Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарти 49-ти арҫын тата тӗрмере ларакан 43-ри арҫын эрех ӗҫекен пӗччен арҫынсене авлантарнӑ, унтан ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫыртарнӑ
Ҫапла вӗсем 32-ри ҫӑмӑлттай хӗрарӑма пӗччен арҫынпа паллаштарнӑ, вӗсем пӗрлешнӗ. Кайран упӑшки ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ. Хӗрарӑм упӑшкин шанчӑкне кӗрсе унӑн пурлӑхӗпе хуҫаланма ирӗк паракан доверенноҫ ҫыртарнӑ. Каярахпа упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хайхи хӗрарӑм хӑйӗнпе пӗр каварлисемпе пӗрле банкран арҫыннӑн 2 млн тенкине илнӗ.
Вӗсене тытса чарнӑ. Халӗ следстви пырать.
