Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӳп-ҫап купинче — хушпу тата вӑрҫӑ ветеранне тав тунӑ ҫырусем...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.05.2018 03:15 | 1758 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Тӗлӗнмелле ҫак пулӑм пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ҫӗнӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗнхи номерӗнче, Влад Димов автор ҫырса кӑтартнӑ. Ун пирки хаҫат редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ.

Журналист «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене йӗркелесси) предприятире пулнӑ май унти хӑйне евӗр музейпе паллашнӑ. Кирлӗ мар тесе ҫынсем тухса пенӗ япаласен шутӗнче тем те пур-мӗн: хушпу, купӑс, магнитофон, магнитола, радиоприемник, фотоаппарат тата... хаклӑ хутсем.

Степан Макарович Кудряшов ятлӑ сержанта Севастополе, Ригӑна ирӗке кӑларнӑшӑн, Берлина илнӗшӗн Тав хучӗсем панӑ иккен. Вӗсене те ветеран хӑй ӗнтӗ, те ачисем пӗр ҫӗре ҫӗлесе пынӑ. Вӑхӑт иртсен вӗсем никама кирлӗ мар пулса юлнӑ. «Сталининграда хӳтӗленӗшӗн» медаль удостоверенийӗ те ҫӳп-ҫап контейнерне лексе каяш пухакан предприятие ҫитнӗ.

«Как же у них рука поднялась?» статья авторӗ вӑрҫӑ ветеранӗн япалисене ҫапла тухса перекенсенчен хытах тӗлӗннӗ.

#ветерансем, #предприятисем, #астӑвӑм, #МИХсем, #Севастополь, #Рига, #Берлин

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.10 02:58
Кунран та япăх пăтăрмахсем сахал мар та, "манкуртла хăтланни" - пушшех тарăн шухăша ярать!!! Чăвашла пĕлменсем, чăваш пулса чăвашла кадаçмансем, ылтăнран та хаклă япалисене ылтăн вырăнне хумансем ăçтан килеççĕ вĕсем - хамăртанах!!! Ирĕкĕм пулсан, çак ыйтăва Чăваш конгресĕ умне те, Чăваш Ен Пуçлăхĕ умне те, Вĕренÿ ĕçĕсен Министерстви умне те Л А Р Т Ă Т Т Ă М эпĕ. Ара, каплах патне çитсе çитрĕмĕр пулсан, нимĕн пулман пек малалла та "шыв сыпса" пурансан пирĕн пĕтесси те "горизонтра курăнчĕ пекех туйăнса кайрĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем