Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри темиҫе артистпа преподавателе, художникпа композитора патшалӑх стипендине пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӑслӑлӑхра, литературӑра тата ӳнерте тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн уйӑракан патшалӑх стипенди республикӑри 14 ҫынна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Вячеслав Александров тата Петр Садовников; Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Борис Кукин; Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Михаил Мокшанов; Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ) Любовь Ильина; Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров; Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Назыр Гараев; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин преподавателӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Валерий Григорьев; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин профессорӗ, экономика наукисен кандидачӗ Иван Данилов; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин заведующийӗ Евгений Егоров; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн радиоэлектроника тата автоматика факультечӗн деканӗ Григорий Охоткин; Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Миша Григорян; Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антонина Мордвинова; Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Осипов.
