Тутарстанри «Флот РТ» организаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Хусантан Шупашкара «Метеор» карапсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Малтанласа вӗсем шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ ҫула тухӗҫ. Каярах кашнп кунах хутлама тытӑнӗҫ.
Хусантан «Метеор» ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫӳрӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче карапсем шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ килӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа — кашни кунах.
«Метеор» Хусантан 8 сехетре хускалӗ, Шупашкара 11 сехете ҫитӗ. Кунта тӑватӑ сехет тӑнӑ хыҫҫӑн каялла 15 сехетре тапранса кайӗ, Хусана 18 сехетре ҫитӗ.
Атӑлта пӗр арҫын сӗрекепе пулӑ тытнӑ. 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна транспорт полицейскийӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче асӑрханӑ. Вӗсем юханшыв тӑрӑх рейда тухнӑ. Ку хыпара Шалти ӗҫсен министерствин Атӑлҫи федераци округӗнчи Транспорт ҫинчи управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Браконьер сӗрекепе тӗрлӗ йышши 20 пулӑ тытма ӗлкӗрнӗ. Унӑн пуллине тата сӗрекине туртса илн.
Хальхи вӑхӑта тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе пуҫармассине палӑртӗҫ.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсем Атӑлта путма пуҫланӑ пулӑҫа пулӑшнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ку ирхине 7 сехет ҫурӑра Чӑваш Енпе Тутарстан чиккинче Куславкка хули патӗнче пулнӑ. Зеленодольск хулинче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын мотобуксировщикпе пынӑ. Ҫӗрле пӑр шӑннӑ тесе шаннӑ. Анчах вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ.
Юрать-ха, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Шӑнса кӳтнӗскере ҫӑлавҫӑсем Волжскри пульницӑна ӑсатнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет иртсен Атӑл леш енче «Вятка - Ҫурҫӗр» ҫул ҫинче пынӑ чухне «Киа» машинӑпа пынӑ 71 ҫулти водитель транспорта темӗн пырса ҫапӑннине туйнӑ. Пӑши пырса тӑрӑннӑ иккен.
Водитель аманман. Тискер чӗрчун вара вилмеллех суранланнӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ку ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 5 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ: Куславкка округӗнче, Атӑл ҫинче, арҫын пулла кайсан юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ та тухайман. Вӑл 3 сехет хӑй тӗллӗн тухма хӑтланнӑ. Анчах пултарайман.
Юлашкинчен пулӑҫ юлташӗнчен пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен юрҫӳрене юр ӑшӗнчен кӑларнӑ та пулӑҫа ҫыран хӗррине ҫитме пулӑшнӑ.
Шупашкарти Заовражное микрорайонта пӗр хӗр нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлма тесе тухнӑ. Вӑл Атӑлӑн сулахай енне тӳррӗн утса каҫас тенӗ. Анчах ҫухалса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха ҫакланнине ӑнланса илсен хайхискер Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ.
Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем мӗскӗне шырама тухса кайнӑ. Анчах хӗре юрҫӳренпе ярӑнма тухнӑ арҫын тӗл пулнӑ. Вӑл ӑна ҫыран хӗрне илсе ҫитернӗ.
Паян Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем Атӑлта пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пулӑшнӑ. Ку пӑтӑрмах юханшывӑн сылтӑм енче 10 сехетре насос станцийӗнчен инҫех мар пулса иртнӗ.
Арҫын ҫыран хӗрринчен 300 метр аякра пӑр айне анса кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вырӑна чи малтан Сергей Орлов тата Павел Самочков ҫитнӗ. Вӗсем Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС центрӗн инспекторӗсем.
Пӑрлӑ шывран туртса кӑлариччен арҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ӑна ҫӑлсан тухтӑрсен аллине панӑ.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче республикӑра ҫил-тӑвӑл алхасрӗ. Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти полици капитанӗ Сергей Ежов патруль катерӗпе Атӑл акваторийӗнче пулнӑ.
Ҫил-тӑвӑл пуҫлансан Атӑлӑн сулахай енче канакансем ҫуйхашма пуҫланӑ: ачасем макӑрнӑ, хӗрарӑмсем кӑшкӑрашнӑ, йывӑҫсем ӳкнӗ. Сергей Ежов вӗсене ҫыран хӗррине пырса катера ларма хушнӑ. Ҫапла вӑл 7 рейс туса 30 хӗрарӑмпа ачана Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле каҫарнӑ.
Куншӑн полици капитане ШӖМӗн «Ҫӑлнӑ чухне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ.
Ҫак кунсенче М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче строительсем Атӑл урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче асфальт сарса пӗтернӗ. Вӑл - ҫак ҫул ҫинчи чи вӑрӑм кӗпер: 3362 метр тӑршшӗ, 25 метр сарлакӑш.
Халӗ унта тимӗр картасем вырнаҫтараҫҫӗ. Кайран кӗпер ҫинче ҫутӑ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: ҫак кӗпере 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, уҫасшӑн. Ҫавӑн чухнех машинӑсем Мускавран Хусана ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ҫул Мускавран пуҫласа Арзамас таран уҫӑ.
Чӑваш Енре юханшыв транспорчӗпе ҫула тухакансем йышлӑ. Кӑҫал унпа 90 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫынсем юханшыв транспорчӗпе уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ. Кун пек пулӑшупа 38 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Регионсем хушшинчи маршрутсемпе хутлакан хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе 26 пин ытла пассажир ҫула тухнӑ.
«Шупашкар — Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗ» маршрута ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче хупнӑ, «Шупашкар — Хусан» тата «Шупашкар — Свияжск» маршрутсене — авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче.
Ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме илсе каякан пӑрахутсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |