Персона
![]() СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Валерий Яковлев тепӗр чыса тивӗҫнӗ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑлакан Олег Николаев ӑна «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ят парасси ҫинчен калакан хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Валерий Яковлев хисеплӗ ҫын ятне унччен те тивӗҫнӗ-ха. Вӑл — Шупашкар хулин тата Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ ҫынни. Халӗ вара республика шайӗнче хакланӑ. Сумламалӑх, чӑн та, ӗҫӗ пур. Чӑваш сценине, чӑваш театрӗн кураканне юратнипе тӑрӑшать вӑл. Надежда Смирнова журналист хатӗрленӗ пӗр интервьюра Валерий Яковлев: «Эпӗ хальхине те, малашнехине те тӗпе хывнӑ: ман спектакльсенче пуринче те — чӑваш ҫыннин ыратӑвӗ, пурнӑҫӗ. Халӑх ӑнланӑвне, илемлӗхне, тӗнче курӑмне ӑнкарма, ӑнланма тӑрӑшнӑ», — тенӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |