Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫейри влаҫсем республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе вӗренӳ кӗнекисен пӗрлӗхлӗ патшалӑх йышне тума йышӑннӑ. Патшалӑх правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йышӑнӑва Раҫҫей патшалӑх чӗлхе политикин никӗсӗсене пурнӑҫа кӗртессин мероприятисен планне кӗртӗҫ.
Планпа килӗшӳллӗн специалистсем наци чӗлхисемпе литературӑна вӗрентмелли ҫӗнӗ методологие вырӑс чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарса хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулсем валли икӗ чӗлхеллӗ сӑмахсарсем кӑларма, вӗрентӳпе меслетлӗх базине йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне чӗлхесене патшалӑх реестрне кӗртмелли ӑслӑлӑх критерийӗсене те палӑртнӑ.
Чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварма кашни ҫул Раҫҫей шайӗнче преми парса чыслама, форумсемпе конференцисем ирттерме палӑртнӑ. Общество валли пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма та патшалӑх пулӑшӗ. Ҫак ӗҫсем чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне упраса хӑварма пулӑшӗҫ.
Пăшатан // 1262.98.8390
2026.05.28 21:23 | |
Хуплашка — вырӑсла. Патша саманинчи пек. | |
Пăшатан // 1262.98.8390
2026.05.28 21:26 | |
Епле-ха çын чăвашла калаçма-çырма-вулама тапрантăр. енчен вĕренткĕч хуплашки те чăвашла мар пулсан? | |
Аçтахар Плотников // 3206.55.3574
2026.05.28 21:42 | |
Хуплашкана ИИ-пе ӑсталарӑм. 81 тенкӗ тӑкакланчӗ (3 ӳкерчӗк туса пачӗ)... | |
Аçтахар Плотников // 3206.55.3574
2026.05.28 21:45 | |
Е ҫакна суйламаллаччӗ-и? https://gallery.chuvash.org/san/2960.html | |
