Пӑтӑрмахсем
![]() www.forsmi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи ферма ҫивиттине витнӗ тимӗре такам вӑрлама пуҫланӑ. Пурлӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ураланнӑ. Ферма япӑха-юхӑна пуҫланӑ пулин те унӑн хуҫин вӑрра иртӗхтерес килмен. Пуҫтаха тупса палӑртма йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем вӑрра йытӑпа шыранӑ. Титан Кросс ятлӑ полици йытти кирлӗ йӗр ҫине тӳрех лекнӗ. Вӑл пытанса ларнӑ каччӑсен тӗлне ҫитсе тухнӑ. 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем хӑйсен айӑпне ҫийӗнчех йышӑннӑ, анчах фермӑн хуҫи пуррине вӗсем пӗлмен те иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |