Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.4 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра 40 пине яхӑн мӑшӑр хатӗрлерӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2021 16:08 | 988 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫу уйӑхӗ вӗҫленнӗ май иртнӗ тапхӑрти ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пурӗ 39 695 мӑшӑр хатӗрлерӗ — 40 пине кӑшт ҫеҫ ҫитеймест. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир 790 пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 800 пин урлӑ каҫрӑмӑр та, уйӑха 829 пин те 887 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Паянах ку кӑтарту 830 пин урлӑ иртӗ ӗнтӗ. Ҫапла май миллион мӑшӑр тӑвиччен 170 пин кӑна юлчӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пирӗн миллион мӑшӑр пур та ӗнтӗ — ыттисем, пирӗн «чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫук пулин те, тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен пухӑннисем пек выртаҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ словарьсенчен хатӗрленӗ мӑшӑрсем, пӗр-пӗр программӑсене чӑвашлатнӑ хыҫҫӑн тунисем тата ытти йышшисем кӗреҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗнчи текстсем мӑшӑрсене хатӗрлеме ҫӑмӑллисем пулчӗҫ. Ҫак сӑлтава пулах ӗнтӗ 40 пине яхӑн мӑшӑрлама пултартӑмӑр та. Ак, калӑпӑр, Эмма Выгодскаян «Алжир тыткӑнӗнче» повеҫне (унта 3,1 пин мӑшӑрччӗ) тӑватӑ кун хушшинче мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр. Гариф Губайӑн «Бакенщик хӗрӗ» те ҫӑмӑллӑн мӑшӑрланать — кашни кун пиншер мӑшӑр хатӗрлеме май пур.

Енчен те маларах пирӗн текста тӳрлетекенсем ӗлкӗрсех пымастчӗҫ пулсан, халь ытларах енӗпе хӑвӑртлӑх мӑшӑрлакансенчен килет. Паянхи кун тӗлне корпуса кӗртмелли черетре тӑватӑ кӗнеке тӑрать — вӗсене тӗрӗслесе тухнӑ, корпуса хушмалла кӑна. Ку вӑл Максим Горькийӗн «Окуров хули», Алексей Пантелеевӑн «Пакечӗ», Джек Лондонӑн «Мексиканецӗ», Николай Шундикӑн «Инҫетри ҫурҫӗрте» повеҫӗ. Хамӑр вара хальхи вӑхӑтра Александр Герценӑн повеҫӗсене тата Гариф Губай тутар ҫыравҫин «Бакенщик хӗрӗ» повеҫе мӑшӑрлатпӑр.

Эпир ӗҫлесе пӗтернӗ кӗнекесен пӗтӗмӗшле йышӗ те 150-ран иртрӗ. Вӑл йышра паллӑ вырӑс классикӗсем те пур, совет писателӗсем те, хамӑр ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем те. Сӑмахсен йышне ӳстерес тесе, паллах, эпир ют ҫӗршыв ҫыравҫисен ӗҫӗсене те сахал мар хатӗрлесе. Вӗсен йышӗ пысӑк: Жюль Верн, Майн Рид, Джек Лондон, Марк Твен, Виктор Гюго, Джонатан Свифт, Иван Вазов, Лу Синь тата ыттисем те.

Малалла ӗҫлеме палӑртнӑ кӗнекесен йышӗнче Иван Кожедубӑн «Тӑван ҫӗршывшӑн» хайлавне, Елена Криштофӑн «Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт» повеҫне, Максим Горькийӗн «Фома Гордеевне», Лев Толстойӑн «Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр» повеҫӗсене, Александр Авдеенкон «Тисса хӗрринче» хайлавне асӑнма пулать. Палӑртса хунисен йышӗ 20 кӗнеке ытла.

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ҫу уйӑхӗнче ҫакнашкал ҫитӗнӳсем турӗ: текстсен йышӗ — 2 260 (+51); пуплевӗшсен йышӗ — 896 555 (+41 021), сӑмахсен йышӗ — 9 125 159 (+401 348).

#чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ЧЧЛ, #статистика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем