Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тӗмен каччи Канашри лавккана ҫаратма тӑнӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 27.06.2022 18:48 | 118 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ.

Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ.

Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ.

Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен.

#пӑтӑрмахсем, #вӑрӑсем, #Канаш, #ҫамрӑксем, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Лавккара тавар туяннӑ хӗре шыраҫҫӗ
2021, 09, 16
Хаклӑ эрех ҫухалнӑ
2021, 11, 15
Канашри каччӑ ҫӗр хута лавккара ӑшӑнас тенӗ
2022, 03, 02
Автомастерской ӗҫченӗ машинӑсене ҫаратнӑ
2022, 04, 22
Студент студенткӑн укҫине вӑрланӑ
2022, 06, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org