Ҫурт-йӗр тӑвассипе пирӗн ҫӗршывра патшалӑхӑн ҫӗнӗ программи хута каять. Ӑна Раҫҫейӗн 45 регионӗнче пурнӑҫа кӗртмелле, ҫав йыша Чӑваш Ен те лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫурттӑвӑмминӗ хыпарланӑ тӑрӑх, программӑпа килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Хатӗр хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн сутлӑх хакӗ 30 пин тенкӗрен иртмелле мар.
Ҫурт-йӗр тӑвакан организацисене конкурс урлӑ палӑртӗҫ. Йӳнӗ хакпа хваттер сутса ҫука юласран (пӳрт купалакансем юрлӑ ҫынсем иккенне ӗненесех килмест те...) патшалӑх вӗсене укҫа уйӑрса пулӑшӗ. Пӗр тӑваткал метр пуҫне — 4 пин тенкӗ. Вӑл тупрана ҫурт-йӗре хӑпартнин хӑй хаклӑхне чакарас тӗллевпе уйӑрасшӑн. Ара, ҫутӑ кӗртме тӑратӑн-и, газ-и е шыв пӑрӑхӗ илсе килмелле-и — нихӑш ӗҫӗ те пысӑк тӑкаксӑр мар.
Кунта чи илӗртекенни — сутлӑх хак. Эконом-класлӑ хваттерсене метр тӑваткал метршӑн 30 пин тенкӗрен ытларахпа сутмалла мар.
Новосибирск хулинче иртнӗ эрнере Мэрилин Мэнсон концертне хирӗҫ митинг йӗркеленӗ. Ҫапла хирӗҫ тӑракансем Америкӑри рок-музыкант, художник, унччен музыка журналисчӗ пулнӑ ҫын ертсе пыракан «Marilyn Manson» рок-ушкӑн «ачасен ҫирӗпленсе ҫитмен чунӗсене сиен кӳрет» тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вӗсен шучӗпе асӑннӑ ушкӑн ҫынна ирӗксӗрлеме тата гомосексуализм енне астарать. Ҫакӑ вара Турра ӗненекенсен кӑмӑл-туйӑмне кӳрентерет.
Вырӑнти законодательсен пухӑвӗн ертӳҫи Мороз: «Ҫамрӑксен пуҫне аптӑратакансен концерчӗсене пирӗн патра кӑтартмалла мар. Пирӗн саккунпа право никӗсӗ ҫине таянса пурӑнмалла», — тенӗ.
Мэрилин Мэнсон концертне Новосибирскра ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ.
Хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн штрафласси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухассине ҫӗршывӑн Патшалӑх Думин Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Герасименко тӗплӗн шухӑшласа тунӑ япала мар тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Ун пек йышӑнма Коммунистсен партийӗн депутачӗ Иван Никитчук сӗннӗ. Вӑл ҫул ҫитменнисен умӗнче хӗрарӑма пирус сутакансене те явап тыттарасшӑн иккен.
Маларах асӑннӑ Герасименко депутат шучӗпе (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ) хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн явап тыттарас йышши ыйтусене шӳт вырӑнне кӑна йышӑнма пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Жириновский либерал демократ вӑтӑра ҫитмен хӗрарӑмсене чикӗ леш енне яма чармалла тенӗ, халӗ ав коммунист хӗрӗхе ҫитменнисене пирус сутма чарасшӑн. «Ку вӑл этем ирӗклӗхне хӗсни пулать», — шухӑшлать иккен Герасименко.
Коммунист депутат вара 40-е ҫитменнисене пирус сутма чарни 14 ҫула ҫитмен ачасен амӑшӗсене сиенлӗ ҫав йӑларан сирме пулӑшать имӗш. Хӗрарӑм тата унӑн ачисем миҫери пирки сутуҫӑ иккӗленсен унӑн паспортне тата ҫавна ҫирӗплетекен урӑх документа ыйтмалла-мӗн.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Аҫтӑрханра «Раҫҫей» экспедици старт илнӗ. Вӑл — хӑйне евӗр проект, рекордсен Гиннесс кӗнекине кӗме тӗллевленнӗ. Мӗнле? Вӗсем GPS-треккерлӑ автомобильсемпе ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе «Раҫҫей» сӑмаха пысӑккӑн ҫырасшӑн.
