Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Лартса кай та укҫасӑр юл

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 15.02.2016 17:30 | 1391 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Вӑрмар районӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑм киккирикне хӗртме питӗ юратнӑ. Ӗҫлеме вара вӑл кӑмӑлламасть. Анчах халӗ унӑн пӗр вӑхӑт ирӗксӗрех тар тӑкма тивӗ. Урам тирпейлеттерме тата хӑтлӑх кӗрттерме суд йышӑннӑ. Кахалсене ирӗксӗр вӑй хуртарма ирӗк ҫук-ха. Айӑпа кӗрсен ҫавӑн пек йышӑну кӑларма вара пултараҫҫӗ.

Вӑрмар районӗнчи паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм айӑпа кӗнӗ те. Пӗлтӗрхи кӗрхи пӗр кун ӳсӗр пуҫпа ҫав хӗрарӑм пӗр арҫын машинине район центрне кайма тесе кӗрсе ларнӑ. Лешӗн ларкӑчӗ хушшинче портмоне выртнине курсан хӗрарӑм йӑпӑр-япӑр пуҫтарса чикнӗ те кӑштахран анса юлнӑ.

Самантрах 15 пин тенкӗлӗх пуйса тӑнӑ хӗрарӑм урапаран анса юлнӑ та юлташ-хӗрарӑмӗ патне кӗнӗ. Унтан вӗсем лавккана кайса эрех туяннӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм район центрне кайса укҫана йӑлт пӗтерсе килнӗ.

Портмонене ҫухатнӑ арҫыннӑн арӑмӗ укҫана кам вӑрланине тӗшмӗртнӗ. Ара, уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ-ҫке. Вӑл унӑн упӑшки тӑр кӑнтӑрла кама лартса ҫӳренине те, 42-ри ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм лавккана эрех туянма пынине те илтнӗ. Вӑрӑ укҫана кӑмӑлпа тавӑрса паманнине кура шар курнӑ арҫыннӑн мӑшӑрӗ йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ. «Ӗҫӗ суда ҫитнӗ», — тесе пӗлтерчӗ ку ӗҫ пирки Вӑрмар район прокурорӗ Оксана Ястребова.

#прокуратура, #Вӑрмар районӗ, #вӑрӑ-хурахсем, #пӑтӑрмахсем, #вӑрӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем