр юхса шывпала...

Ирĕлтер, ăш сăмах, сив пăра —

Хурлăх кайтăр юхса шывпала.

Канлĕх сунмĕ атту çут катрам,

Илĕртсен те, пулсан та йăлттам.

 

Ăнланман шӳт-путиш — куççуле.

Пăрланать те чĕре, ак, — хĕлле.

Чĕлтĕрти юр пĕрчийĕ — тумлам,

Иртнĕ кунăн çутийĕ, салам.

 

Малалла

Шур халатлӑ хӗрарӑм


Ăраскала укçалла илме çук.

Халăх каларăшĕ.

 

— Алăри телей кайăкне вĕçертрĕм тенĕччĕ, анчах та аллăра пурнăç тытăнать кăна иккен, — тутлăн карăнчĕ Марина утиял айĕнчен тухма васкамасăр. Пĕртте тăрас килмерĕ ун ăшă вырăнĕ çинчен. Вăтăр çул хушшинче пĕрремĕш хут ĕçне каяс килмерĕ. Чирлĕ çыннисем кĕтĕç-ха ăна. Юратнă тухтăрĕсĕр пĕр кун та пулин пурăнма пултараççех вĕсем. Вăл выртĕччĕ çапла йăваланса, пылаккăн анасласа, ачашланса. Хирĕç стена çинче чӳречерен сăрхăнса кĕрекен хĕвел ачисем — шевлесем — вылянине хаваспах пăхса выртĕччĕ, çĕнĕрен те çĕнĕрен ĕнер каç ун ăраскалне тĕпрен улăштарнă евĕклĕ самантсене пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа аса илĕччĕ. Анчах та кану кунне ăна никам та паман. Тăрса тумланасах пулать.

— Эх, пурăнатпăр-ха апла, — йăпăртлăха ваннăй пӳлĕмне вирхĕнчĕ вăл. Куç хӳрипе тĕкĕр çине пăхса илчĕ. Мĕнех калăн: ăна хирĕç илĕртӳллĕ пирĕшти тăрать — ытарма çук хӳхĕм хĕрарăм. Тути кăшт куларах пăхать. Куçĕ йăлтăрать хăйĕн, телейпе çиçсе, çуталса тăрать.

— Пĕччен пурнăç йăлăхтарчĕ мана! Пĕчченлĕх, кай, çухал куçран ! — терĕ Марина куçкĕски енне çаврăнса. Хирĕç пăхакана аллипе ăшшăн саламларĕ. Хăйне ачапчалла тытас, ĕçне чи илемлĕ кĕпине тăхăнас килчĕ унăн. Ан тив, курччăр, ăмсанччăр ĕçтешĕсем илĕртӳллĕ чăваш хĕрарăмĕ çине пăхса. Качча та каяйман, кама вăл кирлĕ тесе те ан суйланччăр.

Малалла

«Вĕсем мана саватчĕç...»


Вĕсем мана саватчĕç,

Эп — вĕсене.

(Тăвăл татса пĕтерчĕ

çулçăсене),

Пурччĕ чунра хаваслăх —

Çĕтрĕ (самант!!!)

(Тăлăх тĕме шеллевсĕр

тăвăл авать).

Савнă вĕт, савнă, савнă...

Иртнĕ йăлтах!

Асаилӳ çеç шуххăн

вилчĕ шалта.

«Шăннă та — сивĕ...»


Шăннă та — сивĕ,

Чĕмсĕр,

Витĕр курнассăн каç.

Шухăшăм çил пек —

Тĕлсĕр,

Çил — йĕрсе янă сас.

 

Камăн мĕскер

Ыратĕ —

Сан ыратсассăн чун?

Çил сар çулçа

Татать-и?

Таттăр-и — тарнă çу.

 

Кам çывăрмасть-ши,

ВĂЛ-тăр? —

Мансăр çĕрлет çĕре.

Яр! ярăнать те

Çăлтăр —

Йăлтăр! ӳкет çĕре.

«Çĕн юр çинче — сар çулçă çывăрни...»


Çĕн юр çинче — сар çулçă çывăрни.

Çак саманта сăмах чĕнсе варламăпăр.

Мĕнех вăл — эп айванкăн йăл кулни...

Çук, çук, кăна халь пĕр-пĕрне каламăпăр.

 

Çĕн юр çинче — сар çулçă çывăрни...

Черчен кĕртсем — ир килнĕ хĕл пуçламăшĕ.

Хыр йĕпписем те вăхăтсăр хăрни

Çинчен калас пек — шăпăрт хĕвеланăçĕ.

 

Темме хĕл кунĕ асăма килет,

Хам хĕл кунне — кĕтес мартан — кĕтсессĕн те.

Эс пăх-ха, çулçă чĕтренсе йĕрет,

Каç — вилнĕ кĕр сăнне курса юласшăн пек...

Мăн асатте тăпри çинче


Ак каллех эп сан умра,

Ман юратнă мăн асатте.

Эс çывратăн ĕмĕре

Йывăр тăпра айĕнче.

 

Эс çуралнă чăвашра,

Сурăм шывĕ хĕрринче.

Выçлăха эс парăнман,

Ӳснĕ çирĕп те патвар.

 

Ӳссе çитсе яш пулсан

Тăхăннă салтак атти.

Тăван çĕре сыхлама

Выртнă çулĕ вăрăмми.

 

Таврăнас чух хĕсметрен

Вăрçă тухнă ăнсăртран.

Пĕр кĕтмен çĕртен, таçтан

Тапăннă ирсĕр тăшман.

 

Хӳтĕленĕ Мускава,

Çитнĕ эс Сталинграда.

Парăнман эс тăшмана,

Çапăçнă-çке паттăрла.

 

Берлина кăшт çитеймен

Аманнă-çке ăнсăртран.

Госпитальте сывалса

Хатĕрленнĕ çапăçма.

 

Таврăнсан тăван яла

Эс кӳлĕннĕ ĕç-пуçа.

Бригадир ĕçне шанса

Панă сана колхозра.

 

Пĕр ĕçе те тиркемен

Тунă чун хавалĕпе.

Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе

Панă вăй-хална ĕçе.

 

Асаннепе пĕрлешсе

Пилĕк хĕрпе пилĕк ывăл

Çуратса пăхса ӳстернĕ,

Ырă çын пулма пилленĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 92 93 94 95 96 97 98 99 100 ... 796