Автомобильсен колонни икӗ уйӑх ҫӳресе ҫӗршыв ҫӗрӗ ҫинче темиҫе ҫухрӑмлӑ сас паллисем ҫырӗ. Ҫулҫӳрев Аҫтӑрханран пуҫланнӑ та Владивостокра вӗҫленет. Ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкарта та чарӑнӗҫ.
Экспедицири пуҫлӑхӗ — паллӑ блогер тата ҫулҫӳревҫӗ Сергей Доля. Шупашкар ҫыннисем ӑна курма пултарӗҫ. Экспедицири Ян Ярмощук, Дмитрий Донсков, Анна Николаева Шупашкарпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици Шупашкара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫитӗ. Ҫак кун 15:00-15:30 сехетре Хӗрлӗ тӳремре ҫынсем пухса Хула Чӗрине тӑвасшӑн. Прессӑпа тата блогерпа калаҫма май пулӗ. 16:00-19:00 сехетре Наци музейне кайӗҫ, унта «Флакон» дизайн савучӗпе «Креативлӑ Раҫҫей» тӗлпулу иртӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре экспедици хуларан тухса кайӗ, унта ЧР Элтеперӗ те пулӗ. 11:30 сехетре Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра чарӑнӗҫ, Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов патӗнче чей ӗҫӗҫ, пӗр-пӗрне сувенирсем парнелӗҫ, сӑн ӳкерӗнӗҫ.
Вӑхат унталла та кунталла вылятнине ҫутӑна перекетлеме май парать тесе сӑлтавланине астӑватӑп-ха. Анчах каярах перекетленни-мӗнне ытлашиши калама пӑрахрӗҫ, ҫынсем вара канса илеймеҫҫӗ теме тытӑнчӗҫ.
Вӑхӑта хӗллехи ҫине куҫарасси пирки саккуна проектне РФ Патшалӑх Думине либерал демократсен партийӗн пайташӗ Сергей Калашников тӑратнӑ. Ҫӗршыв Правительстви ӑна йышӑнма васкасшӑн мар-мӗн, хальхи вӑхӑт шутлавне кура хакласшӑн имӗш.
РФ Патшалӑх Думинчи «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» фракци саккуна пӗрремӗш вулавпа (ӑна паян думӑн ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ) пӗрремӗш вулавпа ырлама хатӗр. «Саккун проектне эпир ырлатпӑр, ӑна хӑҫан пӑхса тухассине думӑн канашӗ палӑртӗ», — тенӗ Госдумӑн вице-спикерӗ Александр Жуков.
РФ Сурдолимп комитечӗн офисӗнче Хӗллехи 18-мӗш Сурдолимп вӑййисен талисманӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Вӑл Ханты-Мансире 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен пулӗ.
Талисмансен конкурсне Томск, Мускав, Челепи облаҫӗсенчен, Чӑваш Енрен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентешӗмӗр тивӗҫнӗ. Павел Сахаров веб-дизайнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Сурдолимп комитечӗн президенчӗ Александр Романцов ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ, унӑн ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнӑ.
Автор талисманра мамонт ҫурине ӳкернӗ. Вӑл Ханты-Мансири ҫутҫанталӑк илемне кӑтартать. Мамонт ҫурин куҫӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти юханшывсемпе кӳлӗсен тасалӑхне ҫеҫ мар, вырӑс чунӗн уҫӑлӑхне те кӑтартать имӗш.
Нумаях пулмасть Калуга облаҫӗнче «Этнотӗнчери вӗлле хурчӗсен тӗнчи» курав тата «Хальхи вӑхӑтра вӗлле хурчӗсем ӗрчетесси тата тӗл пулакан йывӑрлӑхсене татасси» тӗнчери ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль ҫӗршывӗсенчен тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӑсчахсем, утарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. «Конференцие Чӑваш Республикинчен 4 ҫын хутшӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Патӑрьел районӗнчи Н. Пирожков зоотехник-утарҫӑ вырӑнти район хаҫатне.
Италинчен килнӗ ученӑй-утарҫӑ, сӑмахран, пыл ҫӗнӗлле илес енӗпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ иккен. Вӗлле хурчӗ тытакансене кирлӗ оборудованисемпе, насоссемпе, кӑрчама хатӗрлекен аппаратпа тата ытти нумай япаласемпе паллаштарнӑ. Казахстанра, ав, утарҫӑсене патшалӑх процентсӑр кредит парать, утарсем йӗркелеме вырӑнсем уйӑрса пулӑшать-мӗн. Вӗлле хурчӗсене сиплеме епле препаратсемпе усӑ курние те паллаштарнӑ.
