Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ Google.Translate валли пулӑшма йыхравлать

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Аçтахар Плотников 27.08.2021 15:09 | 1091 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлесе пынӑ май вӗсен йышӗ 1 миллион патнелле ҫитсе пырать те ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе тунӑ май лаборатори чӑваш чӗлхине ытти куҫару сервисӗсене те хушас тӗллевпе ӗҫлет. Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхи пӗлтӗр хушӑнчӗ. Ҫавӑн пекех тӗллевре Микрософрӑн сервисне, Google.Translate-а тата ыттисене хушасси.

Google.Translate сервисра чӑваш чӗлхи хушӑнтӑр тесен кӑшт хамӑрӑн та, чӑвашсен, тӳпене хывмалла. Ҫак сервисӑн сообществинче чӑваш чӗлхи пур ӗнтӗ. Пирӗн хамӑр чӗлхе питӗ кирлине кӑтартса парас пулать: пуплевӗшсемпе сӑмах майлашӑвӗсене куҫарса пулӑшмалла, ыттисем куҫарнине тӗрӗслесе памалла. Хальхи вӑхӑтра пирӗн чӗлхен индексӗ 1400-пе танлашать. 1000 пуплевӗш тӗрӗсленӗ, тата 400 пуплевӗш куҫарнӑ. Танлаштарма: пушкӑрт чӗлхи валли ку виҫе 1700-пе танлашать (1400 тӗрӗсленӗ, 300 куҫарнӑ), тутар чӗлхи валли — 7300 (тӗрӗсленӗ 6800, куҫарнӑ 700). Ҫавӑн пекех Google.Translate сообществинче якут чӗлхи пур. Пирӗн чӗлхене кунта кӗртни ҫавах та Google-та унпа кӑсӑкланнине, унӑн Google.Translate-а лекес шанчӑк пуррине пӗлтерет. Ҫавна май эсир те ҫак ӗҫре пулӑшсан аван пулӗччӗ.

Пулӑшас тесен питӗ ҫӑмӑл. Google.Translate сайтне уҫмалла та аяларах вырнаҫнӑ «Предложить перевод» пускӑч ҫине пусмалла. Ун хыҫҫӑн, енчен те эсир Google-ӑн аккаунтне кӗмен пулсан, сире аккаунта кӗме сӗнӗ. Аккаунта кӗнӗ хыҫҫӑн сирӗн сылтӑм енче ятарлӑ анлӑх уҫӑлӗ. Кунта ултура (ултӑ шӑллӑ кӑлтӑрмач) ҫине пусмалла та эсир пӗлекен чӗлхесен йышне чӑвашлине хушмалла. Кусене тунӑ хыҫҫӑн «Предложить перевод» айӗнче «английский->чувашский» мӑшӑра суйламалла. Малалла вара пуплевӗшсене тӗрӗслеме май пур, тата сӑмахсемпе сӑмах майлашӑвӗсене куҫарса пулӑшма пултаратӑр.

Тӗрӗсленӗ чухне йывӑрлӑх ҫук ӗнтӗ, ҫавӑнпа та куҫарӑва мӗнле тумаллине ӑнлантарса парӑпӑр. Сире куҫарма акӑлчанла пуплевӗшсем сӗнӗҫ. Эсир акӑлчанла аванах пӗлместӗр пулин те ку темех мар! Сулахайра акӑлчанлипе вырӑс чӗлхесен мӑшӑрне суйлатӑр та акӑлчанларан вырӑсла куҫарнӑ текста хӑвар чӑвашла куҫаратӑр. Тата тепӗр меслет: браузерта ҫуммӑн Яндекс.Тӑлмача уҫатӑр та унпа усӑ курса акӑлчанларан чӑвашла куҫаратӑр. Пулчӗ те! Енчен те пуплевӗш куҫарма йывӑр пулсан эсир ӑн ним мар сиктерсе хӑварма пултаратӑр.

Мӗн чухлӗ ытларах мӑшӑрсем куҫарма пултаратпӑр, ҫавӑн чухлех чӑваш чӗлхине ҫак сервиса кӗртме пире ҫӑмӑлрах пулӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑй енчен май ҫитнӗ тарах хӑвӑртрах мӑшӑрсен йышне 1 миллиона ҫитерме тӑрӑшӗ.

#сайтсем, #ЧЧЛ, #Google, #чӑваш чӗлхи, #пулӑшу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхра 40 пине яхӑн мӑшӑр хатӗрлерӗ
2021, 06, 01
Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗ
2021, 07, 01
Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 900 пинрен иртрӗ
2021, 07, 22
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 10 млн сӑмах ытла!
2021, 07, 31
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ утӑ уйӑхӗнче 38 пин ытла мӑшӑр хатӗрленӗ
2021, 08, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org