Чӑвашлӑх
![]() https://www.facebook.com/hypar1906/photos/pcb.192768823025853/192768569692545/ сӑнӳкерчӗк Удмурт Республикинчи Грахово районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫав тӑрӑхри Пархатар (вырӑсла — Благодатное) ялӗнче тӗпленнӗ Вера Григорьева пирки: «Великая чувашка» (чӑв. Аслӑ чӑваш), — тесе калаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки вӑл «Хыпар» хаҫат журналистне Алина Ильинана пӗлтернӗ. Алина Ильина хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашсем пурӑнакан ҫав ял Столыпин реформи хыҫҫӑн, Хусан кӗпӗрнийӗ вырӑнти ҫӗрсене сутнӑ чухне 11 чӑваш ҫемйи лаптӑк туянса унта тӗпленнӗ май пуҫланса кайнӑ. «Вера ҫак ял яшӗпе Олег Григорьевпа ҫемье ҫавӑрнӑ, хӑйсем пӳрт лартнӑ. Мӑшӑрӗ чӑваш пулни те ӑна тӑван чӗлхерен пистермен. Ҫавӑнпа вӗсен виҫӗ хӗрӗ те чӑвашла пӗлет. Аслисем иккӗшӗ чӑвашла калаҫаҫҫӗ, кӗҫӗнни ӑнланать, анчах пуплемест. Аслӑ хӗрӗ ҫак ялтах пурӑнать, почта уйрӑмне ертсе пырать. Вӑталӑххи район больницинче — завхоз, кӗҫӗнни — районти шкулта математика учителӗ. Вӗсем пурте кӑҫалхи ҫыравра хӑйсене «чӑваш» тесех ҫыртарнӑ», — тесе пӗлтернӗ Алина Ильина журналист. Хӗрарӑмӑн ашшӗ енчи тӑванӗсем Ҫӗрпӳ районӗнчен иккен, анчах Вера Шупашкара килсе курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |