Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Прогноз кӑштах улшӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрлӑ ҫумӑр мар, юр ҫӑв. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт. Ыранччен юр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла ӑшӑтӗ, каҫхине 0-5 градус сивӗтӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Шӑматкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ, анчах темиҫе сехетренех йӗпе тата типӗ юр ӳкме пуҫлӗ. Вырсарникун ирхине кӑна ҫума чарӑнӗ – кӑнтӑрла кӑштах уяртӗ, 2-4 градус ӑшӑ пулӗ.
Тунтикун каллех юр ҫума пуҫлӗ, 4-9 градус сивӗтӗ. Ҫитес эрне варринче вара ҫӗрлесерен 20-25 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен уяртӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗнче каллех юр ҫума пуҫлӗ.
