Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юр ҫӑвасса кӗтетӗр-и? «Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗтмелли нумаях юлман.
Эрне вӗҫнелле, раштав уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче, йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Ҫапла ҫӗр шуралӗ. Вӑл ирӗлсе каймӗ ахӑртнех, мӗншӗн сывлӑш температури 0 градус пулӗ.
Ҫитес эрнере вара юмахри пек хитре пулӗ: уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ура айӗнче юр кӑчӑртатӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, раштавӑн иккӗмӗш декадинче тата нумайрах юр ҫӑвӗ, вӑйлӑрах сивӗтӗ.
