Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Владимир Степановӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 26.01.2022 19:46 | 991 хут пӑхнӑ
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Кӑсӑклӑ теҫетке» ярӑмпа кӑларнӑ. Кӗнекене Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ — 1000 экземпляр.

Владимир Степанов тӑван халӑхӑмӑрӑн мӑн аслашшӗсем хутшӑннӑ 10 аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ хирӗҫтӑрусем Евразин тӗрлӗ вырӑнӗнче тата тӗрлӗ саманара пулса иртнӗ. Пирӗн йӑхташӑмӑрсене маларах «чӑваш» этнонимпа пӗлмен.

«Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнекене аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кун ҫути кӑтартнӑ. Автор хӑйӗн очеркӗсемпе аслисем те кӑсӑклансах паллашасса шанать.

#ҫыравҫӑсем, #Кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #чӑвашсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1866.49.7082
2022.01.26 21:14
Саламлатӑп, Упамса ачи! Вуласчӗ-ха: мён чухлё чӑнни тата пайтах-и шутласа тупни?
Илле Иванов // 2541.55.9794
2022.02.04 23:18
Авторĕ те, пичет кантурĕн çыннисем те Чăваш Патшалăхĕн тĕп саккунне вуламаççĕ иккен, тен, вуласан та, ăнланмаççĕ. Шурă çине хурапа чул çине çырнă пек çырса хунă: патшалăх чĕлхисем - чăваш тата вырăс чĕлхисем, кутăнла мар. ЧР Пуçлăхĕн çурчĕн хутне кайса вулăр, иçмасса Сахалтан та - Анне палăкĕн çырăвне.
Ята яратăр вĕт!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем