Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Спортра ют регионсенчи тата ҫӗршывсенчи сплортсменсене командӑна илнине эпир пурте пӗлетпӗр. Лайӑх услови туса парсан, укҫа аван тӳлесен вӑйлӑ спортсменсенех илӗртме пулать.
Чӑваш Енӗн биатлон командине те вӑйлатма йышӑннӑ. Республикӑн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн биатлон командине малтанласа 12 спортсменран йӗркеленӗ. Унӑн шӑнӑрӗ — хамӑр тӑрӑхри Даниил Денисов, Дмитрий Павлов, Олег Яковлев спорт мастерӗсем. Унсӑр пуҫне командӑна Петр Пащенко тата Елизавета Старикова тата ытти хӑш-пӗр атлет кӗнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 15–18 ҫулсенчи ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ пулӗ. Авӑн уйӑхӗн 24-21-мӗшӗсенче вара пирӗн патра ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫейӗн чемпионатне ирттерӗҫ. Ун чухне республика командине хаклама май килӗ.
