«Щит тата меч» (чӑв. Хулкканпа хӗҫ) правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов тата правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейри тепӗр 13 ҫын пӗрле пухӑнса ҫӗршывӑн Общество палатипе судлашасшӑн. Ҫакӑн пек шухӑш патне вӗсем тӗрмесемпе колонисенчи лару-тӑрӑва пӑхса тӑракан обществӑлла сӑнав комиссийӗсен ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Ун йышши комиссисене Раҫҫейӗн 43 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Унта кӗмелли кандидатсене общество организацийӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ те тӗп йышӑнӑва Общество палати тӑвать.
Правӑна сыхлакансем Общество палати асӑннӑ комиссие кӗрес шухӑш палӑртнисене заявкисене пӑхса тухманшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн. Правӑна сыхлакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ палата вӑл е ку кандидата мӗншӗн сирсе хӑварнине ӑнлантарса тӑман пулать. Унтан та ытларах — кашни кандидата уйрӑммӑн пӑхса тухман, списокпа ҫирӗплетнӗ имӗш.
«Питӗрти политика» фонд ирттерекен рейтингра Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхӗпе ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кунта сӑмах иртнӗ уйӑх пирки пырать. Вӑтам тӑнӑҫлӑ республикӑсен хушшичне вӑл 6,5 балл пухнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ку хаклав 0,1 балл пӗчӗкрех пулнӑ.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ҫакна тара илнӑ пурлӑха усламҫӑсем туянас йӗркене ҫӑмӑллатни тата Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме палӑртакан калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсем пирки пӗлтерни витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, йӑлӑм енне газификацилессине, водород перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвассине кӗртме пулать.
Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пуҫласа професси стандарчӗ йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл виҫӗ професси ҫыннисене пырса тивет: шкул ҫулне ҫитменнисемпе тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан педагогсене, патент парассипе тӑрӑшакансене тата социаллӑ ӗҫченсене.
Стандарта йышӑниччен вӗсене ҫак ӗҫре тӑрӑшакансемпе пӗрле сӳтсе явнӑ-мӗн. 2013–2018-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 800 професси стандарчӗ йышӑнмалла.
Хаҫат-журналти хӑш-пӗр пӗлтерӗве ӗненсен темле амака та ҫӗнтерме пулать. Ун валли темех те кирлӗ мар тейӗн. Сӑмахран, вӗрсе суракан патне кай та ӗҫӗ-пуҫӗ те пӗтнӗ. Аптӑранипе теприсем тем тума хатӗр ҫав — ӗненеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем оккультизмпа асамлӑ пулӑшу тенине сывлӑх сыхлавӗ ҫинчен калакан саккунта ҫирӗплетесшӗн. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Оккультизмпа асамлӑ пулӑшу шутне медицина пӗлӗвӗ илмен ҫынсем организмӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кура сипленине кӗртеҫҫӗ иккен. Профессилле мар пулӑшӑва медицина ӗҫченӗсем е медицина организацийӗсем пӑхса тӑнипе кӳмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен асӑннӑ проект авторӗсем. Ҫавӑн пек аппаланакан ҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулмалла. Ӑна федерацин субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗ памалла. Ҫапах та асӑннӑ пулӑшӑва пурне те кӳме юрамасть. Ҫавсен шутне онкологи, инфекци чирӗпе, наркоманипе, психикӑн йывӑр чирӗсемпе аптӑракансене, ҫиеле юлнӑ хӗрарӑмсем ҫав тапхӑр кӑткӑссӑн пыракансене, СПИДпа чирлисене, операци тумаллисене кӗртнӗ. Асӑннӑ пулӑшӑва саккуна пӑсса кӳрекенсене 2 пинтен тытӑнса 10 пин тенкӗ таран штрафлассине пӑхса хӑварнӑ.
Тин пӗҫернӗ ҫӑкӑртан сухари туни преступленипе танах тесе шухӑшлать иккен РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Николай Панков.
Сӑмах кунта суту-илӳ предприятийӗсем ҫӑкӑр савучӗсене сутӑнман ҫӑкӑр таврашне самай тавӑрса пани пирки пырать. Вӑтамран 8–10 процент таран таврӑнать иккен. Хӑш-пӗр ҫимӗҫе вара пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ таранах каялла илсе пыраҫҫӗ. Кун пек хӑтланни ҫӑкӑр пӗҫерекенсене ансат мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерет-мӗн. Вӗсем суту-илӳпе аппаланакансен нимӗнле план та, яваплӑх та ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.
Суту-илӳ ӗҫ-хӗлне патшалӑх енчен тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ май ӳлӗмрен лавккасен сутӑнса пӗтмен ҫӑкӑрпа тӗрлӗ булкӑна ҫӑкӑр завочӗсене 5 процентран ытла тавӑрса пама юрамӗ.
Анчах кун пирки ҫирӗплетсе калама хальлӗхе иртерех-ха. Ҫапах та тивӗҫлӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ.
Саккуна йышӑнсан вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене е асӑннӑ органра ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫулта пӗр хутран ытла тӗрӗслеме чарӗҫ. Тӗрӗслевре мӗн тупса палӑртни пирки вара тӗрӗслев органӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтермелле. Шутран ытла «шуйхатмалла» мар терӗмӗр те, анчах планпа пӑхман тӗрӗслевсен переченьне те ҫирӗплетмелле иккен-ха.
Апла тӑк мӗнех улшӑнӗ текенсене ҫакна пӗлтермелле: хальхи вӑхӑтра муниципалитетӑн кашни пӗрлешӗвне вӑтамран тӑватӑ кунта пӗр хутчен тӗрӗслеҫҫӗ иккен. Темиҫе тытӑм харӑсах пырса кӗни те пулать-мӗн. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене инспекторсем ҫырса паракан штраф виҫи те сехӗрлентерет. Хӑш чухне вӗсене муниципалитет пӗрлешӗвӗн ҫулталӑкри хыснинчен пысӑкрах виҫелӗх те штрафлаҫҫӗ имӗш.
Анчах уявлама мар-ха. Ӗҫлӗ калаҫу валли.
Паян Раҫҫейӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑпа тӑватӑ комитет ларӑвӗнче паллаштарӗҫ, пленарлӑ ларура «Субъект сехечӗ» иртмелле. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ прунӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартма палӑртнӑ, пирӗн патра саккун кӑларас ӗҫре мӗне мала хуни пирки те ӑнлантарса парӗҫ.
Пирӗн патран Федераци Канашӗн ларӑвне тухса кайнисем — вӗсен хушшинче Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пур — асӑннӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ, хушма пӗлӳ парас, промышленноҫпа ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла. Сенаторсемпе тӗл пулнӑ май Шупашкара 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫитнине халалласа туса ирттермелли ӗҫсене те сӳтсе явма палӑртнӑ.
Сӑмах май, маларах субьектсен кунне икӗ кун хушши ирттернӗ пулсан, хальхинче виҫӗ куна тӑсӑлӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫей Правительстви ҫумӗнче Вырӑс чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен канаш туса хумалла. Тивӗҫлӗ йышӑнӑвӑн проекчӗ хатӗр те-мӗн.
Канашӑн концепцийӗнче вара ҫапларах ҫырса хунӑ иккен: «Канаш канашламалли орган шутланать, унӑн тӗллевӗ — вырӑс чӗлхине патшалӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшасси тата аталантарасси».
Асӑннӑ орган йышне кам-кам кӗрессине РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов сӗнмелле. Канаша ертсе пыма Ольга Голодец вице-премьера шанма пултараҫҫӗ теҫҫӗ-мӗн.
Историри паллӑ ҫынсене асӑнса палӑк лартнине лайӑх йӑла темелле-ха ӗнтӗ. Халӗ, ав, Мускавра Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вилнисене асӑнса Мускавра палӑк лартма шут тытнӑ.
Ҫӗршывӑн культура министрӗ Владимир Мединский монумент проекчӗпе паллаштарнӑ май ку ӗҫе ҫынсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Колонна 13–15 метр ҫӳллӗш пулмалла, палӑкӑн иккӗмӗш пайӗ вара — 12 метр. Кӳлепене бронзӑран ӑсталамалла.
«Кӗмӗле» Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществи пухать иккен. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен Мускав хулин правительстви, коммерци организацийӗсем, уйрӑм ҫынсем уйӑрма пуҫланӑ та. Хальлӗхе 7,5 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Палӑка Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ вӑхӑт — ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересшӗн.
Хыпарсемпе тӗнче тетелӗнче паллашакансен хушшинче Pussy Riot ушкӑна кӗрекен Надежда Толоконникова пирки пӗлмен ҫынсем ҫукрах пулӗ. Ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пуҫтахла ӗҫсемшӗн тытса чарнӑ, айӑплӑ тесе ҫурлан 17-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса лартнӑ.
Уйӑх каялла Лента.ру сайтра Надеждӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ — унта вӑл хӑйӗн прависене сӗмсӗррӗн пӑсни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫирӗп йӗрке тытнӑран вӑл хӑйне тепӗр тӗрмене куҫарма ыйтнӑ — Саранскри 14-мӗш колони ертӳҫисем ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ имӗш. Хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫлас тесе вӑл пӗр вӑхӑт выҫӑ та тытнӑ.
Ӗнер, иккен, Надежда Толоконниковӑна тепӗр тӗрмене куҫарма йышӑннӑ — Мускавра вырнаҫнӑ Христос Ҫӑлавҫӑн храмӗнче «Богородица, Путина прогони» юрра шӑрантарнӑшӑн айӑпланакана Чӑваш Республикинчи 2-мӗш колонине вырнаҫтарасшӑн. Надеждӑна малтанхи тӗрмерен ӗнер илсе тухнӑ имӗш, анчах Улатӑра — 2-мӗш колони унта вырнаҫнӑ — ӑна хальлӗхе илсе ҫитереймен-ха иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |