Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрутка ҫул ҫинче пынӑ чухнех алӑксӑр тӑрса юлнӑ. Ку Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулнӑ.
Ку видеорегистратор ҫине лекнӗ. Автобус «Мегастрой» чарӑну патӗнчен хускалса Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайсан уҫӑ алӑкпа пынӑ. Кӑштах кайсан ҫул хӗрринчи юр патнерех пынӑ та алӑк хӑйпӑнса ӳкнӗ.
Паян Ҫӗмӗрле хулинче 13 сехет ҫурӑра Мебельщик тӑкӑрлӑкӗпе Ленин урамӗ хӗресленекен вырӑнта авари пулнӑ. «Шкода» 5-мӗш маршруткӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 64-ри арҫын ларнӑ. ГАЗельте 14 ҫын пулнӑ. Пиллӗкӗшне медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ: маршруткӑн 34 водителӗ, унӑн икӗ пассажирӗ, иномаркӑри икӗ пассажир (ҫав шутра 13 ҫулти хӗрача та).
Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.
Куславкка районӗнчи пӗр хӗрарӑм хӑйне тепӗр хӗрарам кӳрентерсе пӗтерни пирки прокуратурӑна пӗлтернӗ. Куславкка хулинче пурӑнакан икӗ хӗрарӑм телефонпа калаҫнӑ. Унтан вӗсенчен пӗри теприне кӳрентерсе пӗтернӗ.
Чӗлхене ирӗке янӑ 49 ҫулти хӗрарӑма Правӑна административлӑ майпа явап тыттарасси ҫинчен калакан кодекспа килӗшӳллӗн явап тыттарса 3 пин тенке штрафы хурса панӑ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр арҫын полицие хӑйӗн паспортне вӑрланӑ тата микрофинанс организацийӗнче ун ячӗпе кредит илнӗ тесе евитленӗ.
Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ те ҫав арҫын кредит учрежденийӗнче 45 пин тенкӗ илнине палӑртнӑ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн кивҫен илнине те, паспортне ӑҫта хунине те манса кайнӑ. Кайран аса илнӗ те анчах кредит тӳлес килменрен йӗрке хуралҫисене паспорта такам вӑрланӑ тесе суйса пӗлтернӗ.
Суякан арҫынна суд 200 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Паян ирхи 9 сехетре Шупашкар округӗнчи Хыркасы ялӗнче вырӑнти администраци ҫурчӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗм зданире сарӑлнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Вырӑна
пӗтӗмпе 6 пушар машини ҫитнӗ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑка сиенлетнӗ. Шалти отделка самаях шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӗ режимра ӗҫленипе тухнӑ.
Ӗнер Комсомольскинче аш-какая тирпейлекен «Триумф-Агро» предприятире пушар пулнӑ. Кун пирки пушарнӑйсене ирхи 7 сехетре пӗлтернӗ.
1600 тӑваткал метра яхӑн ангар ҫуннӑ. Унта аш-какая тирпейленӗ. Инкек вӑхӑтӗнче 7 ҫын ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ. Вӗсенчен 6-шӗ хӑйсемех урама тухнӑ. Теприне ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ.
Пушарта холодильник, 6 тонна аш-какай, 1 тонна тырӑ ҫунса кайнӑ. Цехӑн шалти отделки сиенленнӗ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ачана 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ШӖМ ҫурчӗ умӗнче ҫапса хӑварнӑ. Ача темиҫе метр вирхӗнсе кайнӑ.
Ку 16 сехет те 35 минутра пулнӑ. Ача светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Кӳлмек еннелле вирхӗнсе пыракан автобус чарӑнман.
Телее, арҫын ача чӗрех юлнӑ. Хӗллехи тум хӳтӗленӗ ӑна. 2-мӗш класра вӗренекенскере ыран ирччен пульницӑра сӑнӗҫ.
Ӗнер 14 сехет те 45 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 46-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑр тиевлӗ машина 87 ҫулти кинемее таптанӑ. Ватӑскер йывӑр сурансене пула кайран реанимацире вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ. Кӑҫал ӑна ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн явап тыттарман.
Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Ҫӗмӗрле – Вӑрнар» перегонра пуйӑс ҫынна таптаса кайнӑ. Машинист чарӑнма хӑтланнӑ, анчах ҫынна таптаса каяссинчен пӑрӑнайман.
Чукун ҫул ҫинче пулнӑ арҫын вилмеллех аманнӑ. Унӑн ывӑлӗ кун хыҫҫӑн питӗ куляннӑ. Ҫавна май Чӑваш транспорт прокуратури кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци илме суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ тавӑҫа пӑхса тухнӑ, «РДЖ»-на 90 пин тенке яхӑн тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку – кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тата пытарнӑшӑн.
Пӑрачкав ялӗнчи Ульянов урамӗнче пурӑнакансем машина тепри ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
«Шевроле Нива» автомобиль ҫултан тухса кайса «Хендай» машина ҫине пырса кӗнӗ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 80 ҫулти водитель пулнӑ. Инкеке асӑрханӑ ҫын водитель патне чупса пынӑ. Ӑна япӑххине кура вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Автомобилистӑн ҫул ҫинче инсульт пулнӑ иккен, ӑна васкавлӑн пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах патшалӑхӗн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем чирленӗ вӑхӑтра руль умне ларма юраманнине аса илтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |