Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗнче уҫлӑхӗнче ҫынсем усӑ куракан мӗнпур информацие тӗрӗслесе тӑма палӑртать иккен. Ҫакӑн пирки паян чылай интернет-кӑларӑм тенӗ пекех хыпарларӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки вара малтанласа «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.
Интернет-уҫлӑхри ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби провайдерсене интернет-трафик пирки информацие ҫырса пыма тата ӑна упрама хушасшӑн имӗш. Спецслужбӑсем интернет-правайдерсен даннӑйӗсен бази патне тӳрремӗнех тухайӗҫ, телефон номерӗсене, IP-адрессене, халӑх тетелӗсенче шута илнине, электрон почта адресӗсене тата тӗнче тетелӗпе усӑ куракансене сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫавӑн валли кирлӗ оборудование операторсен ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтармалла иккен.
Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсем Сталин саманипе танлаштарнине те илтме тивет. Ун йышшисем уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек пулӗ-шим тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Хӑшӗсем вара: «Банкра укҫа-тенкӗ ҫук, ют арӑмсем патне чупмастӑп. Ман нимрен те шикленмелли ҫук», — тесе ал сулаҫҫӗ.
Agabazar // 1507.18.6587
2013.10.22 02:56 | |
Çак хыпарта асăннă пулăм çинчен пуринчен те лайăхрах çырса кăтартаканĕ — Эльдар Муртазин. http://mrmurtazin.com/2013/10/21/bo ... sb-za-schet-biznesa/ | |
Agabazar // 6576.2.1114
2013.10.22 07:25 | |
Мĕншĕн иккĕмĕш комментари компьютера сӳнтерсе илнĕ хыççăн çеç яма май пур? | |
