Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен республика конкурсӗ иртнӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Галина Никитина 21.04.2022 21:36 | 760 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи учителӗсемпе ача-пӑча пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентекен воспитателӗсен конкурсне кашни ҫулах ирттерет. Ӑмӑртӑва Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр В.А. Берендеев ячӗллӗ вӑтам шкулӗнче пухӑннӑ.

Канаш районӗн Уҫырмари «Хӗвел» ача-пӑча пахчин воспитательне Надежда Андреевӑна «Чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх педагог» номинацире чи пултарулли тесе палӑртнӑ, ӑнах конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 5-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Наталия Афанасьевӑна «Ӑстаҫӑ вӗрентекен» номинацире, Шупашкар хулин 132-мӗш номерлӗ ача сачӗн воспитательне Ольга Иванова «Пултарулӑх тӗнчине ҫул кӑтартакан» номинацире, Самар облаҫӗн Шунтал районӗн Чӑтӑрлӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Екатерина Ишмуратовӑна «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» номинацире, Патӑрьел районӗн 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Ольга Каллинӑна «Профессие парӑнса ӗҫлекен» номинацире, Элӗк районӗн 1-мӗш номерлӗ «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча пахчин воспитательне Вера Морозовӑна «Пултаруллӑ ҫамрӑк воспитатель», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Эльвира Николаевӑна «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен учитель» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.

#Чӑтӑрлӑ, #Шунтал районӗ, #Самар, #Мӑн Сӗнтӗр, #Муркаш районӗ, #конкурссем, #вӗрентекенсем, #вӗренӳ, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Элӗк районӗ, #Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ, #Патӑрьел районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑвашла сценарисен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
2022, 03, 05
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен конкурсӗ малалла пырать
2022, 03, 11
«Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» олимпиада иртнӗ
2022, 03, 31
«Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине сӳтсе явма ыйтаҫҫӗ
2022, 04, 10
Ҫулталӑкри чи лайӑх учителе палӑртнӑ
2022, 04, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org