Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ӗнешӗн паракан субсиди виҫи ӳснӗ, анчах ӑна пурте илеймӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.02.2022 20:32 | 851 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
1zoom.ru сайтри сӑн
1zoom.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре икӗ ҫул ӗнтӗ ӗне усракансене укҫан пулӑшнӑ. Кӑҫал та вӗсене тӗрев пама палӑртнӑ, анчах тӳлеве пурте илеймӗҫ.

Кӑҫал ӗнешӗн паракан субсидие хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисем ҫеҫ илейӗҫ. Унӑн виҫи самаях пысӑк пулӗ: пӗр ӗне пуҫне 7-8 пин тенкӗ. Ӗне туянакансене те тӑкака 100 проценчӗпех саплаштарӗҫ. Анчах ӗнешӗн чӗрӗ укҫапа тӳлемелле мар.

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисене ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстернипе, сӗт тата аш-какай туса илнипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене те саплаштарӗҫ. Техника туянакансен те тӑкака тавӑрма май пулӗ.

#ял хуҫалӑхӗ, #субсидисем, #укҫа-тенкӗ, #пулӑшу, #ӗнесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77084
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Анонимла // 2492.17.0329
2022.02.02 08:26
Ку закон чӑнахах та пулсассӑн, ухмахла закон. Пенсионерсем ахлата-ахлата ӗне усрама тӑрӑшаҫҫӗ, хӑр пенси укҫипе пурӑнма ҫав тери йывӑр. "Ӗнешӗн чӗрӗ укҫапа тӳлемелле мар"тенине тата мӗнле ӑнланмалла, мӗнле ухмах укҫасӑр сана ӗне сутать? Ял халӑхӗ валли мар законсене кам шутласа кӑларать-ши?
Илле Иванов // 4242.2.9651
2022.02.08 00:03
Питĕ ăнланмалла саккун. Чи çиелтен курăнаканнисем: 1)патшалăх сĕт, аш-какай, çĕрулми тата ытти те туса илнĕшĕн тесе куланай хумалли хутпа çирĕплетнĕ чăнлавсем (фактсем) пулаççĕ; 2)самозанятый пенсионерсен индексацине пама пăрахаççĕ (саккунлах, хамăр ирĕкпех официаллă ĕçлекен пенсионер пулса тăратпăр та-ха). Тата ытти кукăр-макăрĕ те пур пуль.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем