
- Шурсухалсем Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчи Ленинла комсомол урамӗнчи Николай Адер усламҫӑн «Кӑмаша» суту-илӳ центрӗн пуҫлӑхӗн кабинетӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта нумай коммунистсен хаҫачӗсем. Н. Адерӑн пичетленнӗ статьясемпе те. Ялтан та Шупашкар округӗнчи Станьял ялӗнчен Чаптай Элмен ҫитрӗ.
- Ларӑва Н.М. Адер ертсе пынӑ. Протокол унӑн секретарӗ Галина Севастьянова ҫырчӗ.
- Ертӳҫӗ чӑваш орфографи йӗрки ҫинчен документсем; Чӑваш Республикин ертӳҫин шӑлавӗ; пионерсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӗркелесси; хӑйӗн суту-илӳ центрӗн, музейӗн Культура центр туса реорганизацилесси; тата ытти ыйтусене хускатнӑ.
- Чӑваш ваттисен канашӗн ҫӗнӗ ертӳҫине те суйланӑ. Икӗ кандидат тӑратнӑ. Федор Карягин самоотвод илнӗ. Пуҫлӑх пулас тесе Николай Адера суйланӑ.
- Ларура ваттисен канашӗн малтанхи секретарӗ Владимир Долгов (Акташ) ятарлӑ заявлени тӑрса каланӑ: «Эпӗ Николай Адера тата пирӗн канашӑн членӗсене хисеплетӗп. Анчах Адерӑн «сулахай» коммунистла идейисемпе, туртӑмсемпе шухӑш-кӑмӑл майлӑ мар. 1991 ҫулта СССР саланнӑ. КПСС — та. КПРФ саккунлӑ майпа ӗҫлет. Демократиллӗ обществӑра саккун тӑрӑх тӗрлӗ партисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Эпӗ демократишӗн.
- Алексей Бойков: Эпӗ те ҫапла шухӑшлатӑп. Тата эпӗ те уйрӑм заявлени калатӑп: Шупашкарти Ҫӗнтерӳ Паркӗнчи Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра пуҫ хунисемшӗн мемориал. Урӑх хӗҫ-пӑшал конфликчӗсен, вӑрҫӑсенче хутшӑннисемшӗн мар. (Сергей Щар фотограф А. Бойковӑн аллине чӑмӑртать.)
- Федор Карягин: Алексей Бойков ҫак хутлӑ заявлени мана панӑ.
Лару хыҫҫӑн эпӗ Юрий Дадюковран ыйтрӑм:
— Эсӗ те КПРФ членӗ-и?
— Ҫапла. 1998-мӗш ҫултан. Борис Ельцин политикипе килӗшменрен.
Федор Карягин: Эпӗ партирен тухман та.
— КПСС речӗсенчен-и?
— Ҫапла.
Николай Адер: Эпӗ «сулахайри ҫын». Долгов — «сылтӑм».
— Демократиллӗ обществӑра «сылтӑм» та, «сулахайри» те, «центристсем» те пур. Ку йӗркеллӗ пулӑм. Тата оппозици те.
Тимӗр Акташ.
Шупашкар. 2026-мӗш ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗ.
Фотоӳкерчӗкре: Чӑваш ваттисен канашӗн ларӑвӗ. Фото: Тимӗр Акташ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
#ларусем, #ваттисем, #Шупашкар, #чӑвашӑх