Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи мӑшӑрсен йышӗ 250 пин ытла

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Аçтахар Плотников 16.01.2020 12:59 | 625 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышӗ 250 пинрен иртрӗ. Ҫапла май, 1 миллион пухма тӗллев лартнӑ ӗҫе эпир 25% таран ҫитертӗмӗр темелле. Чӗрӗкӗ пур. Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫӗччен ӑна сахалран та 50% таран та ҫитересшӗн.

Сӑмах май, иртнӗ уйӑхра, раштавра, эпир малтанхи хамӑр рекорда ҫӗнетме пултартӑмӑр — уйӑх хушшинче 43,3 пин мӑшӑр кӗртрӗмӗр. Шел те ку уйӑхра рекорда ҫӗнетме йывӑртарах пулать пулӗ — сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен кӗнекесенче. Чӑвашлипе вырӑсла текстсем самай уйрӑлса тӑнине пула ҫӗнӗ мӑшӑрсем кӗртессин хӑвӑртлӑхӗ пирӗн чакрӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 12 пин патнелле ҫеҫ кӗртейрӗмӗр.

Ҫавах та ку уйӑхра эпир хӑй тӗллӗн ӗҫлекен куҫаруҫӑна лайӑхлатма пултартӑмӑр. Нумай пулмасть вырӑсла-чӑвашла куҫаракан моделе 26.76 BLEU таран ҫитертӗмӗр (аса илтеретпӗр, акӑлчанла-вырӑсла мӑшӑрсенче Google-па Яндексӑн ку кӑтарту 35 BLEU патнелле). Ҫавна май пирӗн куҫаруҫӑ халь аванран куҫарма пуҫларӗ.

#чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #ҫитӗнӳсем, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче — ҫӗр пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ
2019, 09, 05
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ
2019, 10, 01
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» — 150 пин ытла куҫару
2019, 10, 21
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ рекорда тата та ҫӗнетрӗ
2019, 11, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org