Шупашкарта ҫӗнӗ больница тӑвасшӑн. Ҫак темӑна республика Элтепере Олег Николаев Мускавра пулнӑ чухне Раҫҫейӗн строительство министрӗпе Ирек Файзуллинпа тӗл пулсан хускатнӑ.
Шупашкарта Республикӑн клиника больницин ҫӗнӗ комплексне тӑвасшӑн. Проектпа пӑхҫа хӑварна тӑрӑх, больницӑн корпусне, Президент перинаталь центрне, Васкавлӑ пулӑшу больницине тата Республикӑн судпа медицина бюровӗн экспертизин тата Инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн медицинин республикӑри центрӗн окрпусӗсене тӑвасшӑн. Комплексӑн пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1424 койкӑпа танлашӗ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче СССР спорт мастерӗн Артур Аветисяна халалласа каратэ енӗпе анлӑ турнир иртнӗ. Унта Раҫҫейри 42 регионти 2200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри спортсменсем те вӑй виҫнӗ. Ку кӑна мар, лайӑх кӑтартусемпе те палӑрнӑ. Владимир Шурманов, Георгий Яковлев тата Кирилл Исайкин хӑйсен ӳсӗмӗнчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Белов тата Руслан Самарин кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Анна Яковлева пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ксения Никитина 18-20 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче хак ӳснӗ. Кун пирки «Автодор» пӗлтерет.
Халӗ ҫӑмӑл машинӑпа пӗтӗм трассӑпа каяс тӑк 5217 тенкӗ тӳлемелле. Унччен 4948 тенкӗ пулнӑ. Канашран Мускава ҫитме – 4438 (4094 тенкӗ пулнӑ) кӑларса хумалла. Ҫӗмӗрлерен Мускава ҫитме – 4083 тенкӗ. Унччен 3747 тенкӗ пулнӑ.
Аса илтерер: М-12 ҫула 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.
Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли курс уҫӑлнӑ. Вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ представительствинче вырнаҫнӑ.
Чӑваш чӗлхине вӗренме тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири ҫынсем килеҫҫӗ. Малтанхи занятисенче вӗсем чӑваш алфавитне, уйрӑм сӑмахсене калама вӗренӗҫҫӗ, вуласа та пӑхаҫҫӗ.
Курс ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Анчах Мускав ҫыннисем ӑна халех тӑстарасшӑн.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин «Кинопоискра» чи лайӑх актерсен ТОП-10 списокне кӗнӗ.
Владимир пӗлтӗр экран ҫине тухнӑ «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышӑнать.
Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех вӑл театрпа, литературӑпа кӑсӑкланнӑ, КВНа хутшӑннӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти культура училищине вӗренме кайнӑ, унтан Мускавра ӑс пухнӑ, «Щепкӑра» Юрий тата Ольга Соломинсем патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.
Вӑл алӑсӑр ҫуралнӑ, анчах ишме пултарать. Ӑмӑртусене хутшӑнса спорт мастерӗн кандидачӗ те пулса тӑнӑ. Ку сӑмахсем – Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулти Кирилла Александров пирки.
Кирилл халӗ 2028 ҫулта иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнма хатӗрленет. Ҫавӑнпа вӑл Мускава Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Сергей Жилкин патне хатӗрленме ҫӳрет.
Хӑйӗн ӑнӑҫӑвӗсем пирки Кирилл телеграмм-каналӗнче пӗлтерсе тӑрать: «Несломленный пловец» ятлӑ вӑл.
Паян Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Минникадире Зейдулловна Хамбикова 100 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗнче темӗн те курма тивнӗ пулсан пурнӑҫа яланах юратнӑ вӑл.
Минникадире Зейдулловна ҫак округрах Ыхраҫырми ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен аслисен ҫумӗнче ӗҫленӗ вӑл.
Вӑрҫӑ пӗтсен хӗр Мускава савута ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Вӗсем пӗрле Шӑнкӑртам ялне таарӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, ҫурт ҫӗкленӗ. Мӑшӑр 7 ачана кун ҫути парнелесе ура ҫине тӑратнӑ.
Халӗ Минникадире Зейдулловнӑн 23 мӑнук, 40 кӗҫӗн мӑнук, вӗсен икӗ ачи пур. Чухне
Пӗлтӗр 100 ҫул тултарнӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫав датӑна халалланӑ программӑпа пӗлтӗр 9 хулара пулнӑ.
Концерт учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театрализациленӗ гастроль программипе Екатеринбург, Тӗмен, Нефтеюганск, Нижневартовск, Сургут, Ханты-Мансийск, Пермь, Мускав тата Чулхула хулисенче пулнӑ.
Юлашки 245 ҫула илсен иртнӗ ҫул Мускавра чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ. Кун пирки метеорологсем пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр кӑрлачпа ҫу уйӑхӗ ҫеҫ питӗ сивӗ тӑнӑ. Ытти 10 уйӑх Мускавра ытти ҫулхинчен ӑшӑрах пулнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Мускаври патшалӑх университечӗн пресс-службинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Аврамий Ильич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин паянхи историйӗн патшалӑх архивне йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |