Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Украинӑра ҫуралнӑ ҫынна хисеп туса палӑк уҫнӑ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Таисия Ташней 13.09.2021 06:47 | 231 хут пӑхнӑ
Республикӑра
http://kanash.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
http://kanash.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш хулинче Украинӑри Днепр хулинче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне, пирӗн ҫӗршывра сывлӑшпа десант ҫарне йӗркелесе янӑ Василий Маргелова асра тытса палӑк уҫнӑ.

Палӑка уҫма хутшӑннӑ тӗрлӗ шайри тӳре-шара йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, Канаш районӗн пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, Чӑваш Енӗ ҫарӗҫ комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Павел Васюков, Канашри, Канаш тата Тӑвай районӗсенчи ҫарӗҫ комиссарӗ Юрий Барышов тата ыттисем пулнӑ.

Палӑка тӑвас сӗнӳпе Ҫар туслӑхӗн Канашри уйрӑмӗ тухнӑ. Николай Малов депутатпа «Экра» предприятин директорӗн право ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Артем Владимиров ырласа йышӑннӑ.

Бюста бронзӑран ӑсталанӑ. Ӑна Канашри Афганҫӑсен скверӗнче вырнаҫтарнӑ.

#Канаш районӗ, #палӑксем, #астӑвӑм, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Аслашшӗпе тӑванӗсене асӑнса палӑк ӑсталанӑ
2020, 11, 23
Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса чечек хурӗҫ
2021, 06, 15
Гурий Комиссарова асра тытса палӑк вырнаҫтарнӑ
2021, 06, 21
Хурланакан амӑшӗн палӑкне вырнаҫтарнӑ
2021, 08, 21
Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ
2021, 08, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org