Статистика
![]() vk.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу службин е 13 пин ытла шӑнкӑрав ҫитнӗ. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Ҫав йышра - ачасем те. Канмалли кунсенче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем сивве пула шар курнӑ 14 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсем 28-89 ҫулсенче пулнӑ. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ. Кӑҫалхи 10 кунра 29 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 7-шӗ ачасем пулнӑ. Паллах, каникулта ачасем, вӗсемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те, пӳремечпе ярӑннӑ. Тӑвайккинчен ярӑнса суранланнӑ 46 ҫынна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӗсенчен 32-шӗ - ачасем. Раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен пиротехникӑпа ҫыхӑннӑ 9 пӑтӑрмах пулнӑ. Шар курнӑ ҫынсенчен 3-шӗ - ачасем. Ҫынсем кунашкал тӗслӗхсенче ытларах пиҫсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |