Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Студентсем патӗнче тӗл пулура — Кервен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 20.11.2025 08:34 | 36 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче филологи пӗлӗвӗ илекен студентсем патӗнче ҫак кунсенче ку чухнехи пултаруллӑ чӑваш поэчӗ Василий Кервен тӗлпулура пулчӗ. Паллӑ сӑмах ӑсти поэзи ӗретӗнчи сонет жанрӗпе паллаштаракан, Н.Н. Осипов доцент ирттернӗ, уҫӑ занятине хутшӑнчӗ.

Чӑваш сонет ӑстисен йышӗ пысӑк мар. Теветкел, Кервен, Айдаш тата пӗр икӗ хушамат асӑнма пулать. Сонет поэзи ӗречӗн кӑткӑс жанрӗсенчен пӗри. Ӑна шухӑшӑн ҫирӗп йӗркине пӑхӑнса хайламалла, 14 йӗркерен тӑракан лирикӑллӑ хайлавра ҫирӗплетни, иккӗленни, пӗтӗмлетни пулмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫаврасенчи рифмӑсен те, малтанхи тӑватшар йӗркерен тӑракан икӗ строфинче рифмӑсем ҫавра (абба) е хӗреслӗ (абаб), юлашки виҫшер йӗркерен тӑракан икӗ строфан хӑйсен рифмине пӑхӑнмалла. Ҫак меле ал ҫеммине ҫавӑрнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ – Теветкел чӑвашла сонетсем ҫырас енӗпе чи пултаруллисенчен пӗри. Вӑл акӑлчан поэчӗн Шекспирӑн пур сонетне те чӑвашла куҫарнӑ. Кервенӗн те сонет хайлас енӗпе ӑсталӑх пысӑк. Вӑл чылай хайлав ҫырнӑ ҫак жанрпа. Вӑл сонет канонне тӗп-тӗрӗс тытса пыраканӗсенчен пӗри. Унӑн сонет кӑшӑлӗсем те пӗрре анчах мар. Кервен поэзи ӗретне ҫӗнӗ – гиперсонет тӗсне парнеленӗ поэт. Гиперсонет мӗн пурӗ те икӗ рифмӑран кӑна тӑрать. Гиперсонет ҫыракансем ку таранччен пулман-ха. Ҫавӑнпа та Кервене ҫирӗппӗнех сонетӑн ҫӗнӗ тӗсне йӗркелекенӗ теме пултаратпӑр. Сонетӑн ҫак тӗсӗпе Кервен темиҫе сонет та йӗркеленӗ ӗнтӗ.

Паянхи чӑваш тата тӗнче литературине яр уҫҫӑн курса тӑракан Василий Гавриловичӑн студентсене каласа памалли сахал мар пулчӗ. Сонетсене вуласа тишкерчӗҫ уҫӑ занятинче, хайлавсенчи сӑнарлӑхпа илемлӗх тӗнчине тӗпчерӗҫ. Тӗл пулура пултаруллӑ поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, журналист вырӑссен генилле поэчӗн А.С. Пушкинӑн чӑвашла хӑй куҫарнӑ хайлавӗсен кӗнекипе пулас вӗрентекенсене паллаштарчӗ. Кервен куҫарӑвӗсенче Пушкина чӑн чӑвашла янӑранине палӑртрӗҫ тӗл пулӑва пухӑннисем.

Хӑй вӑхӑтенче, 15 ҫул ытла, Шупашкарти коопераци институтӗнче студентсене пӗлӳ пани Василий Гавриловича студентсемпе хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупма пулӑшрӗ. Тӗл пулу ҫав тери чӗрӗ те ҫивӗч иртрӗ.

#тӗлпулусем, #студентсем, #ЧППУ, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем