Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мускав

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нумаях пулмасть «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта Юлия Переверзева ҫӗнтернӗ. Унӑн йӑх несӗлӗсем – Чӑваш Енрен.

Юлия Мускавра пурӑнать. Унӑн ашшӗ – Чӑваш Енрен. Юлия хӑй те 11-16 ҫулта чухне Шупашкарта пурӑннӑ, чӑвашла калаҫма, ташлама вӗреннӗ.

Юлия конкурсра та чӑваш эрешӗллӗ тум тӑхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75505
 

Чӑваш чӗлхи
Алексей Макаревский страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алексей Макаревский страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Балашиха хулинчи «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) кану центрӗнчи «Тӑвансемӗр» вырӑс-чӑваш юррин ансамблӗ «Музыка в метро» проекта хутшӑннӑ.

Ансамбль ертӳҫи — Лидия Петрова.

Проект пирки Алексей Макаревский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — нумай енлӗ проект.

Музыкантсем ҫӗнӗ итлекенсене тупаҫҫӗ, пассажирсем ҫула май тенӗ пек юрӑ-кӗвӗпе киленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall227141029_2996
 

Персона
"Контактри" сӑн ӳкерчӗк
"Контактри" сӑн ӳкерчӗк

Мускавра «Раҫҫей регионӗсем: ҫирӗп аталану малашлӑхӗ» конференци иртнӗ. Унта ертӳҫӗсен хушшинче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Чӑваш Ен валли кӑмӑллӑ хыпар пур: «Паха тӗрӗ» фабрикӑн тӗп директорӗ Наталия Посынкина «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ директорӗ» ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен Правительствин премьер-министрӗ Дмитрий Краснов пирӗн республика пултаруллӑ хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе мухтаннине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20405
 

Раҫҫейре

Мускавра иртнӗ «Пыл хурчӗ тата ҫын» конгресра чӑваш пылне тивӗҫлипе хакланӑ. Леонид Кудряшовӑн пылӗ 35 ҫӗршывран илсе килнӗ пылсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Унӑн тути ҫемҫе, паха. Ку жюрие чӑннипех те тӗлӗнтернӗ.

Леонид ӑна Етӗрне округӗнчи Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче туса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-194537172_457246841
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫӗнӗ больница тӑвасшӑн. Ҫак темӑна республика Элтепере Олег Николаев Мускавра пулнӑ чухне Раҫҫейӗн строительство министрӗпе Ирек Файзуллинпа тӗл пулсан хускатнӑ.

Шупашкарта Республикӑн клиника больницин ҫӗнӗ комплексне тӑвасшӑн. Проектпа пӑхҫа хӑварна тӑрӑх, больницӑн корпусне, Президент перинаталь центрне, Васкавлӑ пулӑшу больницине тата Республикӑн судпа медицина бюровӗн экспертизин тата Инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн медицинин республикӑри центрӗн окрпусӗсене тӑвасшӑн. Комплексӑн пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1424 койкӑпа танлашӗ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче СССР спорт мастерӗн Артур Аветисяна халалласа каратэ енӗпе анлӑ турнир иртнӗ. Унта Раҫҫейри 42 регионти 2200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Чӑваш Енри спортсменсем те вӑй виҫнӗ. Ку кӑна мар, лайӑх кӑтартусемпе те палӑрнӑ. Владимир Шурманов, Георгий Яковлев тата Кирилл Исайкин хӑйсен ӳсӗмӗнчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Белов тата Руслан Самарин кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Анна Яковлева пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ксения Никитина 18-20 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19933
 

Ҫул-йӗр

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче хак ӳснӗ. Кун пирки «Автодор» пӗлтерет.

Халӗ ҫӑмӑл машинӑпа пӗтӗм трассӑпа каяс тӑк 5217 тенкӗ тӳлемелле. Унччен 4948 тенкӗ пулнӑ. Канашран Мускава ҫитме – 4438 (4094 тенкӗ пулнӑ) кӑларса хумалла. Ҫӗмӗрлерен Мускава ҫитме – 4083 тенкӗ. Унччен 3747 тенкӗ пулнӑ.

Аса илтерер: М-12 ҫула 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ.

 

Персона
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.

Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Элтепер телеграм-каналӗнчи сӑн
Элтепер телеграм-каналӗнчи сӑн

Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли курс уҫӑлнӑ. Вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ представительствинче вырнаҫнӑ.

Чӑваш чӗлхине вӗренме тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири ҫынсем килеҫҫӗ. Малтанхи занятисенче вӗсем чӑваш алфавитне, уйрӑм сӑмахсене калама вӗренӗҫҫӗ, вуласа та пӑхаҫҫӗ.

Курс ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Анчах Мускав ҫыннисем ӑна халех тӑстарасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Персона

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин «Кинопоискра» чи лайӑх актерсен ТОП-10 списокне кӗнӗ.

Владимир пӗлтӗр экран ҫине тухнӑ «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышӑнать.

Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех вӑл театрпа, литературӑпа кӑсӑкланнӑ, КВНа хутшӑннӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти культура училищине вӗренме кайнӑ, унтан Мускавра ӑс пухнӑ, «Щепкӑра» Юрий тата Ольга Соломинсем патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/4597
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 138
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 27

1937
88
Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ.
1951
74
Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1991
34
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем