
Шупашкарта суши хатӗрлесе сутакан пӗр предприяти организаци ятне «Ёбидоёби» тесе ҫырса хунӑ. Компани ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ят япони чӗлхинчен куҫарсан «Эрнери кун – шӑматкун» тенине пӗлтерет.
Вырӑс чӗлхинче килӗшуллӗ илтӗнмен сӑмах пирки ҫӑхавлакансем реклама ҫинчен калакан саккуна пӑсакан организацие явап тыттарма ыйтнӑ.
Халӗ Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарти Ленин комсомолӗн урамӗнче вырнаҫнӑ гараж кооперативӗнче газ сирпӗннӗ.
Ку паян кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра гаражра ҫынсем пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, автомобиль ҫине газ оборудованийӗ лартнӑ чухне газ-сывлӑш хутӑшӗ сирпӗннӗ. Пушар гараж боксне тата машинӑна тӗп тунӑ.
Ҫынсемпе мӗн пулнине пӗлтермен. Халӗ тӗрӗслев пырать.

Ӗнер ирхине Комсомольски округӗнче Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗ патӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм водитель фурӑпа ҫапӑннӑ. Шел те, вилмеллех.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм «Лада Грантӑпа» Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне юраман ҫӗрте хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Даф» фурӑпа ҫапӑннӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.
Хӗрарӑм ҫак округранах пулни паллӑ. Унӑн водитель стажӗ — 2016 ҫултанпа. Фура водителӗ ӳсер пулман.

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Канашра пӗр хӗрарӑм маршрутка умне чупса тухнӑ. Инкек вырӑнти налук инспекцийӗнчен инҫех мар вырӑнта, Раздольнӑй урамра, пулса иртнӗ.
Маршрутка «Мечет» чарӑнура чарӑннӑ, микроавтобусран ансан пӗр хӗрарӑм-пассажир ун умне тухса ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫулпа «Сандеро» машина пынӑ. Водитель машинӑна хӑӑрт чарма тӑнӑ-ха, анчах хӗрарӑм ҫине пӗрех пырса кӗнӗ.

Ӗнер ирхи 8 сехетре Комсомольскинче полицейски 61 ҫулти арҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ.
Инкек Савут урамӗнче пулнӑ. Арҫын «зебра» ҫук вырӑна ҫул урлӑ каҫма пуҫланӑ чухне ун ҫине «Хавал» машина пырса кӗнӗ. Кроссовер рулӗ умӗнче ШӖМӗн Комсомольски районӗнчи уйрӑмӗн полицейский, участковӑй, ларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ӳсӗр пулман. «За рулем» портал акӑ мӗн хыпарлать: машина айне пулса вилнӗ арҫын — Элпуҫ ялӗнчен, унӑн ывӑлӗ хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Аварие курнӑ ҫынсем «Хавал» пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине каланӑ, арҫын урлӑ каҫсах кайнӑ.

Канаш хулинче пулнӑ пушарта ватӑ арҫынпа хӗрарӑм, упӑшкипе арӑмӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Инкек ӗнер 20:30 сехетре Куйбышев урамӗнчи 19-мӗш ҫуртри 1-мӗш хутри хваттерте пулнӑ. Подъездра тӗтӗм сарӑлсан кӳршисем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем хваттере кӗрес тесе алӑка ҫӗмӗрнӗ. Унта вӗсем 71 ҫулти арҫынпа 70 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Кухньӑра алхасакан ҫулӑма 5 минутран сӳнтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Инкек кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шуршӑл проездӗнче пулса иртнӗ. Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Volkswagen Passat» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Toyota RAV4» машинӑпа ҫапӑннӑ.
Фольксвагента ларса пынӑ тӑватӑ пассажира, ҫав шутран виҫҫӗшӗ 15, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем, пульницӑна илсе кайнӑ. Водителе те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Паян ҫур ҫӗр иртсен Шупашкар округӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗ патӗнче пулнӑ аварире 16-ри каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Сузуки» машинӑпа пынӑ 18-ти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Хендайпа» ҫапӑннӑ. «Сузукире» хыҫалти ларкӑчра 16-ри икӗ каччӑ пулнӑ.
Шел те, вӗсенчен пӗри пульницӑна темиҫе сехетрен вилнӗ.Ҫакӑ паллӑ: икӗ машина водителӗ те урах пулнӑ.

Ӗнер каҫхине, 19:10 сехетре, Ҫӗмӗрле округӗнче «Улатӑр – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус арҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх арҫын ҫул варрипе транспорт ҫӳренӗ май пынӑ. Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 2 пассажир пулнӑ, вӗсем суранланман. Водитель ӳсӗр пулманни паллӑ — вӑл медосвидетельствовани витӗр тухнӑ.
Ҫапса кайнӑ арҫын кам пулнине тӳрех палӑртайман. Вӑл 45-50 ҫулсенчи пек курӑннӑ.

Паян Шупашкарта «Овас» суту-илӳ ҫуртӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ сӗтел-пукан салонӗ ҫунма тытӑннӑ.
Пушар ирхи 9 сехетре тухнӑ. Ултӑ ҫын урама хӑйсем тӗллӗн тухайман, вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.
Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара 14 техника, 50 ҫӑлавҫӑ сӳнтернӗ. Телее, никам та шар курман.
