
Чӑваш Енре автобус рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ водителе тытса чарнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑра «Автобус» рейд иртнӗ. Ҫавӑн чухне ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Вӑл тухтӑр патӗнче тӗрӗсленме килӗшмен. Ҫавна май Раҫҫейӗн правӑна административлӑ майпа пӑснин ҫинчен калакан кодексӗн 12.26-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 45 пин тенкӗ таран штрафлама тата водитель прависӗр ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа 2 ҫул таран хӑварма пултараҫҫӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче 597 автобус тӗрӗсленӗ, 108 материал ҫырнӑ. 19 тӗслӗхре водительсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхмасӑр ҫӳренӗ, пассажирсене турттармалли правилӑна 6 хутчен пӑснӑ, техника енчен кӑлтӑк 6 хутчен тупса палӑртнӑ.
Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра автобуспа ҫыхӑннӑ инкекре 2 ҫын вилнӗ.

Шупашкар хулинче Ленин Комсомолӗн урамӗнче «зебра» ҫинче хӗрарӑмпа хӗрачана таптаса кайнӑ автокран водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 36 хутчен явап тыттарнӑ. Ытларахӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.
Аса илтерер: инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. 41 ҫулти хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.
Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын ӳсӗр пуҫпа артистланма тапранса кайнӑ.
«Ауди» ҫулпа унталла та кунталла пӑрӑнса кайса пынине асӑрхасан пакунлисем ӑна чарнӑ. Руль умӗнчине алкотестерпа тӗрӗсленӗ те пӗр литр юнра 1,430 миллиграмм спирт пулнине палӑртнӑ. Водитель тухтӑрсем патне кайса тӗрӗсленме килӗшмен, хӑйӗн вара водитель удостоверенийӗ те пулман.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем умӗнче арҫын хытах артистланма тапранса кайнӑ: ӳкӗннӗҫи те пулнӑ, унтан пакунлисене кӳренсе кӑтартнӑ, ҫул ҫине тухса ларнӑ. Анчах машинӑна пӗрех штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Кайран арҫын йӗрке хуралҫисем машинӑна хӑйсене ӗҫпе кирлӗ пулнӑран илсе кайрӗҫ тесе евитлесе шӑнкӑравланӑ.
Халӗ ӑна суйса шӑнкӑравланӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Шупашкар хулинче ҫул-йӗр ҫинче пысӑк инкек пулнӑ: автокран 41 ҫулти хӗрарӑма вилмеллех таптаса кайнӑ.
Ку паян 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.
Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Комсомольски районӗнче Узбекистан номерӗллӗ автобуса тытса чарнӑ. Вӗсем салонти мӗнпур 64 ҫынна тӗрӗсленӗ. Ҫав йышран 18-шӗн пирӗн ҫӗршывра пулма ирӗк те пулман. Пӗтӗмпе вара миграци саккунне пӑснӑ 40 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.
Маларах асӑннӑ 18 пассажирӑн медицина тӗрӗслевӗ витӗр те тухма килӗшмен. Унсӑр пуҫне вӗсем Раҫҫее мӗн тума килнине те ӑнлантарса парайман.
Йӗркене пӑсса пирӗн пата килнӗ узбексене хӑйсен тӑрӑхне ӑсатӗҫ, пиллӗккӗшне вӑхӑтлӑх тытса усрамалли центра ӑсатнӑ.
Автобус водительне те явап тыттарӗҫ. Кашни пассажиршӑн 2,5-пиншер тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сакккуна пӑснӑ узбексене пирӗн ҫӗршыва тепӗр пилӗк ҫулсӑр та кӗртмелле мар тунӑ.

Канаш хулинче пӗр хӗрарӑм водитель правине иличченех руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑна чарма тӑнӑ. Анчах водитель чарӑнас вырӑнне пакунлисенчен тарма тӑнӑ.
«ВАЗ» автомобиль хыҫҫӑн экипаж 20 минут ытла хӑваланӑ. Ҫӑмӑл автомашина картиш, уй тӑрӑх, ҫӑва витӗр хӑваланӑ.
Автомобиле Канаш районӗнчи Аслӑ Пикшик ялӗ патӗнче тытса чарнӑ. Руль умӗнче автошкулта вӗренекен ӳсӗр хӗрарӑм пулнӑ. Эрех ӗҫсен вӑл руль умне мӗншӗн ларнине йӗрке хуралҫисене мӗнле ӑнлантарни пирки пӗлтермен.
Автомобиле хӑваласа ҫитсен машинӑна йӗрке хуралҫисем ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ, хӗрарӑма вара полицейски уйрӑмне лартса кайнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна явап тыттарӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм питех те качча каяс тенӗ. Унӑн пӗр арҫын пулнӑ-ха, анчах вӑл ӑна пӑрахса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хайхи хӗрарӑмӑн ӑна ҫухатас килмен, вӑл ӑна каялла тавӑрасшӑн ҫуннӑ.
Хӗрарӑм хӑйне качча каймалла мар тунӑ тесе минренӗ, ҫавна тасатмалла тесе шухӑшланӑ.
Ҫавӑн пек шухӑшпа минресе юмӑҫа ӗненнӗ, ӑна тӑватӑ уйӑх хушши укҫа тӳлесе пурӑннӑ. Ара, лешӗ хӗрарӑм ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ, ӑна тасатма самай вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ та хӗрарӑм ӗненнӗ. Ӑна вӑл пӗтӗмпе 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
Кайран юмӑҫ хайхипе ҫыхӑнӑва татнӑ.
Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем юмӑҫа Чӗмпӗрте тытса чарнӑ. Халӗ вӗсем ҫак хӗрарӑм-юмӑҫ тата миҫе айвана улталанине тӗрӗслеҫҫӗ.

Улатӑр хулинче пушарта арҫын вилнӗ. Ун патне хӑнана килнӗ ҫынсем пульницӑна лекнӗ.
Ку инкек авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, эрнекун, пулнӑ. Коммунарсен урамӗнчи йывӑҫ ҫурт 23 сехет те 10 минутра ҫунма тытӑннӑ. Ҫав самантра пӳртре кил хуҫи тата унӑн пӗлӗшӗсем пулнӑ: 1983 тата 1968 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ арҫын тата 1964 ҫулхи хӗрарӑм.
Шел те, кил хуҫи пушарта вилнӗ. Хӑнасене пульницӑна илсе кайнӑ. Вырӑна тухнӑ следователь арҫынсенчен пӗрне тӗтӗм-сӗрӗмрен урама илсе тухнӑ та ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Сӑлтавне палӑртма пушар-техника экспертизи ирттерӗҫ.

Шупашкарта пӗр таджика тытса чарнӑ. Ҫав арҫын пирӗн ҫӗршыва килме килнӗ те лӑпкӑн пурӑнма шутламан. Чӑваш Енре вӑл таджиксем вырӑссенчен чаплӑрах тесе калама, радикаллӑ тӗрлӗ шухӑш сарма тытӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ҫав арҫын Раҫҫейӗн гражданствине те илсе ӗлкӗрнӗ.
Хӑй килсе тӗплӗннӗ ҫӗршыва тата унти халӑха юратман ҫынна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тупса палӑртса тытса чарнӑ.
Халӗ ҫав этемӗн Раҫҫей паспортне туртса илнӗ. Паспортсӑр юлнипе пӗрлех ӑна Раҫҫее тепӗр 35 ҫулсӑр килмелле мар тунӑ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра мигрантсемпе ҫыхӑннӑ саккунсене ҫирӗплеткелерӗҫ. Ют ҫӗршывран ҫемйисемпе килекенсем хыснана та йывӑрлӑх кӳреҫҫӗ: вӗсене сиплемелле, шкулта вӗрентмелле, тӗрлӗ пособи тӳлемелле.

Чӑваш Енре пӗр яш пикене пӑвса вӗлерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: пӑтӑрмах ҫак уйӑхра пулса иртнӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра 15 ҫулти хӗр виллине тупнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна хӑйӗнпе тантӑш ҫамрӑк пӑвса вӗлернӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Каччӑ хӗре зарядник пралукӗпе пӑвнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри хулинче шыраса тупнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.
МИХри «Первый чувашский» каналта
МИХсем хыпарлани тӑрӑх пӗлтернине ӗненсен, яш Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн ывӑлӗ-мӗн. Унӑн ашшӗ ӗҫрен кайнӑ тесе пӗлтернӗ.
