Анатолий Сердюков пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал Раҫҫей ҫарӗ ҫӗнӗ йышши ракетӑсемпе вӑйланать иккен. Ҫар министрӗ каланӑ тӑрӑх ҫак хӗҫпӑшалпа Ту-160 тата Ту-95 инҫете вӗҫекен бомбардировщиксем усӑ курма тытӑнаҫҫӗ. «Пире хирӗҫ тӑма пултаракан ҫӗршывсен ҫарӗсенче ҫак ракетӑсене ҫитекеннисем паянхи куна ҫук-ха», — тесе пӗлтернӗ Анатолий Сердюков. Тапӑнас шухӑшлӑ тӑшманӑн ӗҫне тӑвас умӗн пайтах шутлама тивӗ ӗнтӗ вара. Хӗҫ-пӑшал ятне тата ӑҫта вырнаҫнине пӗлтермен пулсассӑн та, нумаях пулмасть, Раҫҫей хаҫачӗсем Х-555 тата Х-101 ятлӑ ҫунатлӑ ракетӑсем ҫинчен ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.
Иртнӗ кӗҫнерникун Раҫҫей правительствин сайтӗнче аслӑ чиновниксен арӑмӗсем 2011-мӗш ҫулта мӗн чухлӗ тупӑш илнине пӗлтернӗччӗ. Ӑҫта ӗҫлеҫҫӗ-ши ку чаплӑ маткасем, мӗнрен укҫа тупаҫҫӗ? Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх чи пуян чиновник арӑмӗ (1-мӗш вырӑн) Ольга Шувалова иккен. Унӑн пӗлтӗрхи тупӑш 365 млн. тенке ларнӑ имӗш! Килте ларсах (налук хучӗ тӑрӑх вӑл ӗҫсӗр кил хуҫи) «Газпром» тата «Сибнефть» акционерлӑ ушкӑнсен хаклӑ хучӗсемпе суту-илӳ тусах пуять иккен. Кунсӑр пуҫне тата Раҫҫейре икӗ пысӑк хватер (108 тата 175 тв.м), ҫурт (4 174,1 тв.м), Англире (424 кв.м), Арабсен Эмиратӗсенче хваттер (153,32 тв.м) тата ҫурт вырӑнӗ (1 245, 44 тв.м), Австрире пӳрт (1 479,84 тв.м). Ҫулҫӳреве Раҫҫей машинисемпе тухасшӑн мар Ольга Шувалова, картишӗнче Jaguar, Mercedes-Benz S350, S500 тата S-класслӑ седан V221, лимузин ЗИЛ-41047, Форд Химер Кемп машинӑсем лараҫҫӗ.
Наталья Дубовицкая вара, Владимир Путин правительствинчи иккӗмӗш ҫын пулакан Владимир Сурковӑн мӑшӑрӗ, хӑй пуянлӑхӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Пӗлтӗрхи ҫул ун кӗсьине 125 млн. тенкӗ кӗрсе вырнаҫна тесе кӑтартнӑ вӑл налук хучӗ ҫине. Наталья Дубовицкая Раҫҫейри крахмал тӑвакан пӗрлешӳллӗ компанисен ертӳҫин ҫумӗ иккен.
2009 ҫулта Раҫҫейри «Финанс» журнал ҫакӑн пек ятарлӑ сӑнав ирттернӗ иккен. Упӑте умне вӑтӑр акционерлӑ компани хаклӑ хутне хурса тухнӑ та лешӗ хӑшӗсене суйласа илессе кӗтнӗ. Упӑти вара хут купинчен саккӑрӑшне хӑй патне туртса илнӗ тет. Сӑнава йӗркелекенсем вара ҫак хутсене пӗрле пуҫтарса перекет банкне йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленсен унӑн тупӑшӗ ытти банксенчен иртсе 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ имӗш.
Вӑт упӑте тӑк, упӑте! Паллах, кунта ӑнсӑртлӑх ту пулма пултарнӑ, ҫаванпа та укҫа-тенкӗ ӑстисем хӑйсен сӑнавне тепӗр хут ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Калининград облаҫӗнче пӗр тӗлӗнмелле вырӑн пур иккен. Кунти халӑх ӑна «Ташлакан вӑрман» е «Ӳсӗр вӑрман» тет имӗш. Ҫак вырӑнта пӗр ҫухрӑм сарлакӑш лаптӑкра иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче лартнӑ хыр вӑрманӗ ӳсет. Хыр е чӑрӑш тесессӗн пире тӳрех яштака та ҫӳллӗ йывӑҫсем аса килеҫҫӗ пулсан, кунта пӗр тӳрӗ хыр та тупаймастӑр, пурте кукӑрӑлса-мӑкӑрӑлса пӗтнӗ. Темле хаяр ҫавраҫил килсе аркатнӑ тейӗн. Йывӑҫсем кукӑрӑлнӑ, пӗр-пӗринпе ҫыхланса явакланнӑ.
Ӑслайсем хальхи кун та ҫак тӗлӗнтермӗшӗн тупсӑмне палӑртаймаҫҫӗ иккен. Пӗрисем вырӑнти хурт-кӑпшанкӑна айӑплаҫҫӗ, теприсем вӑрман ларнӑ вырӑнти ҫӗрсем сӗткенлӗхӗ ҫитменрен теҫҫӗ. Космоса айӑплакансем те пур иккен.
Ҫакӑн евӗр ытти вырӑнсене асӑнас пулсан тӗнчере тата тепӗр икӗ лаптӑк пур иккен: пӗри Казахстанри «Ташлакан хырлӑх», тепри — Дани ҫӗршывӗнчи «Шуйтан вӑрманӗ».
ПУШ | 13 |
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи «Ҫулҫӳревҫӗ» ушкӑн ҫамрӑксен черетлӗ «Йӗлтӗрпе Ҫурҫӗр полюсне ҫити» тӗлпулувӗнчен таврӑннӑ. Ку ӑмӑртӑва Чӑваш Ен ачисем 5-мӗш хут хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Хальхинче ачасем Карелири ача-пӑча сипленмелли санаторире пулчӗҫ. Вӗсен хушшинче Ҫӗрпӳри аслӑ классенче вӗренекен Андреева Ларисӑпа Щоглев Николай пулнӑ. Коля каласа панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулҫӳревре 19 Раҫҫей ачи хутшӑннӑ, Чӑваш Енрен — 5 ача. Хӑнӑхман ачашӑн ку ӑмӑрту пит йывӑр иккен. Ҫурӑм хыҫӑнче пӗр пӑт йывӑрӑш кутамккана йӑтса, ятарлӑ ҫунашкана туртса йӗлтӗрпе 100 ҫухрӑм таран утса тухма тивнӗ ҫамрӑксен. Самай йывӑрри, ачасем аса илнӗ тӑрӑх, пӑр ҫинчи сарлака ҫурӑксем. Кашни ҫурӑкӗ вуна метртан кая мар, тарӑнӑшӗ вара 3-4 ҫухрӑм (!) тет. «Ҫак чӑрмавсене эпир хамӑрпа пӗрле илнӗ вӗрсе хӑпартмалли кимӗпе усӑ курса ирте-ирте кайрӑмӑр», — теҫҫӗ хастар ачасем. Карелине ҫул тытиччен ачасем Мускавра пуҫтарӑннӑ, вӗсене Кремлӗн паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ.
Юлашкинчен ачасем хӑйсен юратнӑ вӗрентекенӗ Владислав Алексеевич Исаев ҫинчен те нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.
Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Лебеденко ӑстаҫӑ хӑй тӗллӗн кусма пултаракан Патша-танк шутласа кӑларнӑ пулнӑ.
Тимӗр урапана ӑсталама Лебеденко ҫав вӑхӑтра патшара ларнӑ II Микулайран 210 пин тенкӗ укҫа ыйтса илнӗ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ. Архив хучӗсене тишкернӗ май ҫакӑ паллӑ: патша патне Лебеденко пуш алӑпа пыман иккен, йывӑҫран тунӑ хӑй тӗллӗн ҫӳрекен теттесем (пулас танкӑн пӗчӗк копийӗсем) илсе кайнӑ, вӗсен ӗҫне курсан патша тӗлӗнсе ӑстаҫа укҫа уйӑрма хушнӑ.
Патша-танк (ҫавӑн пекех вӑл «Лебеденко машини», «Лебеденко танкӗ», «Момонт», «Мастодонт» тата ытти ятсемпе паллӑ) пысӑк пулнӑ — ҫӳллӗшӗпе тӑршшӗ 11 метр таран. Виҫӗ тимӗр кустӑрмаран тӑнӑ. Малти икӗ кустарми 9 метр пысӑкӑш пулнӑ. Ӑстаҫӑ Вӑтам Азири урапасен тытӑмне шута илсе кустӑрмасене пысӑк тунӑ — ҫапла май вӗсем ниҫта та лакса лармӗҫ, пур вырӑнтан та пӗр кӑлтӑксӑр тухӗҫ тесе шутланӑ. Анчах, шел те, танка тӗрӗсленӗ вӑхӑтра ун ҫитменлӗхӗсем палӑрнӑ — малти ураписем, чӑн та, пур путӑк-шӑтӑкран та каҫма пултарнӑ пулсан, хыҫалти, пӗчӗкскер, ҫемҫе ҫӗр ӑшне путса ларнӑ. Тӗрӗслеме илсе тухнӑ патша-танкӑн малти ураписем темле тӑрӑшсан та хыҫалти урапана туртса кӑларайман.
Раҫҫей Президенчӗ Дмитрий Медведев кӗпернаттарсемпе республика пуҫлӑхӗсене тӳрремӗн суйлас йӗркене тавӑрасси пирки калаҫу пуҫланӑччӗ. Хӑшӗ-пӗри ку сӑмаха Президент патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе килӗшменнисен кӑмӑлне ҫемҫетес тӗлӗшпе кӑна пуҫарнӑ пулӗ тесе шутларӗҫ, вӑл ҫак пуҫарӑва вӗҫне ҫитерме пултарасси пирки иккӗленекеннисем те пулчӗҫ.
Паян вара Кремль сайтӗнче улшӑнусем кӗртмелли документӑн текстне вырнаҫтарни пирки паллӑ пулчӗ. Ӑна ӗненес пулсан республикӑн е облаҫӗн пуҫлӑхне суйланма кандитата регистрациленнӗ парти те тӑратма пултарать, уйрӑм ҫыннӑн та тухма май пулӗ. Парти урлӑ хутшӑнаканӑн алӑ пуснисене пухас хуйхӑ пулмӗ, уйрӑм ҫын мӗн чухлӗ пухмаллине вырӑнти влаҫ хай палӑртӗ.
Патшалӑх Думине пӑхса тухма тӑратнӑ ҫӗнӗ саккунра республика е область пуҫлӑхне вырӑнтан хӑтарассин йӗркине те кӗртнӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей президенчӗ вырӑнти пуҫлӑх саккуна пӑснӑшӑн, хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫламаншӑн е сӗрев илнӗшӗн тума пултарӗ. Вырӑнти халӑх референдум ирттерсе те пуҫлӑха ӑшӑтнӑ пукансӑр хӑварма пултарӗ.
Саккуна ҫуркунне вӗҫлениччен е утӑ уйӑхӗ вӗҫнеллерех йышӑнма пултарӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.
Паян, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, Сочире хаваслисемпе тавҫӑруллисен XXIII «Кивин» тӗнче фестивалӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхран тӑватӑ команда хутшӑнать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Юг» тата факультетсен пӗрлештернӗ командисем, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх служба академийӗн Шупашкарти филиалӗн студенчӗсем «Муниципалитет» тата республикӑн пӗрлештернӗ команди «Общага» хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Сочири хӗллехи форум пӗтӗмлетӗвӗпе ҫулталӑкри сезонра аслӑ тата премьер-лигӑра выляма тивӗҫлисене суйлаҫҫӗ. Вӗсене кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн гала-концертӗнче пӗлтерӗҫ.
Чӑваш Енре та ҫакӑн йышши фестиваль иртет. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл кӑҫалхипе 11-мӗш хут пулӗ. Ҫулсерен республикӑри КВН фестивалӗнче 80 ытла команда вылять.
Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен обществӑлла пӗрлешӗвне — «Тӑван» ассоциацине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменӗнче пысӑк уяв пулчӗ. Вырӑнти чӑвашсем хӑнасене наци апачӗпе сӑйларӗҫ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Уява Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗ те хутшӑнчӗ, курма килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Тӗмен облаҫӗн правительстви ячӗпе пухӑннисене национальнӑҫсен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Хоменко саламларӗ. Чӑвашсем Раҫҫейре тата регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ вӑл. Официаллӑ ститистика тӑрӑх, Тӗмен облаҫӗнче 13 пин чӑваш пурӑнать. Тӑван енрен аякра пулин те, вӗсем халӑх культурине упраса пыраҫҫӗ, тӗрлӗ наци ҫыннисем хушшинчи туслӑха ҫиреплетеҫҫӗ, — терӗ Виктор Хоменко.
Питӗрте метро пурри пирки пӗтӗм халӑх пӗлет ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри унта ярӑнса та курнӑ. Ҫак хулари транспорт ҫыхӑнӑвӗ тарӑн вырнаҫни пирки те чылайӑшӗ илтнӗ-илтнех. Паян вара, раштавӑн 28-мӗшӗнче, 14 ҫул хушши тӑрмашса ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ станцие хута янӑ — «Адмиралтейски» ятлине.
Тӗнче шайӗнче вара чи тарӑн вырнаҫнӑ станци пирки ыйту тавлашуллӑ. Питӗрти станцие уҫиччен ку вырӑна Кейӳ хулинчи «Арсенальнӑй» станци йышӑнатчӗ (102 м.). Питӗрти ҫӗнӗ станцийӗн тарӑнӑшӗ пирки вара тӗрлӗрен пӗлтереҫҫӗ — 102, 105, 120 м. Хӑшӗ вӗсенчен тӗрӗс — пӗлсе ҫитерейрес ҫук. Ҫапах та пӗр иккеленмесӗр калама пулать — Раҫҫейре вӑл чи тарӑнни.
«Адмиралтейски» станцие 1997 ҫулта тума пуҫланӑ. 2005 ҫултанпа ӑна хатӗрлесе ҫитерсе хута ярас тӗлӗшпе ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ ҫӗр ҫийӗнчи вестибюле ӑҫта вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. 2006 ҫулта ҫеҫ влаҫрисем татӑклӑн йышӑну тума вӑй ҫитернӗ. Ҫапла май вара 2007 ҫултанпа ӗҫ майӗпен малалла шума тытӑннӑ. Уҫасса та кӑҫал ӑна раштавӑн 25-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ пулнӑ, анчах та пур ӗҫсене те туса ҫитерейменнине пула малтан 27-мӗшне куҫарнӑ, каярах вара — паянхи куна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |