Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Вениамин Мамуткин Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 60 ҫулти Вениамин Мамуткин хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын хӑйӗн ҫурчӗн почта адресне кӑтартма ыйтса хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленине ҫырупа тухнӑ. Ҫав справка хайхине тепӗр учреждение пама кирлӗ пулнӑ. Арҫын кӑштахран Венамин Мамуткин алӑ пуснӑ хурава илнӗ. Анчах вӑл хурав тивӗҫлӗскер пулман. Ҫавӑншӑн прокуратура управлени пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче надзор органӗ суда ҫитнӗ. Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна суд 5 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |