Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Статистика

Росстат Раҫҫей халӑхӗ мӗнпе апатланнине тӗпченӗ. Ведомство специалисчӗсем 100 пин ҫын мӗн тата мӗн чухлӗ ҫинине тишкернӗ.

«Раҫҫей хаҫачӗ» («Российская газета») пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ытларах ҫиме тытӑннӑ. 2000 ҫулта ҫулталӑкне 109 килограмм ҫӑкӑр ҫинӗ-тӗк, халӗ — 98. Ҫӗрулмипе вара 1,5 хут сахалрах апатланма тытӑннӑ. Какай ҫиесси 1,5 хут ӳснӗ, улма-ҫырла вара — 2 хут.

Раҫҫей халӑхӗн сӗтелӗ ҫинче сӗт юр-варӗ, ҫӑмарта, пулӑ ытларах курӑнма тытӑннӑ. Ҫапах пулӑ менюра сахалрах пулнине палӑртмалла: ҫулталӑкне 1 ҫын пуҫне 22 килограмм ҫеҫ. Сахӑр вара — 23 килограмм.

Раҫҫей ҫыннисем кунне миҫе хутчен апатланаҫҫӗ? Ведомство специалисчӗсене ҫак ыйту та кӑсӑклантарнӑ. Арҫынсен — 9%, хӗрарӑмсен 12% ирхине апатланмасть-мӗн. Нумайӑшӗ вӗри апат (чее, кофӗн шута илмесен) кунне 1 хут ҫеҫ ҫиет.

 

Раҫҫейре

Амӑш укҫине парассине 2016 ҫулччен тӑсасшӑн. Хальхи вӑхӑтра ӑна 2016-мӗш ҫулччен пама палӑртнӑ. Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец программӑна тӑсас шухӑшпа правительство ӗҫленине палӑртнӑ.

«Программӑна эпир тӑсма тӑрӑшӑпӑр. Пирӗн шӑхӑша халӑх та, депутатсем те ырласса шанатпӑр», — тенӗ иккен вӑл. Тӑсас тенине Голодец программа Раҫҫее, ашшӗ-амӑшне кирлипе ҫыхӑнтарнӑ.

Ҫак шухӑша социаллӑ сферӑри чылай тӳре-шара ырлать иккен. Раҫҫейӗн Ӗҫ министерстви вара укҫапа усӑ курассине анлӑлатас шухӑшлӑ-мӗн. 2026 ҫул таран тесе те калаҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, паянхи кун амӑш укҫи 429 пин те 408 тенкӗпе танлашать. Хӑшӗсем ӑна миллион ҫурӑна та ҫитерттересшӗн иккен. Анчах апла тӑвас тесен ытла та пуян хысна кирлӗ. Ҫавна кура пысӑк укҫана иккӗмӗш ачашӑн мар, виҫҫӗмӗшӗшӗн памалла текенсем те пур иккен.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри харӑсах виҫӗ савут хӑйӗн мӗнпур ӗҫченне канма янӑ. Ҫак вӑхӑтра производство пуҫӗпех чарӑннӑ. Канаканнисен шутӗнче — Тольяттинчи «АвтоВАЗ», «GM-АвтоВАЗ» тата Volkswagen концернӑн Калугӑри савучӗ.

Юлашкинчен асӑннин ӗҫченӗсем утӑн 28-мӗшӗнче канма кайнӑ та ҫурлан 25-мӗшӗччен ӗҫ пирки шухӑшламасӑр пурӑнӗҫ. «АвтоВАЗ» ӗҫченӗсен канӑвӗ пӗр эрне кӗскерех пулӗ — ҫурлан 18-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗнӗҫ. «АвтоВАЗ» ытти ҫул халӑха массӑллӑ канма яман иккен.

Маларах Раҫҫейри ытти хӑш-пӗр савут та хӑйсен ӗҫченӗсене канма янӑ. Анчха вӗсем кӗҫ-вӗҫ ӗҫе тухмалла. Всеволожскри Ford ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗнӗ, Питӗрти Hyundai — ҫитес уйӑхӑн 4-мӗшӗнче.

Савутсем кансан та унти хуралҫӑсем, урапа (машина) юсакансем тата ытти ҫавӑн йышши тытӑм пурпӗрех ӗҫлӗ.

Тепӗр хыпар та пур. Европа усламҫисен ассоциацийӗн шучӗпе кӑҫал Раҫҫейре ҫӗнӗ урапа сутасси 12 процент, е 335 пин штук, чакса 2,45 миллион штукпа танлашмалла.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри анлӑ сарӑлнӑ банксенчен пӗри нумаях пулмасть «Амур тигрӗ» тӳлев картти кӑларма тытӑннӑ. Ку проекта кредит учрежденийӗ «Амур тигрӗ» центр» автономлӑ коммерцилле мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ.

Вӑл карттӑпа тӳлесен банк суммӑн 0,7 процентне ҫак пысӑк кушаксене хӳтӗлеме уйӑрӗ. Вӑл чӗрчунсем, аса илтеретпӗр, кӗҫ-вӗҫ ҫухалма пултарас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ.

Карттӑна халӑхра анлӑ сарас тесе банк ҫулталӑк хушши ӑна тӳлевсӗр тытса тӑма шантарать, хитре дизайнпа илӗртет, ун урлӑ карас телефонӗшӗн, Тӗнче тетелне тухнишӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн тата ытти тӑкакшӑн татӑлма пулать. Карттӑсене Visa Classic е MasterCard Standard категориллӗ кӑларттарма май туса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=113860
 

Раҫҫейре

Тен, ҫитес вӑхӑтра Раҫҫейре паспорта пӗр сехетрех илме май пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври миграци службин пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ.

Малтанах ку ӗҫе Крымра тӗрӗслӗҫ. Шӑпах унта паспорта 1 сехетре хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Унтан, тен, ҫӗршывӗпех ҫакӑн пек ӗҫлеме пуҫлӗҫ.

Халӗ вара Раҫҫей ҫыннисенчен ытларахӑшӗ миграци службин ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑр. Ирттернӗ ыйтӑм акӑ мӗн палӑртнӑ: ют ҫӗршыв паспортне илекенсенчен 63 проценчӗ ҫеҫ ведомствӑн ӗҫне лайӑх хакланӑ. 22 проценчӗ кӑштах ҫеҫ кӑмӑлсӑр. 8 проценчӗ пачах кӑмӑлсӑр. 7 проценчӗ ыйтӑва хуравлама тытӑнса тӑнӑ.

Ыйтӑма хутшӑннисене миграци службин ӗҫӗнче мӗн тивӗҫтермен-ха? Ытларахӑшӗ паспорта вӑрах хатӗрленипе кӑмӑлсӑр. Теприсем кирлӗ ыйтун хуравне тупас тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ те — кӑлӑхах. Шӑнкӑравласа ҫитме йывӑр-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ытла нумай документ ыйтнӑшӑн кӑмӑлсӑрланать. Теприсем вара патшалӑх пошлинине миграци службинчех тӳлеме май ҫуккине палӑртаҫҫӗ.

 

Статистика

«Рейтинг» РИА» агентство Раҫҫейри ҫемьесене мӗн чухлӗ укҫа тивнине шутласа кӑларнӑ. Рейтинга палӑртнӑ чух вӑл икӗ вӑй питтиллӗ, икӗ е виҫӗ ачаллисене тӗпе хунӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫемьере миҫе тенкӗ юлнине палӑртнӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкак шутне агентство пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене кӗртнӗ. Тупӑш вырӑнне вӑл Раҫҫейӗн вӑл е ку регионӗнчи вӑтам ӗҫ укҫине шутланӑ.

Чӑваш Ен ку рейтингра 62-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пурӑнма кирлӗ тӗп тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн пирӗн республикӑри тӑватӑ ҫынлӑ (ҫав шутра иккӗшӗ — ачасем) ҫемьен аллинче 13 782 тенкӗ юлать имӗш, виҫӗ ачаллисен — 7 724 тенкӗ. Раҫҫейӗпе вӑтамран илсен ку цифрӑсем пысӑкрах: икӗ ачаллӑ ҫемьере — 30 134 тенкӗ, виҫӗ ачаллинче — 23 111 тенкӗ.

Тӗпчеве ирттернисем чылай регионта пӗлтӗр ҫынсен пӗтӗмӗшле тупӑшӗ ӳснине палӑртнӑ. Ҫапах та тупӑш шайӗ ҫӗршывӑн пур субъектӗнче пӗр пек мар. Чи пуян ҫемьесем Ямал-Ненецк тата Чукотка окургӗсемпе Мускавра пурӑнаҫҫӗ, чи чухӑннисем — Калмӑк Республикипе Дагестанра. Икӗ ачаллӑ ҫемьесенче вӗсенче «пурӑнмалӑх» 7 пин тенкӗ ытларах кӑна юлать. Пуян шутланакан регионсенче вара — 70 пин ытла.