Раҫҫейӗн Президенчӗ Владимир Путин «Ҫурҫӗр Кавказ енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркелесси ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ ведомство асӑннӑ региона социаллӑ пурнӑҫпа экономика енчен аталантарас яваплӑ пулӗ.
Ҫӗнӗ министерствӑна Лев Кузнецов текен ҫынна шаннӑ. Унччен хайхи Красноярск енӗн кӗпӗрнатторӗнче тӑрӑшнӑ. Кузнецов кӗпӗрнаттӑр ӗҫ опычӗ ҫӗнӗ вырӑнта пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Раҫҫей министрне ҫитнӗ кӗпӗрнаттӑр Красноярск енне 2010 ҫулхи нарӑсранпа ертсе пынӑ.
Раҫҫейре ҫӗршыври чи лайӑх хулана палӑртас тӗллевпе каллех сасӑлав ирттереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи пӗрремӗш сасӑлав пирвайхи хут 2012 ҫулта иртнӗ. Ун чухне «наци символӗн» ятне Смоленск хули тивӗҫнӗ.
Конкурс пӗлтӗр те иртнӗ. Ун чухне Шупашкар тӳрех малтисен ретӗнче пулнӑ. Хуламӑр ҫулталӑк тӑршшӗпех пӗрремӗш вырӑнта тӑнӑ, Раҫҫейри «чи паллакан хула» ята тивӗҫе сасӑлавра ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал тӗнче тетелӗнчи сасӑлава тепӗр хут ирттереҫҫӗ. Шупашкар пуш уйӑхӗн варриччен иккӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑна ҫитнӗ. Вӑл лидертан 20 пине яхӑн сасӑ тарса юлнӑ. Юлашки кӑтартӑва илес тӗк, Шупашкаршӑн 47 300 яхан ҫын сасӑланӑ.
Хальлӗхе сасӑлавра Ӗпхӳ пӗрремӗш. Уншӑн 65 719 ҫын сасӑланӑ. Пушкӑртсан тӗп хулине Майкоп хӑваласа ҫитнӗпе пӗрех. Уншӑн 65 483 ҫын сасӑланӑ. Шупашкар хыҫҫӑн списокра — Иркутск тата Калинград хулисем.
Тӗлӗнмелле те, туристсем питӗ килӗштерекен Питӗр малтисен 10-шӗн йышне те кӗреймен. Мускав та ҫавнашкалах.
Шупашкаршӑн ҫулталӑк вӗҫлениччен сасӑлама май пур. Сасӑлава раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Паян Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ачасем хушшинче патриотла мар информацие сарма чаракан саккун проекчӗ тӑратнӑ. Унӑн пуҫаруҫи — Патшалӑх Думин оборона енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Аркадий Пономарев.
Саккун проектне ӑнлантарса панинче ку тема ҫӗршывра патриотизм шайӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Пономарев Халӑх шухӑшне пӗтӗм Раҫҫейри центр пӗлтернине илсе панӑ. Хӑйсене патриот тесе 2008 ҫулта ыйтса пӗлнисенчен 88 проценчӗ каланӑ иккен, 2012 ҫул тӗлне ҫавсен йышӗ 80 процента ҫитсе ларнӑ.
2001 ҫултанпа ҫӗршывра патриотизма сарас енӗпе программа ӗҫлет-ха, анчах депутат ку кӑна ҫителӗксӗр тесе шухӑшлать иккен. Шкулта тата ҫемьере вӗрентмен информацие те ачасем ҫӑмӑллӑнах ӑша хывма пултарнине асӑннӑ проекта хатӗрлекенсем ырламаҫҫӗ. Маларах каланӑ Пономарев массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, тӗнче тетелӗнче патриотизм, национализм тата нацизм ӑнлавсене пӑтратнине палӑртнӑ. Патриотизма хирӗҫле космополитизм теорине сарнине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.
Патриотизм ӑнлава арпаштаракан тата тӗрӗс мар пӗлтерекен информацие ачасенчен сирмелле тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |