Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса пӗрремӗш ӗҫсем ҫитрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.04.2014 13:20 | 2653 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ конкурс пуҫарни пирки пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Хыпара тӗрлӗ шкулсене ҫитерме тӑрӑшрӑмӑр. Ак, малтанхи ӗҫсем ҫите пуҫларӗҫ те ӗнтӗ.

«Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса чи пӗрремӗш Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗн ачисем хутшӑнчӗҫ теме пулать. «Шкул ТВ» каналта эсир Александр Ильин Яков Ухсайӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вуланине тата Анастасия Алексеева Любовь Мартьяновӑн «Чӑвашла» сӑввине илемлӗ шӑрантарнине курма пултаратӑр. Александр — 7 класс ачи, Анастасия вара 5-мӗш класа ҫӳрет. Ачасен ертӳҫи: чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Никитина Людмила Валериановна.

Ҫавӑн пекех аслисем хушшинче Олег Михайлович Цыпленков Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвва тата Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул-интернатӑн ӗҫченӗ Антонина Андреева Владимир Андреевӑн «Чӑвашла пуплер» сӑвва вуланисемпе паллашма пулать.

Эсир те хутшӑнсан ҫак ӑмӑрту чӑн та пысӑк шайра пулӗ! Ан вӑтанӑр, ырана ан хӑварӑр!

#ӑмӑртусем, #Сӑвар ТВ, #Шкул ТВ, #видеосем, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #конкурссем, #чӑваш чӗлхи, #Муркаш районӗ, #Ҫатракасси, #Ҫӗрпӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем