Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Чӑвашсем Турци 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Эльвира Иванова 31.10.2018 10:28 | 1548 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Тутарсен паллӑ историкӗ Рафаэль Мухамметдинов, Николай Столбов, Ахмет Садык Доган, Юрий Сан, Илле Иванов
Тутарсен паллӑ историкӗ Рафаэль Мухамметдинов, Николай Столбов, Ахмет Садык Доган, Юрий Сан, Илле Иванов

Тӗрӗк Тӗнчин культура тӗввин тата Митта хунтин (Чӑваш Ен) делегацийӗ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Турци Республикин Хусанти Тӗп консулӗ Ахмет Садык Доганпа мӑшӑрӗ Турци Республики 95 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ йышӑнӑва хутшӑннӑ. Хусанти «Палас» хӑна ҫурчӗн аслӑ пӳлӗмне пухӑннӑ хӑнасене консул хапӑл тунӑ, Турци Президенчӗн Реджеп Таййип Эрдоганӑн саламне вуласа панӑ. Вӑл юлашки ҫулсенче Турципе Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпӗрлӗхӗ аталанса пынине савӑнса палӑртнӑ.

Хӑнасен ячӗпе Тутарстан Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Римма Ратникова сӑмах каланӑ. Уява Тутарстан правительствин ертӳҫин ҫумӗ – промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Альберт Каримов хутшӑннӑ. Вӗсем Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановӑн саламне ҫитернӗ. Саламра Тутарстанпа Турци хушшинчи экономика, культура ҫыхӑнӑвӗсем питӗ лайӑх аталанса пынине палӑртнӑ. (Паянхи уяв иртнӗ ҫурта та Турци инвесторӗсем юсаса хута янӑ.)

Сӑмах май, Раҫҫей самолетне Турци чиккинче персе антарнӑ кризис вӑхӑтӗнче те Тутарстан Турципе тытакан ҫыхӑнусене татман, пушшех те, икӗ кӳршӗ – Раҫҫейпе Турци – хушшинчи хирӗҫӳллӗ лару-тӑрӑва ҫураҫуллӑ татса пама витӗм кӳнӗ. Ҫакна РФ Президенчӗ Владимир Путин та йышӑннӑччӗ. Ҫавӑнпа, Тутарстан тӗревне сума суса тата шанса пуль ӗнтӗ, юлашки ҫулсенче Турци енӗ Тутарстана хывакан инвестици калӑпӑшӗ палӑрмаллах ӳснӗ.

Шел пулин те, ҫав вӑхӑтра Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗнче хамӑрӑн сумлӑ кӳршӗмӗрсенни пек политикӑри малкурӑмлӑх тата чӑваш халӑх интересӗсене мала хуракан ҫирӗп позици тупӑнман. Шупашкар хули Турцири Антальйӑпа тӑванлашнӑ хула пулма пӑрахнӑ. Ирӗксӗр тӗлӗнетӗн: нивушлӗ чиновниксем курорт хулинче ямӑттӑн канса ывӑннӑ? Ахаль ҫынсем валли Шупашкар хула администрацийӗ нимле ҫыхӑну та аталантарман-ҫке... Чӑваш наци конгресӗ те пулин ун чухне хӑйсен Турципе нихҫан та пулман темле ҫыхӑнӑвӗсене татни ҫинчен мӑнаҫлӑн пӗлтернӗччӗ.

Унтанпа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путинпа Турци Республикин Президенчӗ Реджеп Таййип Эрдоган пӗр-пӗрин хушшинчи ӑнланманлӑха пӗтерме нумай ӗҫ турӗҫ, чылай ыйтупа ҫураҫуллӑ ӗҫлеҫҫӗ, пӗр-пӗрин патне ӗҫлӗ визитсемпе ҫӳреҫҫӗ. Владимир Путин ҫак кунсенче ҫеҫ Стамбултаччӗ. Чӑваш Республикинче вара нимле йӑшӑлтату та ҫук. Тен, пирӗн пуҫлӑхсем намӑсланма пӗлеҫҫӗ? Тен, тӗнче шайӗнче пире шанма май ҫуккине ӑнланнипе, никам та пирӗнпе ҫыхӑнса ӗҫлесшӗн те мар? (Китайсемпе темле иккӗлентерекен меламин-таврашлӑ ҫыхӑнусемсӗр пуҫне, тейӗпӗр…)

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов вара юлашки ҫулсенче темиҫе хутчен те Турци Президенчӗпе Реджеп Таййип Эрдоганпа Турцире те, Тутарстанра та тӗл пулса калаҫусем ирттернӗ. Ҫак кунсенче те Рустам Минниханов Пӗрлешнӗ Арап Эмиратӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре, Ислам экономикин Аслӑ (Глобаллӑ) канашлӑвне хутшӑнать. Апла-тӑк, тӗнчере Тутарстана тата ытларах паллама пуҫлӗҫ, республикӑна аталантарма тата ытларах мул хывӗҫ.

Турци Республикин Хусанта иртнӗ уявӗнче Чӑваш Енрен килнӗ Митта премийӗн лауреачӗсем Николай Столбов ваккатпа Юрий Сан сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ, ҫавӑн пекех Тӗрӗк Тӗнчин культура тӗввин ертӳҫи Илле Иванов сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ, Тӗрӗк Тӗнчин Абдюльхак Хамид Тархан ячӗллӗ поэзин Аслӑ премийӗн тата Тӗрӗк Тӗнчин ытти чылай премийӗн лауреачӗ, Турци Республикин Хусанти Тӗп (Генеральнӑй) консулне Ахмет Садык Доганпа унӑн мӑшӑрне ҫак уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх суннӑ, Чӑваш Енпе Турци малашне пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ҫыхӑнса ӗҫлени чӑваш халӑхне питӗ кирли пирки асилтернӗ. Кӑҫал та чӑваш ҫыравҫисем Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ калав ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, чӑваш кӗрешӳҫисем Турцире иртнӗ ҫанӑсӑр тумлӑ (аба) кӗрешӳн пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗнче чӑваш ялавӗ айӗнче вӑй виҫнӗ. Сӑмах май, Турцин Хусанти консуллӑхӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, кайран Турцире аслӑ пӗлӳ илнӗ Анатолий Иванов чӑваш та ӗҫлет. Шел те, Чӑваш Ене ертсе пыракансен пуҫарулӑхӗ экономикӑри, промышленноҫри, вӗренӳри ҫыхӑнусене тарӑнлатма ҫителӗклӗ мар. Ахмет Садык Доган Турци енӗ ҫак ҫыхӑнусене тарӑнлатасшӑн тӑрӑшнине, май пулсанах Чӑваш Ене килсе курма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ.

#Турци, #Хусан, #саламсем, #кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

вова // 1353.98.6942
2018.11.06 18:50
Тутар хыҫҫӑн сикме чӑваша кирлех мар пулӗ тетӗп. Хусан тутарӗн чӗлхи пылак пулсан та, хӳри вара пит кӗске!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем