Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Михаил Горбачев вилнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.08.2022 23:51 | 725 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Михаил Горбачев
Михаил Горбачев

Мускаври Тӗп клиника пульници пӗлтернӗ тӑрӑх паян каҫхине Михаил Горбачев вилсе кайнӑ. ТАСС пульница пӗлтернӗ хыпара вырнаҫтарнӑ: «Паян каҫхине йывӑр та нумай вӑхӑт хушши чирленӗ хыҫҫӑн Михаил Сергеевич Горбачев вилсе кайнӑ».

СССР пӗрремӗш президенчӗ 91 ҫулта пулнӑ. Вӑл 1931 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ставрополь крайне кӗрекен Привольное ялта ҫуралнӑ. Ашшӗ вырӑс, амӑшӗ украинка пулнӑ. Унӑн кукашшӗпе аслашшӗ иккӗшӗ те 1930-мӗш ҫулсенче репрессине ҫакланнӑ. Кукашшӗне Лев Троцкий шухӑшӗсене майлӑ пулнӑшӑн тытса хупнӑ, аслашшӗне — 1934 ҫулта тыр-пул акас плана пурнӑҫламаннишӗн. Кукашшӗне 1938 ҫулта ирӗке кӑларнӑ, аслашшӗне — 1936 ҫулта. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Провольное ял 1942 ҫулта нимӗҫсен аллине лекнӗ, ҫапла май 10 ҫулти Михаил пилӗк уйӑх хушши оккупацинче пурӑннӑ.

Михаил Сергеевич 13 ҫултах колхоза пулӑшма тытӑннӑ. 15 ҫула ҫитсен комбайнер пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн правительство наградине тивӗҫнине пула Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Коммунистсен партине ҫамрӑкранах кӗме тӗмсӗлнӗ. 19 ҫулта кандидат пулса тӑнӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна КПСС членне илнӗ. 1955 ҫулта университетӑн юридици факультетӗнчен чаплӑ паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.

Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Ставрополь крайне янӑ. Кунта вӑл парти картлашкипе хӑпарма пуҫланӑ. Малтан ВЛКСМ-ра пулнӑ, каярах вырӑнти КПСС уйрӑмӗнче ҫӳллӗрех вырӑнсем йышӑннӑ. 1970 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче пуҫласа вӑл КПССӑн Ставропольти крайкомӑн пӗрремӗш секретарӗ пулса тӑнӑ. Ӑна темиҫе хут та СССР Аслӑ Канашӑн Совет Союзӗн депутатне суйланӑ. 1985 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Константин Черненко вилнӗ хыҫҫӑн, ӑна КПСС ТК тӗп секретарьне суйланӑ. Ҫапла май вӑл СССР ертӳҫин вырӑнне йышӑннӑ. 1990 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче СССР халӑх депутачӗсен съездӗнче ӑна СССР Президентне суйланӑ. Ҫапла май вӑл СССР пӗрремӗш президенчӗ пулса тӑнӑ. 1991 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче, ГКЧП пулса иртнӗ хыҫҫӑн, вӑл хӑй ирӗкӗпе КПСС ТК тӗп секретарӗн вырӑнне пӑрахса кайнӑ. Каярах СССР та арканса кайнӑ.

#Раҫҫейре, #ҫухатусем, #истори, #политика, #Ставрополь енӗ, #Привольное

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/politika/15601799
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1162.22.4370
2022.08.31 09:02
Agabazar
ПульниЦЦа.
Мĕтри Ванччă // 3139.65.8372
2022.08.31 15:37
Горбачев пек ертÿçĕсем Раççей историйĕнче (тĕнче историйĕнче те) питĕ сайра пулаççĕ. Çав тери пысăк та пархатарлă çын, чăн-чăн реформатор. Пĕртте хăйшĕн мар, çĕршыв малашлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕн тăрăшнă вăл яланах. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, вăл 30-40 çул калла илсе килнĕ часрах çĕнĕрен килсе уçса яринччĕ пăнтăх кунсен йывăрне
Мĕтри Ванччă (тÿрлетсе çырни)) // 3171.59.3205
2022.09.01 13:32
"30-40 çул калла илсе килнĕ варкăш" тесе вуламалла

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем