Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленчӗ.
Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2016» акцине хутшӑннӑ.
Вӑтам тата пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем ертсе пынипе районта пурӗ 635-ӗн, вӑл йышра вӗрентекенсем 14, 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем ҫырнӑ. «Пиллӗк» паллӑ илнисем кӑҫалхи ҫул 204 пулнӑ. «Тӑваттӑ» палла 239-ӑн, «Виҫҫӗ» палла 179-ӑн тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр ҫак акцине 543 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен «Пиллӗк» илнисем 169-ӑн пулнӑ.
Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулта пурӗ 104 ҫын чӑвашла диктант ҫырма кӑмӑл тунӑ. Ҫавӑн пекех Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче 65-ӗн ҫырнӑ (ертӳҫӗ — Надежда Кудряшова), Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнче — 63-ӗн (ертӳҫӗ — Светлана Кулакова, Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗнче — 57-ӗн (ертӳҫӗ — Алевтина Селиванова), Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче — 53 (ертӳҫӗ — Светлана Никитина).
Патӑрьелӗнчи 1-мӗш, Аслӑ Чемен, Нӑрваш Шӑхаль, Хирти Пикшик, Турхан, Туҫа вӑтам шкулӗсенче, Ҫӗнӗ Ахпӳрт, Кивӗ Ахпӳрт, Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсем те диктанта ӑнӑҫлӑ ҫырнӑ.