Малалла...

 

Республикӑра

Media Markt суту-илӳ сечӗ Раҫҫейри хуласене сиен кӳрекен каяшсене — батарейкӑсемпе аккумуляторсене — пуҫтарассине епле йӗркеленине тишкернӗ.

Шупашкар списокра Тольятти, Хусан, Краснодар хулисене чылай хыҫа хӑварнӑ. Тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 100000 ҫын пуҫне 21 килограмм батарейка пухнӑ. Пӗтӗмпе хулара ҫак каяша 100 килограмм пуҫтарнӑ.

Ҫур ҫул каялла Media Markt лавккасенче батарейкӑсене пӑрахмалли ятарлӑ контейнер лартнӑ. Унта кашниех пӗтнӗ батарейкӑсене пӑрахма пултарнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем 300000 ытла питани элеменчӗ килсе хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71978
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре малашне ветеринарсем те професси уявне паллӑ тума тытӑнӗҫ. Хӑҫан? Ҫурлан 31-мӗшӗнче.

2014 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче РФ Юстици министерстви РФ Ял хуҫалӑх министерствин хушӑвне регистрациленӗ. Вӑл — «Професси уявне йышӑнасси ҫинчен — Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ» хушу. Унта палӑртнӑ пекех уява ҫурлан 31-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ.

Халӗ патшалӑх ветеринари службинче 100 пин ытла специалист тӑрӑшать. Аса илтерни те вырӑнлӑ-тӑр: пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре ветеринарсен йышне 20 процент чакарасси, юлнисен ӗҫ укҫине ӳстересси пирки сӑмах хускатнӑччӗ.

 

Вӗренӳ Ирина Яровая
Ирина Яровая

Вырӑс чӗлхипе, литературипе тата Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе пӗрлехи в8рен5 к8некисем пулмалли ҫинчен кӑҫал пирӗн ҫӗршывра саккун йышӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин Хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая каланӑ.

Капла саккуна вӑрах тӑхтамасӑр йышӑнас шухӑша асӑннӑ предметсемпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче ачасем пӗчӗк балл пухнипе те сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Вырӑс чӗлхи кӗнекине халӗ 180 вариант таран кӑлараҫҫӗ иккен. Ҫапла хӑтланни чӗлхене тарӑннӑн ӑша илме кансӗрлет кӑна имӗш.

Коррекци пӗлӗвӗ илекен ачасене ҫӗнӗлӗх пырса тивмелле мар. Вӗсем валли ытти чухне те раснарах вӗренӳ кӗнеки кӑларнӑ.

 

Раҫҫейре Ҫӗнӗ йышши 1 тенкӗ. Михаил Ковалев сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫӗнӗ йышши 1 тенкӗ. Михаил Ковалев сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗршывӑн тӗп банкӗ ҫаврӑнӑша ҫӗнӗ йышши тенкӗлӗх укҫа кӑларать. Вӑл епле пулассине иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫирӗплетнӗччӗ. Эмисси программипе килӗшӳллӗн 1 тенкӗлӗх укҫана 100 миллион штук хатӗрленӗ.

Халӗ усӑ куракан 1 тенкӗпе танлаштарсан дизайн енчен ылмаштарнин уйрӑмлӑхӗ — «решкӑна» улӑштарнинче. Ҫӗннинче «1» тесе цифрӑпа ҫырса хуни вырӑнне «Р» саспалли вырнаҫтарнӑ. «Ӑмӑрткайӑка» ҫаплипех хӑварнӑ — улӑштарса аппаланман. Вӑл малтанхиллех икӗ пуҫлӑ. «Раҫҫей банкӗ» тесе ҫырнине те тата тата ыттине те хӑварнӑ.

Коллекционерсем валли «пруф» тата «анциркулейтед» пахалӑхлӑ кӗмӗл укҫа та кӑларнӑ. «Пруф» текеннине — 500 штук, «анциркулейтеда» — 1 пин штук.

Пӗр тенкӗ символне усӑ курассине Тӗп банк ӳлӗмрен анлӑлатса пырасшӑн. Ӑна ҫӗнӗ банкнотсен шыв паллисем ҫине вырнаҫтарасшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, [95], 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, ... 108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 04

1904
121
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
71
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
25
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
25
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй