Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ пукана Игорь Степанов йышӑннӑ.
Игорь Владимировича ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калкан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчӗ вырнаҫтарнӑ.
«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Сывлах сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑрать. Игорь Степанова мӗншӗн ӗҫрен кӑларнине официаллӑ хутра пӗлтермен. Ку должноҫе ӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗр хулинчи И.И. Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академиийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Курганта та, Архангельск облаҫӗнче те ӗҫленӗ.
