Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ. Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ. Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ. Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |