Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Паян чӑваш биатлонисткипе сывпуллашнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.02.2015 17:32 | 1658 хут пӑхнӑ
Спорт

Иртнӗ шӑматкун Тӗменре иртекен биатлон ӑмӑртӑвӗнче Анат Камӑри чӑваш гимназийӗнче вӗреннӗ Алина Якимкина биатлонистка вилсе кайнӑ. 21 ҫулхи хӗрӗн чӗри финиш умӗн, темиҫе ҫӗр метр юлнӑ чухне тапма чарӑннӑ. Вырӑнта пулнӑ тухтӑрсем ӑна ҫӑлса ӗлкереймен.

Ӑмӑртӑва Алина Удмурт Республикинчен кайнӑ. Раҫҫей кубокӗн этапне хӗрсен сборнӑйӗ тухтӑрсӑр килни паллӑ пулнӑ. Унчченхи тухтӑр каласа панӑ тӑрӑх юлашки тапхӑрта Алинӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ. «Эп командӑпа раштавӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлесе, кайран кайрӑм. Вӗсем ман вырӑнна никама та тупайман. Алинӑна эп хамах сӑнаса, унӑн кардиограмминчи улшӑнусене курса. Медицина чӗлхипе каласан ку реполяризаци процессӗсем сиенленни ятлӑ», — тенӗ Владимир Красильников. Вӑл хӑй хӗре темиҫе уйӑх курман ҫавӑнпа та пӑтӑрмах мӗнпе ҫыхӑннине тӗпрен илсен калаймасть иккен. Алина юлашки хут диспансерта кӗркунне пулнӑ. Унти тухтӑр хӗр сывлӑхӗ спорт валли юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫав хутпа килӗшӳллӗн Алинӑна ытти хӗрсемпе пӗрлех Тӗменри ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ та пулать.

Каласа хӑварас пулать, кӑҫал Алина качча кайма ӗмӗтленнӗ, туйччен темиҫе уйӑх кӑна пурӑнса ҫитереймен теҫҫӗ.

Алинӑпа сывпуллашу паян Анат Камӑра иртнӗ. Ӑна хула ҫӑвинче пытарнӑ.

#биатлон, #ҫухатусем, #спорт, #Тӗмен, #Удмурт Республики, #Тутарстан, #пӑтӑрмахсем

 

Комментари:

Agabazar // 1766.77.9078
2015.02.24 18:29
Agabazar
Эй-йай-йай!...
Agabazar // 2190.51.0822
2015.02.25 06:58
Agabazar
"Чӑваш биатлонистки" мар, "Чӑваш биатлонисткӑ" темелле пуль....
"Реполяризаци процесӗсем сиенленни" тени мӗне пӗлтерет-ши?
Agabazar // 3118.09.7386
2015.02.25 16:43
Agabazar
Эй, мӑнтарӑн Алини....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем