Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мускав

Пӑтӑрмахсем
denis.sarychev.me сайтри сӑн
denis.sarychev.me сайтри сӑн

Паян Шупашкартан Мускава вӗҫекен «Победа» самолет инкек сиксе тухни пирки сигнал панӑ хыҫҫӑн Шереметьево аэропортӗнче авариллӗ майпа анса ларнӑ. Телее, 11:56 сехетре ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ, никам та аманман.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Boeing 737 (DP 6808 рейс) самолетӑн малти стойки юсавсӑр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Экстреннӑй службӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Вӗсене пурне те Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑрах мар.

Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Шупашкартан Мускава самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Кун пирки аэропорт пресс-служби пӗлтерет.

«Победа» авиакомпани расписание хушма рейссем кӗртме йышӑннӑ. Ку раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.

Сӑмах май, Раҫҫей чукун ҫулӗ те Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта хушма пуйӑссем яма палӑртнӑ.

 

Персона
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Новочебоксарский» теплица комплексӗнчи Екатерина Аввакумова пахчаҫӑ-агроном «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) конкурсра «Пахчаҫӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Наградӑпа ӑна ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут чысланӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑшӑн 1 миллион тенкӗ преми панӑ.

Екатерина Аввакумова унччен республикӑри ҫавӑн пек конкурсра ҫӗнтернӗ, кайран вӑл федераци шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Шупашкара Мускавран йышлӑн килӗҫ. Кун пирки Мускав мэрӗн ҫумӗ Максим Ликсутов пӗлтерни пирки Metro Moscow хыпарланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗре автобуспа кайма Мускав ҫыннисем 13 пине яхӑн билет туяннӑ. Ҫынсем кайма уйрӑмах кӑмӑл тунӑ хуласен шутӗнче Шупашкар, иккӗмӗш вырӑнта – Минск, унтан — Ставрополь. тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш вырӑнта — Элиста тата Йошкар-Ола.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал пирӗн Шупашкарти аэропорт 600 пин пассажира йышӑннӑ. Аэропортӑн ҫӗнӗ историйӗнче кун пекки пӗрремӗш хут тесе пӗлтерет аэровокзалӑн пресс-служби.

600 пинмӗш пассажир Мускавран «Аэрофлот» авиакомпанин самолёчӗпе вӗҫсе килнӗ. Пӗлтӗр Шупашкарти аэропорт 577 пин ҫынна йышӑннӑ.

 

Культура
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ «Дом культуры. Новый формат» (чӑв. Культура ҫурчӗ. Ҫӗнӗ формат) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ.

Культура ҫурчӗ «Клуб йышши регион шайӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗ пурнӑҫа кӗртнӗ проект» номинацире «Тӗрленӗ Раҫҫей» пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль ирттернипе палӑрнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра, Раҫҫейӗн Культура министерствин Пысӑк кинозалӗнче, чысланӑ.

Конкурса 72 регионтан 150 проектпа хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑххӑрӑшне суйласа илсе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкара Мускавран вӗҫсе килекен «Победа» авиакомпани самолёчӗ ҫур сехет каярах юлса ҫула тухнӑ. Ҫакӑ республикӑн тӗп хулине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем йышлӑ тапӑннипе ҫыхӑннӑ.

Аса илтерер: паян ирхи 2-3 сехет тӗлӗнче беспилотниксем тапӑннӑ. Пӗри 12 хутлӑ ҫурт тӑррине лекнӗ. Икӗ ҫурт сиенленнӗ, икӗ ҫын суранланнӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче пурӑнакан Лариса Анисимова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн ылтӑн пылӗ» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Вӑл «Ҫӑка пылӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Лариса 10 ҫул ытла ӗнтӗ вӑрманти утарта вӗлле хурчӗсем тытать. Ӗҫчен хӗрарӑм хӗлле Мускавра пурӑнать, ытти вӑхӑтра тӑван ялӗнче ӗҫлет.

Ҫакна та палӑртмалла: вӑл иртнӗ уйӑхра Мускавра иртнӗ «АпиДар» конкурсра иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_80541
 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫӗнӗ опера-мюзикла сцена ҫине кӑларассипе ҫине тӑрать. «Сказ о купеческой дочери и волшебном цветке» ӗҫе курма культура учрежденийӗ куракансене ҫитес уйӑхра, раштав уйӑхӗн 13 тата 14-мӗшӗсенче, йыхравлать.

Музыка спектакльне филармони республика Элтеперӗн укҫипе хатӗрлет.

Опера-мюзикла Сергей Аксаковӑн «Аленький цветочек» юмахне тӗпе хурса хатӗрленӗ. Финала хаваслӑн вӗҫлес тенӗ.

Либретто авторӗсем — Игорь Зубков тата Олег Машаров, композиторӗ — Игорь Зубков (Мускав), сӑвӑ авторӗ — Сергей Плотов (Мускав), режиссёрӗ — Олег Машаров (Мускав), хореографӗсем — Кристина Игнатьева, Сергей Ререкин, Ирина Гаврилова.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 139
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 12

1880
146
Кириллов Тарас Киррилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1921
105
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх театрӗ уҫӑлнӑ.
1921
105
Шупашкарта «Тӑван ене тӗпчекен общество» йӗркеленнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи