Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑра вӑрманта пушар пулнӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Атӑл леш енче Шупашкар лесничествинче, тепри Комсомольски районӗнче Канаш лесничествинче пулнӑ.
Атӑл леш енчи пушара шупашкарсем те курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ пушарӗ те ҫынсем ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пулнӑ.
Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче типӗ курӑк тивсе кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, катер баржӑпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вилнӗ тӑватӑ ҫынран пӗри - прокуратурӑра тӑрӑшнӑ 34 ҫулти Андрей Сорокин. Кун пирки федераци МИХӗ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пристань ҫывӑхӗнче катер баржӑн сӑмсипе пырса ҫапӑннӑ. Катер 38-ти Степан Сорокинӑн пулнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне Карап ҫинче 38 ҫулти Андрей Шилов тата Алексей Яковлев пулнӑ.
Атӑл ҫинче катер инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнипе вӗҫленнӗ.
Инкек тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Катер баржӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 23 сехет те 50 минутра, Шашкар поселокӗ тӗлӗнче пулнӑ.
«Voyager 67» катер гипс турттаракан баржӑпа пырса ҫапӑннӑ. Катерти 4 арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Катер баржа умӗнчен иртсе каяс тенӗ-мӗн, анчах ӗлкӗреймен.
Куславкка районӗнче Атӑлта "Сормовский-3068" ятлӑ йывӑр тиев илсе ҫӳрекен карап ӑшӑха ларнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине паян пӗлтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 6 ҫын. Кунсӑр пуҫне ведомствӑн техники те пулӑшма килнӗ.
Аса илтерер: Атӑлта карап ӑшӑха ларни ытти ҫулсенче те пулнӑ.
Атӑл леш енче хӑйне евӗр акӑшсем (кликунсем) вырӑн тупнӑ. Кун пирки «Шупашкарти хыпарсем» сайт пӗлтерет.
Акӑшсем Атӑл леш енчи пӗр кӳлӗне вӗҫсе килнӗ. Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм. Мӗншӗн тесен ку таранччен республикӑра унашкал акӑшсем пӗр вырӑнта тӗпленнине ҫеҫ шута илнӗ.
Акӑшсем ҫынран хӑрамаҫҫӗ пулин те вырӑнти халӑха вӗсене тӑрантарма сӗнмеҫҫӗ. Вӗсем аяккарах вырнаҫнӑ кӳлле вӗҫсе кайсан лайӑхрах, мӗншӗн тесен унта вӗсемшӗн хӑрушлӑх ҫук.
Куславккари шкул ачисем пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма шутланӑ. Юрать-ха, ку инкекпе вӗҫленмен.
Пӗчӗк кимӗсен патшалӑх тӗп инспекторӗ Герман Майков «Чӑваш ен» ПТРК ӳкернӗ сюжетра каланӑ тӑрӑх, ку ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Куславккара вӗренекен тӑватӑ шкул ачи пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма кайнӑ. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӗсем патне вӑхӑтра ҫитнӗ.
Ачасене ҫыран хӗррине илсе тухсан вӗсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Килте ашшӗ-амӑшӗ те вӗсемпе калаҫнӑ.
Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ.
Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр.
Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Атӑлта рак тытнӑ. Ӑна Чӑваш Енри транспорт полицийӗ тытса чарнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын Атӑлта пӑр шӑтарса унта 50 метр сарлакӑш тетӗл янӑ. Пулӑҫ аллине ҫапла майпа 15 рак тата темиҫе пулӑ ҫакланса ӗлкӗрнӗ. Транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рака кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсене ҫав арҫын 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӑван чӑваш ҫӗрне хӑйӗн ытарайми шывӗпе чӑпӑл туса юхса выртакан аслӑ юханшыва Атӑл тетпӗр. Тутарсем Идел теҫҫӗ. Ӗлӗкрех ӑна Итил тени те пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем, пӑлхар-чӑвашсем, ӗлӗк-авал мӗнле каланӑ-ши ҫак мӑнаҫла юханшыва? Ӑна эпир Харьков хулинче пурӑннӑ тӗпчевҫӗ-арабист А.П. Ковалевский хатӗрлесе кӑларнӑ «Книга Ахмеда Ибн-Фадлана» кӗнекере вулама пултаратпӑр. Ҫак кӗнекен 152 страницинче ҫапла ҫырни пур:
«Мы (царь) отправились, пока не увидели на реке Атыл некоего человека — рост его был двенадцать локтей, он имел большую голову и руки, а длина его ноги была размером в две четверти...»
Атыл — урӑхла, чӑваш саспаллисемпе ҫырсан, шӑп та лӑп Атӑл пулса тӑрать.
Ҫак пӗчӗк ҫеҫ тӗслӗх те пирӗн чӑваш чӗлхи авалхи пӑлхар чӗлхине малалла тӑсаканӗ пулнине хӑйне май кӑтартса парать, мӗншӗн тесен, вырӑн, тавралӑх ячӗ (топонимика) хӑвӑрт улшӑнакан япала мар, пин-пин ҫул хушши халӑх чӗлхинче ним улшӑнмасӑр пурӑнать.
Ҫанталӑк самай ӑшӑтрӗ, ҫавна май пӑр ҫине тухма та хӑрушӑ. Анчах пулӑҫсене ку хӑратмасть.
Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче арҫынсем пулӑ тытса ларнӑ хушӑрах Атӑл ҫинчи пӑр катӑлма тытӑннӑ. Пӗр пайӗ катӑлса шалаллах юхма пуҫланӑ. Пулӑҫсем пурте тенӗ пек ҫыран хӗрринче чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Пӗри ҫеҫ, ватӑраххи йывӑр тум тӑхӑннӑскер, ӗлкӗреймен.
Тусӗсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем часах ҫитнӗ. Пулӑҫа пӑр ҫинчен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Юрать-ха, унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех.
Пулӑҫсене асӑрхаттараҫҫӗ: пӑр ҫине тухма халӗ хӑрушӑ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.