Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Антон Чехов чӑвашла» — ҫӗнӗ литература ӑмӑртӑвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.04.2020 13:37 | 2058 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Тӗнчере те Раҫҫейре те кӑшӑлвирус алхаснӑ май Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫӗнӗ конкурс пуҫарас терӗҫ — «Антон Чехов чӑвашла». Ҫав-ҫавах хӑшӗ-пӗрин килте ларса вӑхӑт ирттерме тивет. Ахаль лариччен усӑллӑ ӗҫ те тума пулать-ҫке — калӑпӑр, Антон Чеховӑн (ахаль суйламан — кӑҫал унӑн юбилей) калавӗсене чӑвашла куҫарса. Ку ӗҫре вара Яндекс.Тӑлмач е эпир хатӗрленӗ машшин куҫарӑвӗн сайчӗ (юсав ӗҫӗ пырать те вӑхӑтлӑха ӗҫлемест пулин те) те пулӑшма пултарӗ. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи те пуянланӗ, Антон Чеховӑн хайлавӗсене те чӑвашла ытларах вулама май пулӗ.

Кӗскен: унччен куҫарман Антон Чеховӑн калавне чӑвашла куҫармалла; ыттисем суйламан калавсене илме тӑрӑшмалла; малти вырӑна тухнисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр; ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшччен йышӑнатпӑр.

«Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту йӗркипе тӗплӗнрех ятарлӑ страницӑра паллашма пулать.

#чӑваш чӗлхи, #ӑмӑртусем, #литература, #кӑшӑлвирус, #культура, #Антон Чехов чӑвашла

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Конкурсçă // 3000.76.3861
2020.04.15 17:25
Хисеплĕ Н. Плотников! Куçарна калава мĕнле адреспа ярса памалла?
2020.04.15 18:34
Аçтахар Плотников
amartu@chuvash.org — конкурс страницинче пӗлтернӗ-ҫке. //маларах хӑш калава куҫарнине каласан аван — ыттисем ӑна ан суйлаччӑр.
Ереми // 4062.15.4256
2020.04.17 16:18
Почитайте произведение Чехова "Радость", где участвует Митя Кулдаров и смеется непонятно над чем.
Это произведение я считаю ответом Чехова чувашам на его куриную фамилию
https://ilibrary.ru/text/1049/p.1/index.html
В. Степанов // 6694.9.2836
2020.06.04 10:40
В.Яковлев режиссер та хӑне кӑтартас тесе Чехован "Чайкине" "Пиллӗк пӑтлӑ юрату" ятпа спектакль пекки лартрӗ. Пӗтӗм куракансене тӗлӗнтерчӗ вӗт классика пасса хурса. Курма килнисем ҫурри ытла тухса кайрӗҫ антракра. "Мӗнле намӑс мар Патшалӑх укҫипе усӑ курса ҫавнашкал лӑпӑртатма … ютесе кайнӑ пулас… тьфу! Пултаруллӑ пулсан катармалла классика тӗкӗнмесӗрех... "-тесе утрӗҫ куракансем. Тен, ҫыравҫӑсен те, хӑйсен ҫырса кӑтартмалла? Э? Чӑвашла!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем